25 октября 2019 г.

Кĕçĕн Шетмĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулăн никĕсĕ çинче ЧР промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Е. Матвеева асăнса шахмат вăййипе уçă турнир иртнĕ. Наградăсемшĕн Трак енри шкулсен, арçынсемпе хĕрарăмсен командисем кĕрешнĕ. Вăйăсем çивĕч тупăшура иртнĕ. Шкулсем хушшинче Красноармейски вăтам шкулĕн шахматисчĕсем çĕнтернĕ. Командăра Е. Сидоров, С. Петров, В. Иванов тата В. Федотова пулнă. Трак вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем (И. Смирнов, С. Прокопьев, Р. Алексеев, Ю. Козлова) кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Пăхăр медаль — Кĕçĕншетмĕсенче (В. Александров, И. Козлов, Е. Афанасьева, А. Игнатьева, Д. Андреев). Хĕрарăмсем хушшинче 1—3-мĕш вырăна М. Семенова (ЗЛПУМГ), Е. Александрова, А. Соловьева (иккĕшĕ те Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕ) тивĕçнĕ. Арçынсенчен ылтăн медале В. Иванов (Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕ) çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăнта — А. Лаврентьев (Кĕçĕн Шетмĕ), виççĕмĕшĕнче — С. Иванов (Мăн Шетмĕ). Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем Дипломсене, медальсемпе хаклă парнесене тивĕçнĕ.