АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ятарлă паллăпа чысламаллах

01 ноября 2019 г.

 Иртнĕ çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнчи номерте эпĕ районти "Ял пурнăçĕ" хаçатра "Ятарлă паллă кирлех" статья пичетлесе кăлартăм. Материал кун çути курнă хыççăн киле шăнкăравлакансем те, район центрне килсен, тĕп усадьбăна — Пикшике кайсан алă тытса сăмахлакансем те чылайăн пулчĕç. Нумайăшĕ манăн сĕнỹпе килĕшеççĕ. Манăн материалти тĕп шухăш _ хура-шур курнă, нумай çул пурăнакан ватăсене ятарлă паллăпа чысласси. Эпĕ 85, 90, 95, 100 çул тултарнă мучипе кинемейсене çавăн пек паллăпа чыслама сĕнетĕп. Вĕсем ватлăх çулĕсенче çав наградăна тулли кăмăлпа çакса çỹретчĕр. Ваттисĕр латти çук теççĕ. Чăнахах пулĕ. 1995 çултан тытăнса "Ĕç ветеранĕ" ята (удостоверенине) панă чухне асăннă медальпе чыслама пăрахрĕç. Халĕ вара ял тăрăхĕсенче пурăнакан сумлă ватăсене "çавра" датăпа чысланă тапхăрта Раççей Президенчĕн В. Путинăн Тав çырăвне параççĕ. Унпа пĕрле эпĕ сĕнекен паллăна (унта ятне, хушаматне, ашшĕ ятне, хăш ялтан пулнине тата çулне кăтартнă) кăкăрĕ çине çакса ярсан, юбилей сĕмĕ те, пĕлтерĕшĕ те татах ỹсмелле. Ветеран çĕре кĕрсен те, ман шутпа, çак паллă çемьери пысăк та сумлă япала вырăнĕнче пулмалла. Эпĕ ку ыйтупа район ертỹлĕхĕ патĕнче темиçе хут та пулнă. Асăннă ыйтăва район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем те тишкерсе лайăх енчен палăртнă терĕç. Анчах лавĕ çав-çавах вырăнтан тапранмасть-ха. Мĕншĕн? Пĕлместĕп. Хăш-пĕр ертỹçĕсем мана, 90 çул урлă каçнă шур сухала, ăнланманни кăмăла хуçать. Эпир пурте ватăлатпăр-çке. Паянхи куна, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Трак енре 80 урлă каçнисем 773, 90 çул урлă каçнисем 115 çын пурăнаççĕ. Асăннă паллăна кăкăр çине çакнă ватăна курсан кашниех ăна сывлăх суннă, обществăлла транспортра курнăçсан вырăн панă пулĕччĕ. Эпĕ асăннă паллăн эскизне туса хатĕрленĕ. Пуçару ушкăнĕ туса ĕçе хальтерех тытăнсан тем пек аванччĕ. Çитес çул эпир сирĕнпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине паллă тăватпăр. Уявсенче кăкăр çинче ытти наградăсемпе пĕрлех çак паллă та хăйĕн вырăнне тупасса ĕненетĕп тата шанатăп эпĕ. Ватăсене çак паллă çĕнĕ хавхалану панă пулĕччĕ, вĕсем унпа мăнаçланма та пултарĕччĕç. "Тылсăр Çĕнтерỹ çук", — тенĕ Г. Жуков маршал. Питех те тĕрĕс сăмахсем. Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинчи Çĕнтерỹшĕн паян пурăнакан мучисемпе кинемисем те тылра сахал мар тар тăкнă. Халĕ вĕсенчен кашниех 80 урлă каçнă, эпир çак ушкăнри ватăсене "вăрçă ачисем" ятпа аван пĕлетпĕр. Хисепе тивĕçех шур сухалсем. Вĕсене пирĕн хаклама пĕлмеллех. Тĕп усадьбăран аякра, пĕчĕк, 15-20 киллĕ ялта еплерех пурăнать паян мучипе кинеми? Пỹрне çинче шутламалăх çеç вĕсем. Нумайăшĕ ял старостине те, ял тăрăхĕн тата район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне те палламасть, пĕлмест. Вырăнти артистсен юрри-ташшине хăçан курнине те астумаççĕ унти аслă ăру çыннисем. Çĕнĕ хыпар-хăнаршăн вĕсем. Нумай чухне районти "Ял пурнăçĕ" хаçат та вăхăтра çитмест кунта. Уйăхра пĕрре иртекен пĕрлĕхлĕ информаци кунĕн тĕл пулăвне те тĕп усадьбăра кăна йĕркелеççĕ. "Аçупа аннỹне хисепле, ĕмĕрỹ вăрăм пулĕ сан", тенĕ ваттисем. Çак сăмахсене ялан шута илесчĕ. В. Димитриев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика