АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ытлашши шывсăр пулмалла

22 ноября 2019 г.

Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Еврази экономика союзĕн “Пулă тата унăн продукцийĕн хăрушсăрлăхĕ çинчен” техрегламентăн куçăм тапхăрĕн йĕрки вăйне çухатрĕ. Çапла майпа пулă суту-илĕвĕпе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ документсенчен пĕри вăя кĕрет. Ăна пилĕк çĕршыв ученăйĕсем тата специалисчĕсем хатĕрленĕ: çынсен сывлăхне хỹтĕлес тата фальсификацирен хăтăлас тесе. Техрегламент тĕп тĕллевĕ — пулă продукцине хăрушсăр тăвасси: тытнинчен тата тирпейленинчен пуçласа сутассичченех. Документра чĕр тавар, чĕркем, упрасси тата турттарасси пирки те каласа хăварнă. Техрегламентра пăр сийĕ мĕн чухлĕ пулмаллине палăртнă. Унăн йывăрăшĕ шăнтнă пулăра 5 процентран ытла пулмалла мар, тасатнă рак йышшисенчен хатĕрленĕ продукцире — 7 процентран. Пулăн чăн виçине пăр сийĕнчен уйрăммăн кăтартмалла. Кунсăр пуçне, пуçласа тепĕр норма палăртнă: мышцă тĕртĕмĕнчи нỹрĕк мĕн чухлĕ пулмаллине. Тĕллевĕ — продукцие тĕрлĕ шĕвекпе тултарассине сирес тесе. Çавăн пекех ку документра ветпрепаратсен юлашкийĕ мĕнле шайра пулма пултарни çинчен те каланă. Аквакультурăра усă курма пултаракан антибиотиксен е çын сывлăхĕшĕн сиенлĕ ытти эмелсен, сăмахран, пулă продукцийĕнче пулмалла мар е вĕсен виçи пĕчĕк пулмалла. Тата малашне пулла ăçта тытнине те палăртмалла. Тĕслĕхрен, “палтус черный гренландский”. Сутлăха биотоксинлă тавар кăларма юрамасть е упранă чухне ирĕлтернине, çавăн пекех тĕртĕмсем тĕлĕнчи температура 18 градусран пысăкрах пулсан. Ку документ уйрăмах ачасен апат-çимĕçĕ тĕлĕшпе тимлĕ пулма хистет. Çулталăк тултарман пепкесем валли апат-çимĕçе ятарлă производствăра е технологи тĕлĕшĕнчен уйрăлса тăракан цехра хатĕрлемелле. Çулталăкран иртнĕ ачасем валли тутăна вăйлатакан япаласем, фосфатсем, тата ытти хушмалла мар. Çак тата Техрегламентăн ытти требованийĕсене тивĕçтермен продукцие сутлăха кăларсан груза чарса лартма е штрафлама (100 пин тенкĕрен пуçласа 1 миллион тенкĕ таран) пултараççĕ. Тата, паллах, пулăра паразитсем пулмалла мар — хăть чĕрри, хăть вилли. Палăртмалла, пулă пахалăхне тата хăрушсăрлăхне палăртас тĕллевпе Россельхознадзор çулсерен çак тавара ятарласа лабораторисенче тĕпчет. Кăçал, сăмахран, Чăваш Республикинчи пулă ĕрчетекен хуçалăхсенчи пулла Мускаври тата Хусанти лабораторисенче тĕпчеттернĕ. Паразитсен тĕлĕшпе кăна мар, пестицидсем тата радионуклидсем, çавăн пекех наркăмăшлă ытти япаласем пуррине тĕрĕсленĕ. Кунсăр пуçне чĕрĕ пулă чирлĕ маррине уçăмлатнă: ботриоцефалез, бранхиомикоз, филометроидоз текен чирсемпе, пĕтĕмпе — 10 проба. Пулă хăрушсăрлăхĕ тата пахалăхĕ енĕпе те тĕпчевсем ирттернĕ — 23 проба. Пробăсен ытларах пайне Патăрьел, Куславкка, Пăрачкав, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне районĕсенчи пулă тытакан пĕвесенчен илнĕ. Çакăнта палăртма кăмăллă — иккĕленỹллĕ проба тухман Чăваш Енрен, пирĕн тăрăхри пулă хăрушсăрлăх тата пахалăх енĕпе те тивĕçлĕ шайра. Специалистсен хăш-пĕр канашĕ: чĕрĕ пулă туяннине ним те çитмест, паллах. Ытларах чухне вара шăнтнине е шăнтса ирĕлтернине туянатпăр. Паха пуллăн (хăть чĕррин, хăть шăнтнин) куçĕ таса, мăкăрăлчăк тата тăрă пулмалла. Тĕтĕмленĕ пулăра вара канцерогенсем пуррине манар мар. Вĕрилле тĕтĕмленĕ чухне фенол, кислотасем, бензапирен кăларать тĕтĕм. Тĕтĕмленĕ пулла нумайрах пахча çимĕçпе çиме сĕнеççĕ.

Н. Васильева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика