АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăри социаллă пĕлтерĕшлĕ проекта пурнăçласа. “Юратнă тăрăх Трак ен” проект: “Тăван Красноармейски районĕ”. Ырă улшăнусем

15 ноября 2019 г.

Республикăри социаллă пĕлтерĕшлĕ проекта пурнăçласа. “Юратнă тăрăх Трак ен” проект: “Тăван Красноармейски районĕ”. Ырă улшăнусем

“Ял пурнăçĕ” хаçатăн çывăх тусĕ пулнă май, эрнере икĕ хутчен тухакан район хыпарçине чăтăмсăррăн кĕтетĕп эпĕ, почтальонка ăна ещĕке ярса хăварасса кантăкран сăнатăп. Райхаçат журналисчĕсем те, унăн вырăнсенчи общество корреспонденчĕсем те вулакана çĕнĕ хыпарсемпе туллин паллаштарас тесе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшаççĕ, вĕсене çырупа ăсатаççĕ, кĕсье телефонĕпе шăнкăравласа пĕлтереççĕ. Район хаçатне алла илсессĕн унти пĕр статьяна та вуламасăр хăвармастăп эпĕ. Пĕлекенсем, паллакансем çинчен çырнисене вара икшер хут та вуласа тухатăп. Акă, юпа уйă-хĕн 11-мĕшĕнче пичетленнĕ “Хушăран сас пани те кирлĕ”, юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнчи номерте кун çути курнă “Автора 77 çул тултарнă ятпа чысларĕç” материалсемпе туллин паллашрăм. Сăмах унта паллă журналист, ЧР Писательсен союзĕн пайташĕ, тĕрлĕ премисен лауреачĕ, Янкасра çуралса ỹснĕ Н. Ершов-Янкер пирки пырать. Николай Гавриловича эпĕ питех те аван пĕлетĕп. Ахальтен мар пулĕ район хаçа-тĕнче пичетленнĕ материалсемшĕн вăл мана хăй ячĕллĕ премие парса чысларĕ. Сывлăх пултăрччĕ сире, Николай Гаврилович! “Тухтăр ĕçĕнче алă çула яхăн тимленĕ” материала та хумханмасăр вулама май çук. СССР санитари хỹтĕлевĕн отличникĕ, Красноармейски ялĕнче пурăннă М. Петров тухтăр пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Максим Петрович редакцине тăтăшах материалсем илсе килетчĕ, унпа сахал мар тĕл пулса калаçнă эпĕ, пĕр-пĕрин шухăшĕсене пĕлнĕ. Г. Туслин “Юрă та шăранчĕ, Хисеп хучĕ те пулчĕ” материалпа та ăшшăн паллашрăм. Мĕншĕн тесен нумаях пулмасть 70 çулхи юбилейне паллă тунă Ешкилтри Станислав Алексеева чылайранпа пĕлетĕп, вăл районти Культура çуртĕнче тăрăшнă çулсенче унпа сахал мар пуплеме тивнĕ мана. В. Данилов-Тавкилĕн “Район центрĕ — иккĕмĕш тăван кил” статйи те хăй патне илĕртет. “Пытарма кирлĕ мар, кашнийĕнех тăван савнă ялĕ пур”, — тет Виктор Михайлович. Килĕшетĕп авторпа. Маншăн тăван савнă ял — Чатукасси ял тăрăхне кĕрекен, Ункă шывĕ хĕрринче ларакан Çĕнĕ Выççăлккă. Эпĕ кунта çуралнă, ачалăх çулĕ-сене ирттернĕ. Шкул сукмакне такăрланă, кунтанах çара кайнă. Салтак шинельне хывсан вара шурă Шупашкар хăй ытамне илчĕ. Чылай тапхăр тĕп хуламăрти стройкăсенче вăй хутăм. Тивĕçлĕ канăва тухсан вара çуралнă яла таврăнтăм, хăтлă çурт-йĕр çĕклесе лартрăм. Унтанпа икĕ теçетке çул хыçа юлчĕ. Çуралнă ене таврăннишĕн пĕртте кулянмастăп, кунта тулли телейĕме тупрăм эпĕ. Таса сывлăшпа сывлатăп, ашĕ-пăшĕ, сĕчĕ-çăвĕ, пахча çимĕçĕ пĕтĕмпех хамăн манăн, сакайĕ, нỹхрепĕ çĕр улмипе, улма-çырлапа тулнă. Манăн кил-çуртран нихăçан та хăна-вĕрле татăлмасть. Трак тăрăхĕ çĕнелсе, ырă енне улшăнни савăнтарать мана. Красноармейски ялĕнче пулсан унти ырă енсемпе тăтăшах паллашма тăрăшатăп. Район центрĕ куç умĕнчех çĕнелсе улшăнать. Вĕсем пĕтĕмпех район администрацийĕн пуçлăхĕпе А. Кузнецовпа, унăн командинчи ĕçлĕ те пĕр шухăшлă çынсемпе çыхăннă. Ку чăннипех çапла, кунта ытарлă калани çук. Таса та яп-яка, каçхине çап-çутă урамсемпе, скверсемпе, тро-туарсемпе уçăлса çỹ-реме епле меллĕ, киле те кĕрес килмест. Районти почта çыхăну уйрăмĕн лапамĕ тата еплерех улшăнчĕ. Çаксене пурнăçличчен пуçлăхсене сивлекенсем, “ай тур-тур” тесе калаçакансем тупăнкаларĕç пулас. Чĕпĕсене кĕркунне шутлаççĕ, теççĕ. Тулта — хура кĕркунне. Район центрĕнче пурнăçланă ĕçсен пĕр пайне шăпах хаклама вăхăт пулас халĕ. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Трак тăрăхĕн пуçлăхĕн çитес тапхăр валли çĕнĕ тĕллевсем. Апла пулсан, пирĕн ăна çав тĕллевсене пурнăçлама пулăшмалла, хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тумалла.

Г. Гурьев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика