АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ытарайми анне сăнарĕ

29 октября 2019 г.

 (Малалли. Пуçламăшĕ 78-мĕш № ).

Хĕр тупри

Качча кайма çул çитсе пыракан хĕр- упраç мĕн ĕлĕкрен хĕр тупри тата пулас упăшкипе унăн çывăх тăванĕсем валли парнесем хатĕрленĕ. Пĕччен ĕçлесе ларма кичем пуласран хĕрарăмсемпе хĕрсем ларма çỹренĕ. Пăрчăкан та хăйă çутипе сурпансемпе масмаксене çеç мар, кĕпе умне, çухавине, аркине, çанă вĕçĕсене хитре тĕрĕсемпе илемлетнĕ. Эрешлĕ чỹрече каррисемпе ал шăллисен вĕçĕсене чĕнтĕрпе хитрелетнĕ. Хĕвекле хăйĕн арчинчен тĕлĕнмелле япаласем турта-турта кăларнă, тĕрлĕ шăрçаран, вак укçаран ĕлĕкхи йăла-йĕркепе хатĕрленĕ кĕмĕл тенкĕллĕ хушпу-тухья, ум çаккипе тевет, масмаксемпе сурпансем. Çапла майпа чăваш хĕрĕсем хăйсен ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе авалхи тĕрĕсен илемне, ал ĕç ăсталăхне ỹстерсе пынă. Çамрăккисем вĕсенчен вĕренсе пынă. Анне хĕр туприне çăка çỹпçинче питĕ тирпейлĕн упратчĕ. Каярахпа атте ти-мĕрпе эрешлесе йăлтăр-ялтăр çуталса тăракан илемлĕ арча туса пачĕ. Унта вара пĕтĕм тупрана куçарчĕç. Шел пулин те, вăрă-хурахсем апай уй-хирте ĕçленĕ чух, пурлăха вăрласа кайнă. Вăл вăхăтра çакăн пек пуянлăха усрама питĕ хăрушă пулнă. Малтанах анне кулянатчĕ, каярахпа хăйне лăплантарса çакăн пек калатчĕ: "Кĕмĕл тупра пуç кастарать. Ырă мар шухăшлă çынсем кашни килте мĕнле тупра упраннине пĕлсе тăраççĕ. Турра шĕкĕр, вăрласа кайнă — пурнăç çăлăнса юлнă".

Пурнăç тути-маси салтак арăмĕн шăпи

Хĕвекле ялти ытти хĕрарăмсем пекех хут вĕренмен, сас палли палламан. Хỹхĕм хĕр-упраç тăрăшуллă пулнипе, сăпайлă та тимлĕ, ачашлăхĕпе тата ырă кăмăлĕпе уйрăлса тăнă. Хĕр ĕмĕрĕ чечек пек, шел, паллах, кĕске çав. Сар ка-йăкăн савнасси шутсăрах та нумай мар, тенĕ халăхра. Çамрăклăх та çавнашкалах, вăрăмах мар, хăвăрт иртет. 1906 çулта Пăрчăкан Тусай йĕкĕтне (ман аттене) качча тухать. 1909 çулта мăшăрне патша службине хĕсмете илсе каяççĕ. Вăл вăхăтра салтака çирĕм пилĕк çуллăха янă. Патша çарне кашни çемьерен те илмен, кашни çынна та яман. Çемьере кирек миçе çын пултăр пĕрне çеç илнĕ. Аттене илсе кайнă, шăллĕне Лукана илмен. Кайран — пĕрремĕш тĕнче вăрçи, революци юхăмĕ, Граждан вăрçи… Аттене киле вăхăтлăха кăна курма янă. Çапла вара саманасем ахăрнă вăхăтра Хĕвеклен иккĕмĕш Николай патша çарĕн унтер-офицерăн мăшăрĕ те, революци салтакĕн тата Хĕрлĕ çар командирĕн арăмĕ те пулма тивнĕ. Нумай чăваш хĕрарăмĕн пурнăçĕ аннен шăпи пекех çăмăл пулман вăл вăхăтра. Вăй-халĕ вĕри çăл куç пек иксĕлми тапса тăнă Хĕвеклере. Салтак арăмĕн пурнăçĕ питĕ йывăр пулнă, çулла та, хĕлле те хĕвел тухиччен тăрса тĕттĕм пуличченех пĕр канăçсăр ĕçленĕ. Ар-çын ĕçĕ те, хĕрарăм ĕçĕ те тиеннĕ ун çине. Ваттисене те, ачисене те, выльăх-чĕрлĕхне те, лашисене те пăхмалла. Суха пуç тытнă, тырă-пулă акнă, пиçсе çитсен вырнă, пуçтарнă. Хуçалăхра кирлĕ пур япалана та, тăхăнмалли тумтире хăйĕнех тума тивнĕ. Ватă аслашшĕпе асламăшне те пăхмалла. Васнар ялĕнче амăшĕ пĕччен, ăна та пулăшмалла. "Сакăр çухрăмра ларакан анне ялне каç кỹлĕм вăрман витĕр утса мар, чупса çитеттĕм", — çапла каласа паратчĕ анне хăйĕн йывăр шăпи çинчен. Хăш вăхăтра çывăрнă-ши анне? Эпир ачасем каçхи ыйха путнă чух вăл кăмака умĕнче кăштăртататчĕ. Хĕвел тухичченех ĕне сăвать, выльăхсене кĕтĕве хăвалать, ватти-вĕтти валли васкаса апат пĕçерет тата ытти килти вак-тĕвек ĕçсене вĕçлесе хыпăнса кăп-кап апат хыпкаласа улăхалла васкать. Хĕвекле аттен аслашшĕпе асламăшĕн килĕнче ĕмĕрлĕх тĕпленнĕ, ватăсемпе мĕн виличчен пĕрле килĕштерсе пурăннă. "Ватта хисепле, ху та ватă пулăн", — тесе амăшĕ вĕрентнине асрах тытнă вăл. Ватă пурри киле питех те илем кỹрет. Ватăсем Пăрчăкан кинне ĕçчен те çаврăнăçуллă пулнишĕн питĕ юратнă. Анне аса илетчĕ: "Пĕчĕк пулсан та ылтăн тĕпренчĕкĕ тесе калатчĕç мана вĕсем". Аттен аслашшĕ Михаил Кузьмич Кузьмин вăйлă, тĕреклĕ пурăнакан çын пулнă. Выльăх-чĕрлĕхĕ те, çĕрĕ те, улăх-çаранĕ те сахал мар пулнă. Хуçалăхра çирĕп алă, анне алли çеç пулнă.

Пĕрремĕш ача

Паллах, кашни хĕрарăмшăн чи телейлĕ самант — ача çурални. Хĕрарăм кашни ача çуратмассерен вилсе чĕрĕлет теççĕ халăхра. Пăрчăканăн пĕрремĕш ачи Евстафий пĕрремĕш тĕнче вăрçи кĕрленĕ вăхăтра 1914 çулта çуралнă. Атте — империализм вăрçинче. Ачасене вăл вăхăтра больницăсем пулман пирки, мăчаварсем пулăшнипе, мунчара çуратнă. Пирĕн кỹршĕре ун пек хĕрарăм Матрас арăмĕ пулнă. Аслă пичче çуралсанах виçĕ-тăватă кунтанах суха пуç тытса уй-хире суха тума кайма тивнĕ аннен. Вăхăт кĕтмест, çĕре вăхăтра сухаласа, акса хăвармалла. Суха пуç йывăр. Ăна йăтса çавăрмалла, хырса тасатмалла. Ку — вăйлă арçын ĕçĕ.

Ĕç — пурнăç тытăмĕ, тĕрекĕ

Хресченĕн хĕлле те, çулла та канăç пулман. Пĕрин хыççăн тепĕр ĕç тупăнсах пынă. Пĕтĕм ĕçе ал вăйĕпе тунă. Йывăр тесе пуç усман. Çуркуннехи кунсем иртсе кайсассăнах уйри ĕçсем пуçланаççĕ: суха тумалла, сỹрелемелле, тырă акмалла. Тырăпа ăмăртмалла çум курăк сиксе тухать. Хресчен ĕçĕ йывăр пулнă пулсан та, кашни ĕç тапхăрĕ хăйне май илемлĕ, уяв пек пулнă.

(Малалли пулать.)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика