АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Платниксен ĕçĕ-хĕлĕ

01 ноября 2019 г.

Вăрçă хыççăн пирĕн тăрăхри ялсенче те çынсем майĕпен йывăç çурт лартма тытăннă. Пурине ытларах хурăн, ăвăс йывăççисенчен пураланă. Каярах, пурнăç лайăхланса пынă май, çуртсене кирпĕчрен лартма тытăннă. Пỹрт-çурт ĕçлесси йывăр та кăткăс япала, ăна пĕччен тума çук. Çавăнпа çынсен платниксене тытмалла пулнă. Платникре ял çыннисем е кỹршĕ ялсенчен килнисем тăрăшнă. Кашни ялтах алă ăстисем пулнă. Вĕсем хăйсен пултарулăхне çамрăксене те кăтартса вĕрентсе пынă. Вĕрентнине кура çамрăккисем те платнике çỹреме тытăннă. Кирек хăш ĕçри пекех платниксен хăйсен ĕç хатĕрĕсем пулнă: пуртă, тĕрлĕрен пăчкăпа сава, мăлатук, çыра тата ытти те. Çак хатĕрсем ял арçыннисен кашнин тенĕ пек пулнă. Паянхи пекех ас тăватăп, пĕррехинче мăшăрăмпа тăван атте-анне килне кайнăччĕ. Атте эпир пынă чух çак япаласемпе ĕçлетчĕ. Мăшăрăм аттерен ытараймасăр йывăç мăлатука тимĕр шаккама питех те аван тесе ыйтса илчĕ. Нумайччен усă курчĕ çак атте парнипе. Каярах ытти вак япаласене те, хăй аллипе ăсталанисене, мăшăрăма пачĕ. Платник ĕçĕ, паллах, йывăр ĕçсенчен пĕри. Ахальтен мар халăхра ỹркенмен платник пулнă текен каларăш пур. Ĕлĕкрех вăл тата та йывăртарах пулнă. Вĕсем çынсем патĕнче ирхине тул çутăлсан ĕçе пикеннĕ те каçпа хĕвел аничченех тăрăшнă. Çак ăстасене çуллахи шăрăхпа хĕллехи сивĕ те хăратайман. Платниксен ĕлĕкрех мĕн пур ĕçе алă вĕççĕн тума тивнĕ. Çурта хăпартиччен малтан пурине пураламалла. Пура мĕнлерех пулнинчен пỹрт пỹлĕмĕсен шучĕ, вĕсен пысăкăшĕпе илемĕ килнĕ. Пура тăватă, пилĕк стеналлă тата урăхла та пулма пултарнă. Пура пуралама йышпа тытăннă. Тĕп никĕсне юманран тума тăрăшнă. Пураланă вăхăтра ытларах пуртăпа, çырапа, пăчкăпа ĕçленĕ. Пĕренесене платниксен алă вĕççĕн йăтма тивнĕ. Ача чух çак ĕçсене тунине тем чухлех курнă. Атте чылай çынна ытти платниксемпе пĕрле пỹртсемпе хуралтăсем хăпартса панă. Пура типсе çитсен çурта хăпартма хуçан татах платниксем тытмалла — урăххисене е çавсенех хăвармалла. Малалла платниксене тата ытларах ĕç хатĕрĕсем кирлĕ пулнă. Пỹртсене çынсем малтан пĕр хутлă лартнă пулсан, 80-мĕш çулсенче мансардăллă тума пуçланă. Паллах, çурт ĕçлесси нумай вăхăт илнĕ тата платниксем пура пураласа çурт хăпартас ĕçĕ кăна пулман, вĕсем мунча, хапха, тĕрлĕрен хуралтă лартнă. Платниксенчен нумайăшĕ вăл вăхăтра колхозра строительсен бригадинче тăрăшнă. Вĕсем çурт-йĕре, хуçалăх хуралтисене, фермăсене, кĕперсене юсанă, çĕнĕрен лартнă. Кашни тăрăхрах пулнă ăста платниксем. Хальхи вăхăтра строительсем çĕнĕ ĕç хатĕрĕсемпе, çăмăл та меллĕ электроинструментсемпе усă кураççĕ. Паян çурт хăпартасси урăхларах. Укçу пултăр кăна: янтă пурасене илсе килсе вырнаçтарса параççĕ. Кирпĕчрен хăпартнă чухне те нумай çын кирлĕ мар. Строитель профессине илнĕ ал ăстисем тем хушăра çурта çĕклеççĕ. Ялсенче капмар çуртсем хăпартнине курсан чун хĕпĕртет. Нумаях пулмасть урам урлă Семеновсен çемйи (Ольгăпа Валентин) çурт хăпартрĕç. 50-мĕш çулсем хыççăн хăпартнă йывăç çурта тем самантра сỹтсе кирпĕчрен çĕклерĕç. Кунта аякран килнĕ ăстасем тата ялти хастарсем ĕçлерĕç. Пỹрт-çурта тултан та, шалтан та илемлетме пултараççĕ вĕсем. Ял çамрăкĕсем те аякра тăмарĕç, вак ĕçсене пурнăçларĕç. Кил хуçисем те кăмăллă юлчĕç. Çак хастар ăстасем пирки халăхра ахальтен мар ылтăн алăллă теççĕ. Вĕсене кил хуçи хĕрарăмĕ, Ольга, çывăх тăванĕсемпе пĕрле хатĕрленĕ техĕмлĕ апатпа хăналать тата унăн кăпăклă та çăра сăрине пурте юратса астивеççĕ. — Ĕçлекенсене чăваш сăрипе хăналама тăрăшатăп. Аннерен вĕренсе юлнă ку ăсталăха. Мĕнле санăн сăру, çавăн пек тутлă пулать тесе ыйтаççĕ манран тепĕр чухне. Ара, вăрттăнлăхĕ те ансат, ĕçе чунпа пурнăçламалла. Сăрана та пур апата та юратса хатĕрлемелле, — тет савăнса кил хуçи хĕрарăмĕ. Ĕçлекен çынсене пăхасси те çăмăлах мар — ирхи, кăнтăрлахи, кахал апачĕ, каçхинехи — пурне те вăхăтра ĕлкĕрмелле. Строительсем ĕçе тытăниччен чылай малтан вăранать кил хуçи хĕрарăмĕ, кунĕпех ура çинче. Мĕнех, хастар ăстасен вăй-халĕ те çакăнтан нумай килет.

М. Романова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика