АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тусай ялĕн мухтавлă ывăлĕ

01 ноября 2019 г.

Тусай ялĕн мухтавлă ывăлĕ

 Красноармейски районĕнчи Тусай ялĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историне нумай паллă страница çырса хăварнă. Вĕсем хастарлăхпа, паттăрлăхпа, Тăван çĕршыва юратнипе çыхăннă. Çитес çул эпир хамăрăн чаплă та мухтавлă, анчах пысăк çухатупа, йывăр асаппа туптаннă Çĕнтерỹ кунне 75-мĕш хут уявлатпăр. Хаяр вăрçăра тăшмана хирĕç пирĕн ентешсем те харсăррăн çапăçрĕç. Нихăçан та манмăпăр юнлă çĕр çине выртса юлнă паттăрсене, яланах асăмра тытăпăр пысăк Çĕнтерỹпе таврăннă салтаксене. Тусай ял халăхĕ ăратлă, хăватлă. Мĕн ĕмĕртен пуян ăс-халлă, пултаруллă, ĕçчен те хастар çынсем çитĕнтерсе панă вăл тăван халăха! Çавăн пек хисепе тивĕçлĕ çынсенчен пĕри вăл Трофим Лукич Лукин — вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ учитель-фронтовик. Колхозсем чăмăртаннă вăхăтра Трофим Лукич хресченсен пурнăçне май пур таран лайăхлатма тăрăшнă. Тусай ялĕнче вăл пуçарнипе Чутай енче улăхри хăйăрлăхра "Çамрăк комсомолец" юлташлăх йĕркеленĕ. Унта çунса кайман стройматериалсем, черепица хатĕрленĕ. Ку вăл пĕрлешỹллĕ хуçалăха аталантарас енĕпе хресченсем малалла тепĕр утăм туниех пулнă. …1941-мĕш çул. Халиччен тĕнче курман хаяр вăрçă пуçланни манăн асăмра ĕмĕрлĕх чĕррĕн çырăнса юлчĕ. Малтанхи вăхăтра кашни кун Тусайран пилĕкшер, ултшар çын вăрçа тухса каятчĕ. Вĕсене ăсатма ял-йыш, ача-пăча тухаттăмăр. Хурлăхлă салтак юрри чуна ыраттаратчĕ. Паянхи кун та çак салтак юррисем тискер вăрçă вахăчĕсене аса илтереççĕ. Ялта вăрçă хăрушлăхĕ кĕмен кил юлмарĕ. Кашни чỹречерен шаккарĕ вăл хĕп-хĕрлĕ юнлă тискер аллипе. Хăш-пĕр килсенчен икшерĕн-виçшерĕн каялла таврăнаймарĕç. Вăрçă пуçланнă кунах кутамкка çакса арçынсем фронта тухса кайрĕç. Пире шкулта вĕрентнĕ юратнă учительсем — Григорий Никитич Никитин, Петр Иванович Иванов, Тимофеев Николай Тимофеевич шинель тăхăнса салтак пулса тăчĕç. Вĕсен вăрçă хирĕнчен каялла киле килме çулĕсем хупланчĕç. Тусай ялĕнчен çĕршыва хỹтĕлеме арçынсемпе пĕрле хĕрарăмсем те тухса кайнă, тăваттăн пулнă вĕсем. Фаина Игнатьевна Никитина учительница вăрçă пуçлансанах хăйне фронта яма ыйтнă. Вăрçăра аслă лейтенанта çитнĕ, артиллери батарейин командирĕ пулнă. Ольга Петрова, Ирина Прокопьева тата Евгения Спиридонова вăрçа кайнă чухне 19 çулхи хĕрсем пулнă. Эпир туслă пурăнакан кỹрше Трофим Лукича вăрçа ăсатнине те питĕ лайăх астăватăп. 1942 çулта ун патне çар комиссариатне çитме йыхрав янă. Ялта салтак юрри янăрать. Учитель хăйĕн мăшăрĕпе, Хĕветлепе, аслă хĕрĕпе Марьяпа, унтан нумай кĕçĕн сакăр çулхи Уçтенпе тата анчах ура çине танă пĕр çулхи Юркăпа чуна ыраттарса уйрăлаççĕ. Тăна кĕнĕ вунпилĕк çулхи Марья татăлса йĕрет, "Атте, ан кай хаяр вăрçа! Атте, ан кай пире пăрахса!.." Трофим Лукич ун чухне 43 çулта пулнă. Вăл ачисемпе арăмне хăй çумне хыттăн чăмăртарĕ, арçын куçĕнчен куççуль чăмăртанса тухрĕ... Манăн атте, Александр Алексанрович Александров, патша çарĕн аслă унтер-офицерĕ, пĕрремĕш тĕнче вăрçи, икĕ революци, Граждан вăрçи вут-тăвăлĕ витĕр тухнă салтак, ял-йыш умĕнче хĕрỹллĕ сăмах тухса каларĕ. Ăна ватă тесе фронта илмерĕç. Атте вăрçă вăхăтĕнче "Чутай" колхоз председателĕ пулса ĕçлерĕ. Вăл Трофим Лукичăн аллине хыттăн чăмăртарĕ, каялла Çĕнтерỹпе таврăнма пиллерĕ. Салтака вăрçа ăсатма уй хапхинчен пĕтĕм ял халăхĕ тухрĕ. Трофим Лукич юлашки хут ачисемпе, мăшăрĕпе, тăванĕсемпе, ял-йышпа хурланса сывпуллашрĕ, алă сулса хăварчĕ. Пурте макăраççĕ. Ачисем тата… Вĕсем мĕнле кулянса татăлса йĕнине калама сăмах та çитмест. Ялта тăрса юлнисен фронтри хыпарсене пĕлес килет, кашни кун почта килессе кĕтеттĕмĕр. Вăрçа тухса кайнисенчен виç кĕтеслĕ çырусем, вилни е хыпарсăр çухални çинчен пĕлтерекен хутсем те сахал мар килнĕ. Трофим Лукичăн пỹртне хирĕç урамра çỹллĕ юпа тăррине репродуктор лартнă. Кашни кунах Левитанăн хăватлă сассине, вăрçăри лару-тăру çинчен каланине сывламасăр итлеттĕмĕр. Лукинсен çемйинчи ачисем вара репродуктор патне пуринчен малтан чупса тухатчĕç, пĕчĕк Юрка та тем ăнланнă пек шăп-шăпăрттăн тăратчĕ. Юратнă ашшĕ вăрçăра вĕт-ха… Фронтран вара кашни кун хăрушăран та хăрушă хыпарсем килеççĕ. Малтанхи çулсенче совет салтакĕсем пысăк çухатусемпе каялла чакнăçемĕн чакса пыратчĕç. Трофим Лукич тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçнă, вăрçă тертне сахал мар курнă. Вăл чи хаяр çапăçусенче 571-мĕш стрелковăй дивизин 318-мĕш стрелковăй полкĕнче стрелок пулнă. Полтава хули çывăхĕнчи Алексеевка ялĕшĕн пынă çапăçура ураран аманнă. Контузи те пулнă унăн. Трофим Лукина "За боевые заслуги" медальпе наградăланă, 3-мĕш ушкăн инваличĕ тесе йышăннă. Вăрçă çухатусăр пулмасть. Тусай ялĕнчен вăрçа 193-ĕн тухса кайнă, вĕсенчен 86-шĕ тăван киле таврăнайман. Эпĕ вăрçă çулĕсенче ỹснĕ Тусай хĕрачи. Тăван ял халăхĕпе пĕрле пурăннă, пĕрле ĕçленĕ, пĕрле хурланнă, пĕрле савăннă, хуйхи-суйхине пĕрле тỹснĕ. "Пĕри — пуриншĕн, пурте — пĕриншĕн" девизпа туслăн пурăннă эпир. Пире, вĕт-шакăрсене, аслисем ĕçлеме те, пурăнма та вĕрентнĕ. Мĕн пур ыррине эпир вĕсенчен илнĕ. Ял хуçалăхĕнчи пĕтĕм ĕç хĕрарăмсемпе ватă-вĕтĕ çине тиеннĕ. Чăваш хĕрарăмĕн пурнăçĕ çăмăл пулман вăл вăхăтра. Çулла та, хĕлле те хĕвел тухиччен тăрса тĕттĕм пуличченех пĕр канăçсăр ĕçленĕ вĕсем. Манăн аннепе Трофим Лукич мăшарĕ пĕр вăхăтра питĕ хытă чирлесе ỹкрĕç. Хĕветле йывăр чиртен хăтăлаймарĕ, çĕре кĕчĕ, виçĕ ачине тăлăха хăварчĕ. Ачалăх саманчĕпе киленсе, выляса-кулса пурăнма майĕ те пулман амăшĕсĕр тăлăха юлнă ачасен. Виçĕ ачапа тăрса юлнă арçынна ялта питĕ хĕрхенетчĕç. Епле пулсан та пурнăç кустăрми малаллах чупать. Яштак, йăрăс кĕлеткеллĕ арçынччĕ вăл. Ырă чĕреллĕ вăйлă çын. Питĕ шỹтлеме юрататчĕ. 1947 çулта Трофим Лукич тепре авланчĕ. Унăн мăшăрĕ, Ульяна Игнатьевна, Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче çуралса ỹснĕскер, тĕлĕнсе каймалла ырă кăмăллă, лăпкă та йăваш, сăпайлă, чăн-чăн чăваш хĕрарамĕ. Ялта ăна юратса пурте "инке", каярахпа "килему" тесе чĕнетчĕç. Çемьере тепĕр пилĕк ача çуралчĕ, Люмила (1948), Галина (1951), Светлана (1954), Владимир (1957), Роза (1961). Вăрçă суранĕсемпе хавшанă ватă салтака икĕ хутчен шалкăм çапнă. Вырăн çинче выртнă чух та вăл сăпкари пĕчĕк пепкине урине кантраран çаклатса сиктернĕ. Ачисене ỹстерсе, ăс парса хăварайманнишĕн хытă пăшăрханнă вăл. Юнлă вăрçă хăрушлăхне аса илтерсе тăракан суранĕ мĕн çĕре кĕричченех асаплантарчĕ салтака. Çав сурансене пулах вăл 63 çулта çут тĕнчерен ĕмĕрлĕх уйрăлса кайрĕ. Ачисенчен чи кĕçĕнни Роза хĕрĕ çичĕ уйăхра кăна пулнă. Роза чечекĕ кашни сивĕрех çил вĕрсен те шанать, типет, хăрать. Роза Трофимовна вара çирĕп, чун-чĕрепе хăватлă, тỹсĕмлĕ чăваш хĕрарăмĕ. Пурнăç йывăрлăхĕ, хуйхă-суйхă, инкек-синкек унăн вăйне хавшатаймарĕ. Вăл — Чăваш Республикинчи массăллă информаци хатĕрĕсен професси ăстийĕ. Унăн нумай енлĕ пултарулăхĕ журналистикăра анлăн туптаннă. Халĕ Чăваш Ен наци радиовĕнче аслă редакторта вăй хурать. Ĕçне кура хисепĕ теççĕ халăхра. Роза Деменцова — Çемен Элкер тата Нестер Янкас ячĕллĕ премисен лауреачĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн хушăвĕпе "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Трофим Лукин пĕтĕм пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçе халалланă. Учительсем питĕ хисеплĕ çынсем пулнă. Трофим Лукич маншăн уйрăмах ырă тĕслĕхчĕ. Эпĕ ỹссен учитель пулма шухăшлаттăм. Вăрçă хыççăн та нумай шкулта учительте ĕçлерĕ, нумай-нумай ачана пурнăç çулĕ çине тăратрĕ. Çамрăксене патроитизм воспитанине парассишĕн ырми-канми тăрăшрĕ. Республикăри обществăлла пурнăçа та хастар хутшăннă. Кăçал юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Тусай ялĕнче хăюллă салтакăн, хастар вĕрентекенĕн Трофим Лукич Лукинăн Асăну хăмине уçрĕç. Çак ятпа фронтовик пурăннă çурт умĕнче митинг иртрĕ. Унта Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов тата Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Надежда Димитриева, ачисем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем, тăванĕсем, тыл ĕçченĕсем, ял-йыш пуçтарăнчĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, аманнă, "За боевые заслуги" медале тивĕçнĕ Трофим Лукич Лукин ятне "Астăвăм" кĕнекене кĕртнĕ. Малалла унăн çутă сăнарĕ ял-йышăн куç умĕнче пулĕ. Учитель-фронтовикăн пурнăçĕ — çамрăксемшĕн Тăван çĕршыва юратма, хисеплеме вĕрентекен ырă тĕслĕх. Унăн ячĕ тусайсемшĕн те, Тăван çĕршывшăн та мăнаçлă. О. Архипова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика