АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулас котельнăй ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă

22 ноября 2019 г.

Пулас котельнăй ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă

 Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов Красноармейски ялĕнчи "Çĕнтерĕве 30 çул" урамра (Сельхозтехника пулнă территоринче) çĕкленекен çĕнĕ котельнăйăн строительствипе паллашнă. Çĕнĕ котельнăй ĕçе кĕрсен вăл райцентрти Механизаторсен урамĕнчи нумай хваттерлĕ 2-14 çуртсене, "Çĕнтерĕве 30 çул" урамри ачасемпе çамрăксен спорт шкулне, 16-мĕш çурта ăшăпа тивĕçтермелле. Объекта ĕçе кĕртессипе "Эксперт Инжиниринг" ООО ĕçченĕсем тăрăшаççĕ. Çакна палăртмалла: кăçал Трак енре 8 котельнăй ĕçе янă. Пикшик, Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕсенче, "Звездочка" , "Чебурашка" ача сачĕсенче, Красноармейски вăтам шкулĕн Янкасри шкул çулне çитменнисен ушкăнĕнче котельнăйсем çĕклесе лартнă. Чатукасси, Карай, Упи, Алманч шкулĕсенчи котельнăйсене çĕнĕ оборудованисемпе пуянлатнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика