25 октября 2019 г.

"Çын çĕр çине усал тума мар, ырă ĕç тума килет", _ текен ваттисен сăмахĕ Пикшик тăрăхĕнчи Валерий Шумилов фермера уйрăммăнах пырса тивет. Ашшĕпе амăшĕ ялан асăнакан "Вăйăпа мар, ĕçпе ачам мĕн пур ырлăх-пурлăх хушăнать" каларăш Валерăн пуçне мĕн ачаран кĕрсе юлнă. В. Шумилов хамăр районти Çеçмер ялĕнче кун çути курнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çĕрпе тỹрремĕнех ĕçлес кăмăлпа вăл вăхăтри "Большевик" хуçалăх ертỹçипе В. Богдановпа килĕшсе 1 гектар çĕре арендăна илет Валерий Николаевич. Вăл хăй ĕçлеме пултарнине шута илсе çĕр лаптăкне 200 гектара яхăн çитерет. Юлашки çулсенче туса илнĕ продукцине сутса тупăш илнĕ укçа-тенкĕпе тĕш тырă упрамалли склад тăррине çĕнетме, пахча çимĕç управĕ çĕклеме, техника шутне вуннă таран çитерме вăй çитернĕ. В. Шумилов мухтанма, цифрăсемпе перкелешме юратмасть. Тырă-пулă тухăçĕ аван кăçал, хĕвеллĕ çанталăкпа усă курса кĕлете типĕ тырă кĕнĕ. Çĕр улми тухăçĕ те савăнтарать. Анчах та çитес çул "иккĕмĕш çăкăра" лартас кăмăлĕ хуçăлнă фермерăн. "Мăшкăл вĕт, унăн пĕр килограмне 5 тенкĕпе çеç вырнаçтартăмăр, укçи тăкакне саплаштарма та çитмест", — тет кăмăлсăррăн вăл. Ир пулакан купăстана ана çинченех сутса пĕтернĕ. Сивĕ кунсенче, çур енне сутма ăна управа кỹрсе килсе вырнаçтарнă. Купăстана пуçтарса кĕртнĕ тапхăрта вăхăтлăха ĕçлеме 20-е яхăн çынна ĕçе илнĕ. Ĕç кал-кал пытăр тесе кăнтăрлахи вăхăтра вĕри апат илсе тухса вырăнтах çитерессине йĕркеленĕ. Çитес çул пулас купăста вырăнне "Юрма" ООО-ран 700 тоннăна яхăн чăх-чĕп каяшĕ кỹрсе килнĕ, сапаласа кĕрхи çĕртме туса хăварнă. Юлашкинчен В. Шумилова Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен уявĕпе саламламалли, сывлăх сунмалли çеç юлать. Л. Соловьев.