АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван ен илемлĕхне курса хаклать

19 ноября 2019 г.

Тăван ен илемлĕхне курса хаклать

Савнă тăрăха чун-чĕререн юрататăн пулсан, унăн илемне те пахаласа хаклама пĕлетĕн. Ку çеç, тĕрĕссипе, сахал та. Илемлĕхе юрă-кĕвĕре е ỹкерчĕк-сăн ỹкерчĕкре хăварма çине тăратăн. Красноармейски ялĕнчи Г. Степанов урамĕнче пурăнакан А. Борисов вара çакна сăн ỹкерчĕксем урлă курать. Вăл — яланах çул çинче. Кăçал, авă, Геленджик хулине çитсе килчĕ, Абхазири илемлĕ вырăнсемпе паллашрĕ. Çу кунĕсенче спорт велосипечĕпе тăван Трак енĕн капăр кĕтесĕсенче пулса курчĕ. Ку чухне алăран фотоаппаратне те ямарĕ, вăрмансемпе улăхсенче, ялсен çывăхĕнче, Мăн Çавалпа Мăн Шетмĕ юхан шывĕсен хĕррисенче сăн ỹкерчĕксем турĕ. Тăван тавралăхпа çыхăннă сăн ỹкерчĕксем унăн хушăнсах пыраççĕ çавна май. Вĕсене пурне те компьютер çинче упраса хăварать фотосунарçă, кăмăла каяканнисене альбомсене те вырнаçтарать, хăшне-пĕрне районти "Ял пурнăçĕ" хаçата та пичетлеме сĕнет. Çак кунсенче вара районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче А. Борисовăн "Тĕнче илемлĕхĕ" ятпа сăн ỹкерчĕксен куравĕ уçăлчĕ. Унта Алитет Аркадьевич 30 ытла ĕç тăратнă. Пурте тăван ен илемĕпе, унăн асра юлакан вырăнĕсемпе çыхăннă. Сăмах май, ку — унăн виççĕмĕш куравĕ. Алитет Аркадьевичăн сăн ỹкерчĕкĕсемпе кăмăл тăвакансем пурте паллашма пултараççĕ. Эпир вара фото ăстине çĕнĕ ĕçсем туса палăрма ăнăçусем сунатпăр. В. Данилов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика