15 ноября 2019 г.
Çамрăк çынах мар эпĕ, 83 çул çинче пыратăп. Хамăн кун-çулăн пысăк пайне культура тытăмĕнче ĕçлесе ирттертĕм, киномеханикра тăрăшрăм, Пикшик ял тăрăхне кĕрекен ялсенчи халăха кино кăтартрăм. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çуллахи вăхăтра шкулсенче вĕренекенсемпе клубсемпе кану çурчĕсем çук ялсенчи халăха концерт-спектакльпе савăнтараттăмăр, киносем те кăтартнă. Халĕ те ырă çынсем сахал мар пирĕн тăрăхра. Акă, Ыхракассинчи Валентина Вячеславовна кану çуртне юсама май тупрĕ. Халĕ кунта ял халăхне пухăнса калаçма майсем çителĕклĕ. Ун пек çынсем ытларах пулсан аванччĕ. Анчах манăн урăххи çинче чарăнса тăрас килет. Пирĕн хушăра хура чунлă, суя, сĕмсĕр çынсем те пур иккен. Çулсем ватлăх енне сулăннă май, час-часах манăн Ямайкассинчи фельдшерпа акушер пунктне çỹреме тивет. Иртнĕ кунсенче те сыватмăшра укол тутартăм та лавккана кĕтĕм. Унта Г.Ф., Т.А. тата Г.А. пурччĕ. Шăпах çаксем ĕнтĕ суя сăмах саракансем. Вĕсене курсан манăн чун ыратать. Г.Ф. хăй тавра ку йышши çынсене пухма питех те ăста иккен. Г.Ф. 20 çул каялла пирĕнтен уйрăлса кайнă юратнă анне пирки суя сăмахсем сарчĕ. Хаклă çыннăм çинчен халиччен пулман сăмахсене илтме тиврĕ манăн. Çылăха та пĕлмест, Турăран та хăрамасть тейĕн. Вилнĕ çын пирки намăс сăмахсем калама епле хăять-ши? Мана çакă каярах питех те япăх витĕм кỹчĕ. Г.Ф. Çеçмер ялĕнче пурăнакан Р.И.-на та явăçтарнă. Вăл та пакăлти иккен. Шупашкар хулинче пурăнакан Т. хĕрарăмпа тĕл пулнă, эпĕ ун çинчен ырă мар сăмахсем каласа çỹретĕп имĕш. Хам Т.-на йĕркеллĕ пĕлместĕп те темелле. Икĕ çул каялла эпĕ анне çинчен лайăх мар сăмахсем каласа çỹренĕшĕн Р.И.-на асăрхаттарнăччĕ, чарăнма ыйтнăччĕ. Т. урса кайнă тейĕн, вăрçса-ятлаçса ман пата киле пычĕ, хам сисмен хушăра апат çине пурнăçран уйрăлмалли эмел ярса хăварнă. Аран-аран вилĕмрен çăлăнса юлтăм. Çавăн пек çынсем хушшинче пурăнма тивет мана. Эпĕ ку таранччен никама та усал туман, сивĕ сăмах каласа курман. Мĕншĕн çапла пулса пырать ку пурнăçра? Чун тăвăлса çитнипе çыратăп район хаçатне. Пикшик тăрăхĕнче усал шухăшлă çынсем пуррине ыттисем те пĕлччĕр терĕм. Тивĕçлĕ органсем пĕлеççĕ ку йышши хĕрарăмсем пирки. Анчах пурте курмăш пулаççĕ пулас. Хăçанччен пырĕ-ши çакăн йышши спектакль?
Г. Степанов.