25 октября 2019 г.

Учитель… Мĕн чухлĕ ырăлăх, ăшăлăх, çепĕçлĕх çак сăмахра. Вăл пулăшнипех ача çырма, вулама, шутлама вĕренет. Зоя Николаевна Антонова биологипе хими предмечĕсене вĕрентекен пулнă. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура. З. Антонова пулăшнипе нумай ача тăван тавралăха сăнама хăнăхнă, çут çанталăка юратма, пулăшма, кашни курăка, тĕмĕне, йывăçа, хурт-кăпшанкăна сăнлама вĕреннĕ, тĕрлĕ формулăсене пĕлекен пулнă. "Учительте çак ĕçе чунпа парăннă çын кăна вăй хума пултарать", — çапла шутлать педагог-ветеран З.Н. Антонова. Учитель профессийĕ çăмăл мар. Анчах та ачасене ăнланма, пулăшма, ырă канашсем, сĕнỹсем пама, вĕсемпе тăван анне пекех калаçма, шухăшсене ыйтса пĕлме Зоя Николаевна яланах вăхăт тупнă. "Хамăр вĕрентнĕ ачасем пирĕн çула суйласа илнишĕн, кун пеккисем чылаях, чун савăнать, эпир ĕçлени усăллă та сумлă пулнишĕн тивĕçлипех мухтанмалла", — тет педагог-ветеран. Хисеплĕ вĕрентекен пĕлỹ панă яшсемпе хĕрсенчен унăн çулне суйласа илнисем, чăнах та, нумай. 12-шĕ химипе биологи учителĕсем пулса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлеççĕ. Вĕсемшĕн Зоя Николаевна чунтан савăнать. З. Антонова вĕрентнĕ ачасем ăна яланах ырăпа асăнаççĕ. В.Н. Лукин аса илет: “Химипе биологи предмечĕсене пире Зоя Николаевна юратса вĕренме явăçтарнă. Нумай олимпиадăсене хутшăнтарнă. Унăн предмечĕсем тĕрĕс пурнăç çулĕ çуйласа илме пулăшнă. Тавтапуç ăна”. Зоя Антонова 1951 çулхи октябрĕн 27-мĕшĕнче Супар ялĕнче çуралнă. Вăл Супарти сакăр çул вĕренмелли, 1967-1969 çулсенче Красноармейски тăрăхĕн салинчи вăтам шкулсенче вĕреннĕ. Алла аттестат илнĕ хыççăн вăл пĕр çул хушши Супар шкулĕнче аслă пионервожатăйра тăрăшнă. 1970-1975 çулсенче З. Антонова И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн химипе биологи факультетĕнче пĕлĕвне малалла ỹстернĕ. Алла диплом илнĕ хыççăн направленипе Чатукасси вăтам шкулне ĕçлеме килет. Кунта мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех ачасене хăйĕн юратнă предмечĕсене вĕрентнĕ. Унăн педагогика стажĕ — 36 çул. Зоя Николаевна вун пилĕк çула яхăн директорăн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан вăл тата икĕ вĕренỹ çулĕ Карай шкулĕнче тимленĕ. Зоя Николаевна çак тапхăрта, 1985 çулта "Аслă учитель" ята тивĕçнĕ. Ĕç ветеранĕ. Ахальтен мар педагогикăра нумай çул вăй хунăшăн, вĕрентĕве аталантарас тата çамрăк ăрăва воспитани парас çĕре пысăк тỹпе хывнăшăн Зоя Николаевна Антонова "Отличник народного просвещения" наградăна тивĕçнĕ, нумай Хисеп грамотисем, Дипломсем, Тав хучĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ сăпайлă ĕç ветеранĕн çемье архивĕнче. Хăй вăхăтĕнче ял совет депутачĕ, хĕрарăмсен совечĕн председателĕ пулса тăрăшнă. КПСС Чăваш обкомĕпе Чăваш АССР Министрсен Совечĕ 1988 çулхи июлĕн 19-мĕшĕнче йышăннăвĕпе Зоя Николаевна Антоновăна хĕрарăмсен совечĕн ĕçне активлă хутшăннăшăн Хисеп грамотипе чысланă. Вĕсем мăшăрĕпе, Вăрманкас-Шупуç каччипе Владимир Васильевичпа (шел, вăл пирĕнтен ир уйрăлса кайнă), виçĕ ачана пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Сергей Шупашкар хулинчи Калинин районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче вăй хунă. Халĕ тивĕçлĕ канура. Оксана — предприниматель. Эдуард — строитель. Вăл сар хĕсметне Чечен Республикинче ирттернĕ, пĕрре çеç мар вилĕмпе куçа-куçăн тăнă. Халĕ Зоя Николаевнăн виçĕ мăнук. Вăл мăнукĕсемпе савăнса пурăнать. Ачасене, мăнуксене пулăшса тăрать. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытать. Зоя Николаевна — юрра-ташша ăста çын. Вăл ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсем умĕнче тăтăшах концерт-спектакльсемпе савăнтарнă. Халĕ Чатукасси Культура çурчĕ кĕвĕ-юрă юратакансене пĕр çĕре пухать. Ташă-юрă енĕпе пултаруллă "Телей" ушкăнĕнче Зоя Николаевна та концертсене хутшăнса халăха савăнтарать. Хăй çырнă кулăшла “Йывăр самана”, “Юмăç патĕнче”, “Хуняма”, “Дифицит”, “Икĕ карчăк” сценкăсемпе ялсенчи тата районти Культура çурчĕсен сценисем çинче вылянă. “Перестройка” такмак та халăх кăмăлне кайнăччĕ. З. Антонова юбилярсене яланах сăвăсем çырса саламлать. Зоя Николаевна — пирĕн Чатукасси шкулĕн хисеплĕ хăни. Эпир ăна хамăр шкулта курма яланах хавас. Унпа пирĕн шкулта тĕрлĕ мероприятисем, тĕл пулусем иртеççĕ. Кăçалхи юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче пирĕн ăшă кăмăллă ĕçтеш 68 çул тултарать. Хисеплĕ Зоя Николаевна! Сире пурнăçра тулли ăраскал, çирĕп сывлăх, нумай çул пурăнма çăл куç пек тапса тăракан вăй-хал сунатпăр. Чуна парса вĕрентнишĕн, анне пекех ачасене юратнишĕн тайма пуç сире, Зоя Николаевна! Н. Лукина, Н. Филиппова,Чатукасси шкулĕн пуçламăш классене вĕрентекенсем.