АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăри социаллă пĕлтерĕшлĕ проекта пурнăçласа. “Юратнă тăрăх Трак ен” проект, “Чатукасси тăрăхĕ”. Пĕлетĕн-и тăван тăрăха?

25 октября 2019 г.

Республикăри социаллă пĕлтерĕшлĕ проекта пурнăçласа. “Юратнă тăрăх Трак ен” проект, “Чатукасси тăрăхĕ”. Пĕлетĕн-и тăван тăрăха?

 Пĕлетпĕр-и эпир хамăр тăрăха, ача чухне çара уран чупнă çырма-çатра, пулла çỹренĕ çывăхри кỹлĕ ятне, унăн историне? Пурне те пĕлме çук та пулĕ. Çапах та хамăрăн пĕчĕк çĕршыв çинчен пĕлни пире мăнаçлантарать. Пуриншĕн те тăван ен чи илемли. Чатуксемшĕн те вăл иккĕмĕш анне пекех. Унтан ырри çук та пулĕ. Истори кăтартăвĕсем тăрăх 1114 çул тĕлнелле Чатукасси ялне пуçарса янă. Ял ячĕ "Чатак" — икĕ çул пĕрлешнĕ вырăн, çул тăваткалĕ, "кас" — ял, урам сăмахсенчен пулса кайнă (В.В. Рядлов. Словарь древнетюрских слов). Каярах вырăнти халăх ăна пĕрпеклетсе "Чатук", "Чаток" тенĕ. Вăтам ĕмĕрсенче "Бибарсово-Чадукасы" ялĕ ỹссе сарăлнă. 1917 çулта "Бибарс" сăмах çухалнă. Яла "Чатукасси" тесе калама пуçланă (Чăваш енĕн истори архивĕ). Çак тапхăрта Бибарсово — Чатукассинчен темиçе çемье уйрăлнă та çывăхри юхан шыв патне кайса тĕпленнĕ. Яла Эткенево — Пулайкасси тесе ят панă. Ку вăл Хусан ханстви вăхăтĕнче, 1416 çул патнелле, пулнă. Ялăн тулли ячĕ 1918 çулччен тытăнса тăнă. 1468-1560 çулсенче Бибарсово — Чатукасси ялĕнченех икĕ ял пуçăнса кайнă. Пĕри — Шинерпуç —1913 — Шăнарпуç, тепĕр ялĕ "Бибарсово околодок Шинеры". 1918 çултан вăл Шăнар ялĕ (Чăваш енĕн истори архивĕ). Асăннă ялсем Аслă Çĕпĕр çулне пула туллин аталанса пынă. Акă, 1803-1850 çулсенче Бибарсово -Чатукасси ялĕ вулăс центрĕ пулнă. Каярахпа Çĕрпỹ районĕнчи Чупай вулăсĕн йышне кĕнĕ. 1918 çул хыççăн "Бибарсово" сăмаха асăнма пăрахнă. Халĕ Чатукасси ял тăрăхĕн центрĕ шутланать вăл. Чатукасси çак тапхăрта темĕнле хура-шур та курнă (А. Валентинов. Волжская Булгария и д. Бибарсово - Чадукасы). Чатукасси ял Советне 1927 çулта туса хунă. Ял администрацийĕн территорийĕнче пурĕ сакăр ял: Чатукасси, Шăнарпуç, Пулайкасси, Типвар, Арçунакасси, Енĕшкасси, Çавалçырма, Çĕнĕ Выççăлккă. "Герой" колхоз тата икĕ хресчен (фермер) хуçалăхĕ вырнаçнă пулнă. 2000 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурăнакансен йышĕ 1150 çын пулнă. Уйрăм хуçалăхсен хисепĕ — 503. Чатукасси шкулне 1884 çулта уçнă. 2000 çулта кунти вăтам шкулта 229 ача вĕреннĕ. Пĕлỹ паракансемпе техслужащисем 37-ĕн пулнă. Культура çуртне 1975 çулта уçнă. Ф.М. Лукин композиторăн мемориаллă халăх музейĕ пур. Кунтан фронта кайнă 215 ентеш паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă. Вĕсене сума суса Чатукассинче, Арçунакассинче, Енĕшкассинче палăксем лартнă. Ял тăрăхĕнче пурăнакансем Раççей халăх артисчĕпе, СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕпе Ф.М. Лукин композиторпа, ЧР тава тивĕçлĕ артисткипе З.А. Ананьевăпа, Раççей ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕп Н.И. Любимовпа, Чăваш область Ревком членĕпе, РКП(б) обкомĕн секретарĕпе Л.М. Лукинпа тата ыттисемпе тивĕçлипе мухтанма пултараççĕ. Кунтан тухнă 18 çынна Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин хисеплĕ ячĕсене панă. 170 çынна СССР орден-медалĕсемпе чысланă. Чатукасси ял тăрăхĕнче физкультурăпа спорт аталанать, кашни ялтах спорт площадкисем пур. Ял тăрăхĕ çынсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшать. Халăха вĕт нумай кирлĕ мар: çынна йĕркеллĕ çул, ăшă, çутă, ĕç вырăнĕ пултăр... Кĕскенрех каласан, çынсемпе пĕр чĕлхе тупса, алла-аллăн тытăнса шав малалла туртăнмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика