15 ноября 2019 г.

Йышăннă планпа килĕшỹллĕн, чỹк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Пикшик вăтам шкулĕнче районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Вĕрентекенсем "Тăван чĕлхе вĕрентнĕ май халăх культури патне пыни" тема тавра калаçрĕç. Малтанах ларăва пухăннисем 8-мĕш класра "Предложенисене членсем тăрăх тишкересси" темăпа уçă урок пăхрĕç. Урока çак шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен, аслă категорипе ĕçлесе пыракан Л. А. Тихонова ирттерчĕ. Вăл, творчествăлла ĕçлекен, паянхи пурнăç ыйтакан çĕнĕлле технологисене тытса пыма тăрăшаканскер, урока методика тĕлĕшĕнчен питĕ ăста та хăйне евĕрлĕ йĕркелесе пычĕ. Ачасене Федерацин патшалăх вĕрентỹ стандарчĕ ыйтнă пек ĕçлеттерни пурин кăмăлне те кайрĕ. "Паянхи шкулта халăх культурине аталантарасси тĕп вырăнта пулмалла тесе калани тĕпчевçĕсем хушшинче час-часах тĕл пулать. Тĕп тĕллев вара — ачасене хамăр чĕлхене юратма, хаклама вĕрентесси. Людмила Анатольевнăран эпир яланах çĕннине, усăллине илсе каятпăр," — тесе палăртрĕç учитель ĕçне хакласа ĕçтешĕсем. Ларура педагогсем ытти ыйтусем тавра та калаçрĕç. Карай шкулĕн вĕрентекенĕ А.Ю. Никандрова "Тăван чĕлхе вĕрентнĕ май халăх культурине аталантарас ĕçе епле йĕркелеме май пур тĕлĕшĕнчен уçă урока тишкерни" темăпа сăмах илчĕ. Учитель урока туллин тишкернисĕр пуçне паянхи кун ыйтакан вĕрентỹри çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Мăн Шетмĕ тата Чатукасси шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем С.М. Назаровăпа Р.И. Яковлева "Патшалăх пĕрлĕх экзаменĕн тытăмĕнчи улшăнусем" темăпа тухса калаçса экзамена çĕнĕлле тытмалли йĕркепе паллаштарчĕç. Нумаях пулмасть ра-йон шайĕнче Леонид Антонов пултарулăхне халалланă "Шăнкăрав сассиллĕ уçăмлă чĕлхе!" илемлĕ вулакансен конкурсĕ иртрĕ. З.П. Михайлова, Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, ЧНКн Красноармейски районĕн уйрăмĕн ертỹçи, пултаруллă ачасене конкурса хутшăнма пулăшнăшăн вĕрентекенсене тав турĕ, çĕнтернĕ тата хутшăннă ачасене Хисеп хучĕсем пачĕ. Ларăва пĕтĕмлетсе методика пĕрлешĕвĕн ĕçне ертсе пыракан Л.А. Тихонова сăмах илчĕ. "Районти шкулсенче вĕренекенсем хушшинче тĕрлĕрен конкурссем йĕркелесе ирттерни ЧНК уйрăмĕн пархатарлă ĕçĕ. Правлени членĕсене пысăк тав сăмахĕ калас килет", — вĕçлерĕ сăмаха пултаруллă вĕрентекен. и. Козлова.