АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăнару тĕксĕмленмĕ, яту манăçмĕ

25 октября 2019 г.

Сăнару тĕксĕмленмĕ, яту манăçмĕ

Ун çинчен иртнĕ вăхăтпа çырма питĕ йывăр, текех пирĕн хушăмăрта Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, карапран тĕнче уçлăхне пĕрремĕш тухнă пайăр, манăçми Андриян Григорьевичăн çывăх тусĕ, унпа пĕр вăхăтра пирвайхи тренировкăсенче, вĕренỹре-хатĕрленỹре пулнă, тĕнче уçлăхĕн йывăрлăхне пĕр вăхăталла чăтса ирттернĕ, чăваш хăйĕн халăхне юратнă пекех чунран хисепленĕ, пысăк, ăшă кăмăлпа тусĕн çĕрĕ çине тăтăш килсе тăнă Алексей Архипович Леонов. Вышкайсăр йывăр хыпара ăс-хакăлпа та, чунпа та йышăнма çăмăл мар. Чун хỹхлет. Çут çанталăк та хурланнине палăртрĕ — Улăп тĕнчерен уйрăлнă кун иртенпех вĕтĕ çумăр шĕпĕртетрĕ. Тăван халăхăмăрăн мухтавлă кăйкăр-ывăлне — Андриянăмăра — юлашки çула ăсатнă чухне çапла пулнăччĕ. Çĕр туртăмне парăнтарса, сывлăшсăр, тĕпсĕр, йывăрăшсăр уçлăха çĕкленнĕ пĕрремĕш космонавтсем темиçе ăрушăн юмахри Улăпсем евĕр туйăннă. Чылай космонавтăн алă ăшшине туйса курнăран асăмран нихăçан тухман пĕр самант çинчен тепĕр хут çырса кăтартас килет. Хăй вăхăтĕнче, Байконурти космодромра çар хĕсмечĕ пуçланнă тапхăрта, Андриян Григорьевич Николаев пирĕнпе, уйăх каялла çар тумне тăхăннă чăваш ывăлĕсемпе, ăш пиллĕ калаçу пуçарнă самантра Алексей Архипович Леонов сумлă ентешĕмĕре тăван халăхăмăр çинчен ырă нумай сăмах калани паян хăлхара янăрать: “Андриян, енчен сана ĕçчен те чăтăмлă чăваш халăхĕ çуратса тĕнче уçлăхне çĕклерĕ пулсан, вĕсем те (пирĕн çине кăмăллăн пăхса — Ю.Л.) маттур çар çыннисем пуçласса нимĕн чухлĕ те иккĕленместĕп”, — терĕ пире кашнинех алă тытса. Алексей Леоновпа эпĕ юлашки хут пилĕк çул каялла, вăл Шуршăла килсен тĕл пулнăччĕ, сăн ỹкерĕннĕччĕ. Ăна пичете сĕнетĕп. Алексей Архипович Андриян Григорьевича чăннипех шăллĕ пиччĕшне хисепленĕ пек юрататчĕ. “Лăпкă çывăр, Андрей пичче”, — терĕ вăл Чăваш тĕнчи хăйĕн уçлăх пайăрне пуç тайнă кун. Манăçми тусĕн вил тăпри çине чĕрĕ чечексен кăшăлне хунă хыççăн пĕр самант шăп тăчĕ Алексей Архипович. Мĕн çинчен шухăшларĕ-ши çак самантра — калама хĕн. Космосра пулнă паттăрсем малашлăха кураççĕ тенине илтнĕ эпĕ. Çурçĕр çĕпĕр крайĕнчи Листвянка салинче çуралса ỹснĕ кăйкăр-ывăлăн чунĕ хăй утнă çулпа çăлтăрсем патне çĕкленнипе паян тĕнчепе пĕрле чăваш халăхĕ те хурланать. Манăн çак йĕркесем вĕсемпе пĕрле Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ Алексей Архипович Леонов ячĕпе каланă сăмахсем пулччăр, “Лăпкă çывăр, хаклă çыннăмăр...”

Ю. Листопад.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика