25 октября 2019 г.

Кĕркунне — çулталăкăн ырă та тĕлĕнмелле вăхăчĕ. Çут çанталăк пире хăйĕн сарă-хĕрлĕ тĕсĕсене парнеленĕшĕн çеç мар, çĕнĕ пуçарусемпе шанăçсен тапхăрне сĕннипе те. Шăпах çĕнĕ творчество сезонне уçни çавăнта кĕрет те. Шкулсем пĕлỹ çĕршывĕн алăкне уçаççĕ, пирĕн культура çурчĕсемпе кану центрĕсем вара творчествăна юратакансене, юрă-ташă ăстисене хапăл тăваççĕ. Иртнĕ кĕçнерникун районти Культура çуртĕнче художество пултарулăх коллективĕсем, культурăпа кану учрежденийĕсем хăйсен çĕнĕ сезонне уçрĕç. Çак савăк мероприятине район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов хутшăннă, культура ĕçченĕсене асăннă пулăмпа саламланă, творчество ĕçĕнче ăнăçусем суннă. Çĕнĕ творчество сезонĕ уçăлнă ятпа йĕркеленĕ концерта куракансем ăшшăн йышăннă. Пĕр номер теприне ылмаштарнă. Концертра “Трак ен” халăх фольклор ансамблĕ (ертỹçи А. Никонорова), ветерансен хорĕ (ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Алексеев), “Взгляд” ташă ансамблĕ (А. Яковлева), районти Культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕ (К. Васильева), “Çăлкуç” вокал ансамблĕ (В. Петрова), “Рябинушка” ташă ансамблĕ (А. Бажбенова, иккĕшĕ те Кĕçĕн Шетмĕ), “Шăпчăк” ансамбль (Л. Иванова, Пикшик), “Телей” (В. Николаева, Чатукасси), “Карай ен” (Л. Алексеева), “Надежда” (Т. Данилова, Именкасси), “Энжей” (С. Михайлова, Еншик Чуллă), “Кăйкăр” фольклор ансамблĕ (Э. Петрова, Шывпуç), С. Семенов (Тусай), А. Марков (Чатукасси), И. Степанова (Карай), Н. Яковлев (районти культура çурчĕ), Антонинăпа Николай Никоноровсем, Надежда Федоровăпа Сергей Семенов (Тусай), Г. Власова, З. Викторова (Мăн Шетмĕ). Фойере Трак енри ал ĕç ăстисен куравне йĕркеленĕ тата “Красота своими руками” мастер-класс пулнă. Унта Л. Волкова, С. Мефодьева, А. Бажбенова, И. Степанова хутшăннă. Унтах илеме юратакансем валли пỹлĕмри чечексен “Цветущий подоконник” куравĕ ĕçленĕ. Апла пулсан пире творчество сезонĕнче чылай çĕнĕлĕх кĕтет.