29 октября 2019 г.
Мăн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Тури Типçырма ялĕнчи В.А. Алексеева 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа Варвара Алексеевнăна район администрацийĕн тата Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем А. Кузнецовпа П. Николаева саламланă, çирĕп сывлăх, канĕ ватлăх суннă. Александр Николаевич хисеплĕ ватăна чĕрĕ чечексем тыттарнă, Раççей Президенчĕн В. Путинăн Тав çырăвне панă, Полина Ивановна хаклă парне тыттарнă. В. Алексеева кун-çулне тăван тăрăхпа çыхăнтарнă, тивĕçлĕ канăва тухиччен “Мичуринец” хуçалăхăн столовăйĕнче вăй хунă.
* * *
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов Чатукасси ял тăрăхне кĕрекен Çавал çырмари К.М. Григорьевăна 90 çулхи юбилейĕпе саламланă. Раççей Президенчĕн В. Путинăн Тав çырăвне панă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Михайлов хисеплĕ ватăна парнепе чысланă. Клавдия Михайловна кун-çулне “Герой” хуçалăхпа çыхăнтарнă.
* * *
Красноармейски ял тăрăхне кĕрекен Янкасри В. Д. Петрова та 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Хисеплĕ ватăна, ĕç ветеранне район администрацийĕн тата Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем А. Кузнецовпа П. Моисеев тав сăмахĕсем çитернĕ, ăшшăн тав тунă, çирĕп сывлăх суннă. А. Кузнецов юбиляра Раççей Президенчĕн В. Путинăн саламлă çырăвне, Павел Сергеевич вара парне панă. В. Дмитриева кун-çулĕн пысăк пайне “Звезда” колхозра тĕрлĕ ĕçсенче вăй хурса ирттернĕ. — Хура-шурне чылай курма тиврĕ, канлĕ ватлăхшăн тавах ертỹçĕсене, — тет кинеми.