АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илемлĕ чĕлхепе çырни тыткăнлать

29 октября 2019 г.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче район хаçачĕ “Коммунизм çулĕпе” ятпа пичетленетчĕ. Эпир те, 6—7-мĕш класра вĕренекенсем, хаçата кĕске хайлавсем çырса яраттăмăр. Хаçат редакторĕ Л. Семенов çамрăк çыравçăсене хавхалантарсах тăратчĕ. Пĕррехинче ялкорсен канашлăвне чĕнни те асрах-ха. Канашлу хыççăн столовăйне илсе кайса апат-çимĕçпе сăйлани те манăçа тухмасть. Н. Ершов вăл вăхăтра чи çамрăк çыравçă пулнă. Сап-сарă çỹçлĕ, сăн-питрен илемлĕ пĕчĕк шкул ачи канашлăва пухăннисен умĕнче сăмах илсе калаçма та именсе тăмарĕ. Тутлă апат-çимĕçшĕн тав турĕ, статьясем татах çырса тăма шантарчĕ. Чăн та, унăн статйисене эпир хаçатра час-часах вуласа савăнаттăмăр, унăн пултарулăхĕ мĕн ачаранах пуян пулнă. Кăçалхи октябрĕн 11-мĕшĕнче пичетленнĕ “Хушăран сас пани те кирлĕ” корреспонденцине хумханса вуласа тухрăм. 20 куплетлă тăватшар йĕркен сăввисене тĕлĕнмелле пуян, ытарайми илемлĕ чĕлхепе çырнă. Пурнăçа юратмаллине, çемье телейĕ, ял пурнăçĕ, унăн малашлăхĕ çинчен асăнни авторăн чун ыратăвĕ пулни палăрать тата пил сăмахĕсем те чĕрене пырса тивеççĕ. Н. Ершов çырнă статьясемпе сăввисене вуланăçемĕн вулас килет. Тĕлĕнмелле юратса вуламалла йĕркесем, вĕсене çăмăл чĕлхепе “шăрçалама” пултарни, таланчĕ пурне те тыткăна илет. Н. Ершов çыравçă яланах халăх хушшинче. Район центрне пырсан эпĕ те унпа час-часах тĕл пулнă. Çывăх юлташ тесех калассăм килет ăна, мана хăй ячĕллĕ премие пани чăннипех савăнтарать, хаçата çĕнĕрен çĕнĕ статьясем çырма çунат хушать. Н. Ершов писатель кĕнекесем те чылай калăпланă. Вĕсене шкул ачисем те юратса вулаççĕ, сăввисемпе кĕвĕленĕ юррисем халăх хушшинче сарăлнă. Сывлăхĕ айванланнă пулин те, çырас туртăмĕ çав-çавах чакмасть, “Ял пурнăçĕ” хаçатпа та туслă çыхăну тытать, унăн сăввисене час-часах пичетре курма кăмăллă. Сывалса çитме Çỹлти Турă вăй-хăват патăрччĕ ЧР Писательсен Союзĕн пайташне.

А. Николаев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика