АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен сезон уçăлчĕ

19 ноября 2019 г.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен сезон уçăлчĕ

Чỹк уйăхĕн 9-мĕшĕнче Трак енри ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем кăçалхи вĕренỹ çулĕнче пирвайхи хут ăмăртура тупăшрĕç. Вăрнар поселокĕнче “Попутчик” ООО-н генеральнăй директорĕн А.А. Петровăн тата Раççейĕн тава тивĕçлĕ юрисчĕн В.К. Яковлевăн парнисене çĕнсе илессишĕн каччăсемпе хĕрсем хушшинче уçă турнир пулса иртнĕ. Ăмăртăва Чĕмпĕр облаçĕнчи, Мордва Республикинчи, Чăваш Енри районсемпе хуласенчи чи вăйлă кĕрешỹçĕсем — 300-е яхăн каччăпа хĕр хутшăннă. Тупăшусем çивĕч кĕрешỹре иртнĕ, вĕсем 21 сехетчен тăсăлнă. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене кавир çине 4-5 хут тухма тивнĕ. Пирĕн кĕрешỹçĕсем япăх мар ăмăртнă: Дима Абрамов (52 кг, Трак вăтам шкулĕ) пĕрремĕш, Сергей Белов (36 кг, Упи вăтам шкулĕ) виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çакна хушса каламалла: мĕн пур виçе категорийĕсенче 20 ытла каччăпа хĕр пулнă. Çавăнпа та пирĕн кĕрешỹçĕсене пĕртте çăмăл килмен. Владислав Алексеев, Павел Данилов, Александр Алексеев, Денис Спиридонов, Владимир Дмитриев, Егор Яковлев (Трак тата Красноармейски), Маша Константинова, Савелий Антонов (Упи) хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшнă. Тренировкăсем вĕренỹ çулĕнченех тытăннă пулсан, пирĕн кĕрешỹçĕсен кăтартăвĕсем татах та лайăхрах пулма пултарнă. Анчах та ДЮСШ спортзалĕнче çу пуçламăшĕнче юсав ĕçĕсем тытăнчĕç, вĕренỹ çулĕн пуçламăшĕ тĕлне вĕсене вĕçлеймерĕç. Çак тапхăрта пире тренировкăсем ирттерме вырăн уйăрса параймарĕç. Кăлăхах. Паян спортсменсен ашшĕ-амăшĕн, тренерсен тренировкăсем ирттерме кавирсене сарма, ун хыççăн каялла пуçтарма тивет. Çакă пирĕн вăхăта чылай илет. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕ ăмăртăва кайса килме витĕмлĕ пулăшу кỹнĕшĕн спортсменсен ашшĕ-амăшне — А. Спиридонова, А. Данилова тата И. Николаев тренера тав сăмахĕ калать.

В. Григорьев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика