15 ноября 2019 г.
Гальăн паян канмалли кун. Икĕ кун ĕçлет те пĕр кун канать вăл. Ялтан, Хусакассинчен, тусĕ Ваççа кĕсье телефонĕ çине шăнкăравларĕ, ара вунă çул çырăнмасăр туслă пурăнаççĕ! — Галя, эпĕ пỹрт тавра стяжка тăватăп, килсе пулăшсан аван, — терĕ. — Юрать, пĕр кун пырăп вара. Тепĕр кунне, кĕçнерни кун, пĕрремĕш автобуспа “Кетра” чарăну вырăнне çитрĕ. Хусакассине каякан çулпа утать васкаса. Ваççан кĕмĕл тĕслĕ “Хундай” машини вĕр çĕнĕ. “Тухса илетĕп”, — терĕ. Утать, утать. Вутлан патнех çитрĕ, иртсе те кайрĕ. Ваççан машини курăнмасть. Хусакассине çитиччен пĕр виççĕр метр юлсан çеç Ваççан машинĕ курăнчĕ. Пỹрте кĕчĕç, çуса тасатнă, типме çакнă арçын кĕпи куç умне ỹкрĕ. Ваççан кĕпе çумалли машини çук. Алăпа та çуман вĕсене… Кам çуса панă. Ăçта çунă? Галя Ваççа çине пăхать — лешĕ куçне тартать. Чунне сивĕ çапрĕ Гальăнне. Чей ĕçнĕ хыççăн ĕçлеме тухрĕç. Мунча умне пуçтарса хунă улмасем çĕре пуçланă, вĕсене суйласа сурăхсене пачĕç, пахчари георгин улмисене илсе кĕрсе путвала хучĕç. Ваççа райцентра кайса цемент туянчĕ. Каç пуличеннех вĕтĕ кирпĕч йăтрĕç, раствор çăрса ăна пỹрт тавра ячĕç иккĕшĕ. Пилĕк сехет иртрĕ, каç пулчĕ, пулă ăшаларĕ Галя, çĕр улми нимĕрĕ турĕ. Ăшшăн калаçса апат çирĕç. Пурте аван, йĕр-келлĕ, юратнă çынни çум-ра, пỹртре таса, çутă, ăшă… Унччен те пулмарĕ Ваççан кĕсье телефонĕ кăшкăрса ячĕ. Калаçма пỹрт умне тухрĕ. — Чей ĕçмерĕн-ха эсĕ, чей ĕçер-и? — Ĕçер, ара. Ваççан аллисем чĕтреççĕ. Çакна асăрхарĕ Галя. — Мĕн пулчĕ, ара? — Нимех те. — Ара сăнран улшăнтăн. — Çук-çке. Тепĕр çур сехетрен кĕсье телефонĕ каллех кăшкăрма пуçларĕ. Ваççа телефона тытмасть. — Сỹнтер телефонна. — Сỹнтерсен кунта яла килет. — Кам вара вăл Ваççа сан. — Валентина. — Мĕнле Валентина?! — Эсĕ хулара, манăн ялта пĕччен çывăрмалла-и? — Эпĕ те хулара пĕчченех çывăратăп вĕт! — Эпĕ сана пĕлмес-тĕп! — Валя мана валли кашни килмессерен сысна ашĕ илсе килет, пăх-ха холодильнике, мĕн чухлĕ аш. Эпĕ халех ун патне Красноармейкине вĕçтеретĕп. Каçсерен пĕрер черкке эрех ярса парать. — Каймастăн! — Каятăп! — Ççу-у-к! Ваççа Гальăна çỹçĕнчен ярса илчĕ. Пĕррех печĕ урайне. Ваççа райцентра Валентина патне тухса кайрĕ.
Г. Иванова