25 октября 2019 г.
Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне палăртас умĕн Трак ене ырă хыпар çитрĕ. Пирĕн ентеш, Трак енре яваплă тĕрлĕ пысăк ĕçсенче тăрăшнă Яков Михайлович Григорьев ял хуçалăх наукисен кандидачĕн ученăй степеньне илме тивĕçнĕ. 2018 çулта Я. Григорьев Пензăри патшалăх аграри университетĕнче хамăр тăрăхра "иккĕмĕш çăкăр" çитĕнтерес тĕлĕшпе пысăк наука ĕçĕ хỹтĕленĕ. Асăннă аслă шкулăн наука кандидачĕн степеньне хỹтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен канашĕн пĕлтĕрхи чỹк уйăхĕн 30-мĕшĕнчи 37 №-лĕ йышăнăвĕпе пирĕн ентеше ял хуçалăх наукисен кандидачĕ ученăй степеньне пама йышăннă. Раççей Федерацийĕн Наука тата аслă пĕлỹ министерствин 2019 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчи 578Ỹнк-24 №-лĕ приказĕпе ăна çакна çирĕплетекен документ панă. Я. Григорьев 1960 çулхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Мăн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Кушар ялĕнче çуралнă. Мăн Шетмĕри вăтам шкултан, Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕнчен (техник-механик), Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен (ученăй-агроном), Мускаври суту-илỹ кооперацийĕн университетĕнчен (юрист) вĕренсе тухнă. Вăл ĕç биографине тăван "Мичуринец" хуçалăхра пуçланă, слесарьте, трактористра тăрăшнă. Çарта пулнă, салтак тивĕçне Совет çарĕсен Германири ушкăнĕнче (ГСВГ) пурнăçланă. Салтак шинельне хывнă хыççăн Я. Григорьев "Мичуринец" совхозăн инженерĕн-че, хуçалăхри парти комитечĕн секретарĕнче, хуçалăх директорĕнче тăрăшнă. 2006 çултанпа Я. Григорьев район администрацийĕн пуçлăхĕн экономика енĕпе ĕçлекен çумĕнче-ял хуçалăх пайĕн начальникĕнче, райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн физкультурăпа спорт тата çамрăксем енĕпе ĕçлекен секторăн тĕп эксперт специалистĕнче вăй хунă. Ăна пĕр тапхăр Вăрнарти тырă йышăнакан предприятин директорĕнче, "Россельхозцентр" ФГБУ-н Элĕк районĕнчи пайĕн ертсе пыракан агрономĕнче ĕçлеме тивнĕ. 2017 çултанпа Я. Григорьев район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнче-ял хуçалăх пайĕн ертỹçинче, экологи тата АПК организацийĕсемпе çыхăну тытакан пайĕн пуçлăхĕнче тимленĕ. Паянхи кун вăл Куславккари тырă йышăнакан предприятин директорĕнче вăй хурать. Çемьеллĕ, мăшăрĕпе, Нина Николаевнăпа, виçĕ хĕр пăхса ỹстернĕ. Чыслă ĕçшĕн Я. Григорьева тĕрлĕ шайри наградăсемпе чысланă, ăна "ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă. Вăл Чăваш Республикин виççĕмĕш созыври Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулнă.