25 октября 2019 г.
Чи пултаруллă та хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçлакан ĕçченсен ятне калама ыйтсан чикĕллĕ яваплă "Таябинка Агрофирма" обществăн ертỹçи А. Попов çи-йĕнчех Валерий Петров водителĕн хушаматне чи малтан асăнчĕ. Ку ахальтен мар пулас. В. Петров хамăр районти Малти Карăк ялĕнче çуралса ỹснĕ. Мĕн пĕчĕкрен ăна водитель профессийĕ кăсăклантарнă. Шкул сакки çинче ларнă чухнех вăл "Автодело", "За рулем" журналсене алла илсе вуланă. Вăтам пĕлỹ илнĕ хыççăн Валерий нумай шутласа тăмасăрах Сĕнтĕрвăрринчи 9-мĕш номерлĕ профессипе техника училищине çул тытнă. Кунтан квалификациллĕ водитель-автослесаре вĕренсе тухнă. Малти Карăк каччи 1981-1983 çулсенче çарта пулнă, çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçланă. Салтак шинельне хывсан В. Петров районти "Сельхозтехника" пĕрлешĕвне автомобильсене юсакан слесарь пулса ĕçе вырнаçать. Кунта тăватă çул хушши тăрăшать вăл. Унтан пурнăçри улшăнусене пула 1988-2007 çулсенче Пăрачкав районĕнче вăй хурать Валерий Аркадьевич, кунти "Сиявский" хуçалăхра, "Сиявская" Агрофирмăра груз турттаракан водительте, икĕ çул хушши вырăнти шкулăн автобус водителĕнче тимлет. Анчах тăван тăрăх хăй патнех туртнă пулас çав. 2007 çулта В. Петров Трак тăрăхне таврăнать. В. Петров "Таябинка Агрофирмăна" водитель пулса ĕçе вырнаçать. Мĕн паянхи кунчченех унта тăрăшать вăл. Çак хушăра хăйне пур енчен те лайăххипе кăтартрĕ Валерий Аркадьевич. Тĕрлĕ маркăллă автомашинăсем çỹретме пултарать В. Петров. Ăна общество ертỹ-çисем яланах шанаççĕ, яваплă ĕçсене пурнăçлама хушаççĕ. Вăл час-часах Раççейĕн тĕрлĕ хулисене ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕ ( тулă, урпа, соя, сарă пăрăç (горчица), рапс), ял хуçалăх техникин тата агрегатсен запаслă пайĕсем патне командировкăна тухса каять. Иртнĕ çул 37437 тонна тĕрлĕ тиев (18717 км инçĕш) турттарнă В. Петров. Хăйне шанса панă техникăна юсавлă тытать вăл, унăн автомашини ялан çула тухма хатĕр. Коллективра пысăк авторитетпа палăрать. Ăна чыслă ĕçшĕн тĕрлĕ шайри наградăсемпе хавхалантарнă. Вăл ЧР Ял хуçалăх министерствин, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕсене, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав çырăвне типтерлĕн упрать. Нумаях пулмасть тата ырă хыпар илтрĕмĕр. Ял хуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата тỹрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн ЧР Пуçлăхĕн Указĕпе В. Петрова "ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă. Валерий Аркадьевич вара çакна тивĕçлех. С. Самсонов.