АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » М. Игнатьев журналистсемпе тĕл пулчĕ

19 ноября 2019 г.

М. Игнатьев журналистсемпе тĕл пулчĕ

Чỹк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри журналистсемпе уçă калаçу ирттерчĕ. Регион Пуçлăхĕпе ирттернĕ тĕлпулăва пурĕ массăллă информаци хатĕрĕсенче тимлекен 35 çын хутшăнма кăмăл турĕ. Михаил Игнатьев мероприятине пухăннисене республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки каласа кăтартнă. 2019 çулăн 10 уйăхри ĕç кăтартă-вĕсемпе паллаштарнă. Тĕп кăтартусем çапла, промышленноç производствин индексĕ 104,8 процента çитнĕ. Ял хуçалăх таварĕсене тирпейлесе кăларассипе те çитĕнỹсем пысăк, суту-илỹ çаврăнăшĕ 104 процента хăпарнă. Çурт-йĕр хута ярассипе те кăтартусем лайăх, 107 процентпа танлашаççĕ. "Пирĕн ĕçсем пĕтĕмпех халăхăн пурнăç условийĕн шайне ỹстерессипе çыхăннă. Чăвашстат цифрисене эсир куратăр. Пуласлăхра та чылай пысăк ỹсĕмсем пуласси куç кĕретех", — тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Чи актуаллă ыйтусенчен пĕри — паянхи пурнăç таппинче — Чăвашкредитпромбанкăн шăпи. Шăпах та, ку енĕпе ыйтусем самай тухса тăраççĕ халăхăн. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев банк хыпарĕсем пирки кĕскен ăнлантарса панă. Ыйту пĕлтерĕшлĕ, апла пулсан пурин те пĕрне-пĕри килĕшсе ăнланса пыма тăрăшмалла. Вăл банкра малалла вăхăтлăх администраци ĕçлĕ. Страховани йĕркипе килĕшỹллĕн уйрăм çынсен вклачĕсене 1,4 млн тенкĕ таран çывăх кунсенчех тавăрса пама пуçлĕç. Юридици тытăмĕсен конкурс производстви вĕçленессе кĕтме тивет тенĕ вăл. Калаçу вăхăтĕнче журналистсем медицина ĕçченĕсем пирки те сăмах пуçарнă. Паянхи куна медицина учрежденийĕсене пурĕ 76,1 процент врачсемпе тивĕçтернине асăннă Ертỹçĕ. Чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне сиплев учрежденийĕсенче 385 çын çитмест. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви çамрăк специалистсене ĕçе явăçтарас тесе тĕллевлĕ вĕрентсе кăларассипе те ятарлă ĕç хучĕсене йышăнса пырать. Паянхи куна илес пулсан 70 студент ытла аслă шкулсенче тĕллевлĕ вĕренсе тухать. Вулавăшсене оптимизацилес пирки сăмах пуçарнă май, республика Пуçлăхĕ ку ыйтăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче, чỹк уйăхĕн 13-мĕшĕнче сỹтсе явнине асăннă. Эпир кĕнеке вулама юратакан регион шутĕнче тăратпăр-çке-ха. Кун пирки Чăваш Республикин Финанс министерствине, Культура, Спорт министерствисене, вырăнти влаçпа пĕрле ыйтусене тарăн пăхса тухса тишкерме хушу патăм тенĕ вăл. Халăхăн сĕнĕвне ытларах шута илме сĕнтĕм тенĕ сăмаха çавăрса. Вариантсем тупма хушрăм. Хула влаçĕн министерствăсемпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçлемелле. Эпир республика шайĕнче ялсенче те, хуласенче те библиотекăсене тирпейлĕ тытса тăма укçа-тенкĕ яланах уйăрса пыратпăр тенĕ регион Пуçлăхĕ. Вăл учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне пуянлататпăр, çулсерен бюджетран укçа уйăрса вĕсенче компьютерсем илсе пама тăрăшатпăр, вăл çуртсене çамрăксемпе ваттисен те кулленех çỹремелле, вĕсем валли условисем туса пама тăрăшатпăр тесе каланă вăл. Сăлтавне те тупнă хула администрацийĕ. Çитес çул валли хула бюджетĕнче укçа çителĕксĕр теççĕ. Тĕрлĕ вариантсене пăхса тухмалла, тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăвармалла тесе тепĕр хут каланă регион Пуçлăхĕ. "Пирĕн библиотекăсене хупма пачах та тĕллев çук. Вулакансем яланах пулнă, вĕсене валли пирĕн хăтлă условисем йĕркелесе памалла", — тесе тепĕр хут каласа хăварнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ. Журналистсене ытти ыйтусем те сахал мар канăçсăрлантарнă. Çĕнĕ Шупашкар хулинчи обществăлла вырăнсенчи чарăну пайĕсем, Çĕрпỹ районĕнчи çỹп-çап пухмалли полигон тата ытти те. — Ытăм ирттернĕ тăрăх, республикăра пурăнакансен 80 процент нумай ача çуратса пăхса ỹстерме хатĕр мар. Хальхи вăхăтра вилекен çуралаканран ытларах. Демографие лайăхлатас енĕпе влаç мĕн тума палăртать? — Наци проекчĕсемпе, федераци, регионти патшалăх пулăшăвĕ ача çуратакансене хушма хавхалану кỹрет. Влаç тĕллевĕ — халăхра çемьене, юратăва хаклама, малти вырăна хума вĕрентесси. Кашни 5-мĕш çемье 20 процент нумай ача ỹстерет. Ку та пирĕн çитĕнỹ. Кун пек регион сахал. Журналистсен тỹпи пурах, мĕншĕн тесен эсир обществăра кăмăл-туйăм çурататăр, нумай ача ỹстерекенсем пирки çырса-каласа кăтартатăр, патшалăх пулăшăвĕсене мĕнле илмеллине ăнлантаратăр. Чăваш Ен федераци шайĕнчи 52 проекта хутшăнать. Ку тĕллевсем валли укçа сахал мар уйăраççĕ. Ачалăхпа амăшлăхĕ валли кăна 1 млрд та 700 млн тенкĕ пăхса хунă. Федераци шайĕнчи, регионти амăшĕн капиталĕсем... Совет тапхăрĕнче ун чухлĕ укçа паман. — Строительство организацийĕсем хваттершĕн пая кĕрсе укçа хывнă çынсен умĕнче хăйсен тивĕçне пурнăçламаççĕ, çуртсене вăхăтра хута ямаççĕ. Сăмахран, “Кувшинка”, “Гагарин” микрорайонсене çĕклекен “Лидер”. — “Лидер кăна мар, “хура списокра” — 3 подряд организацийĕ. Шар курнисем 60-а яхăн çын. Пирĕн тĕллев — Раççейри “Дом.РФ” организаципе вĕсене пулăшасси. Мана панă справка тăрăх, “Лидерăн” парăмĕ — 600 млн тенкĕ. Ăна ăçтан тупса халăха парса татмаллине шутласа кăларайман-ха. Предпринимателе çĕр участокне е куçман пурлăха сутма каланă. “Дом.РФ”, влаç хута кĕнипе çав укçана шыраса илсе чарăнса ларнă стройкăсене çĕнĕрен пуçарса çуртсене хута ямаллах. Ку тĕлĕшпе ĕçлеме Строительство министерствине хушу панă. Нумай хваттерлĕ çуртсен 70 проценчĕ унчченхи кивĕ схемăпах çĕкленет. 30 процент кăна эскроу счет çине куçнă. — Владимир Путин журналистсене хăйĕн вырăнне хăвармашкăн çын хатĕрлесси пирки каларĕ. Эсир те хăвăр вырăна юлакан пирки шухăшламан-и? Командăра хальхи политикăна тытса пыма пултаракан пур-и? — Республика Пуçлăхне халăх суйлать. Ман вырăна кам килессине те вăлах татса парĕ. Эпĕ резерври кирек мĕнле хушамата асăнма пултаратăп, анчах вăл çын пуçлăх пулассине пĕлтермест. Кăмăл пурри кăна çителĕксĕр, халăх шанăçне çĕнсе илмелле. Чи малтан унăн патриот, тỹрĕ кăмăллă та патшалăхшăн тăрăшакан çын пулмалла. Икĕ сехет хушшинче пĕтĕмпе 20 ыйту ытла регион Пуçлăхне журналистсем панă. Кашни ыйту çине тивĕçлĕ хурав илнĕ массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика