22 октября 2019 г.
Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă, чăнах та... Пĕчĕк ялăн сăн-сăпачĕ те уçăмлă та курăмлă. Çак йĕркесене эпĕ куçсен умĕнче çĕнелсе улшăнакан, хăй патне кăчăк туртнă пек, йыхравлакан Ешкилт ялĕ пирки калатăп. Çĕнелет, ỹсет аслă çул хĕрринчен аяках мар ял. Ешкилтелле пăрăннă çĕрте çĕнĕ çурт-йĕр йышланать. Кăçал тата ача-пăча лапамĕ те вырăн тупрĕ. Ялăн пуласлăхĕпе аталанăвĕ савăнтарать, вăй-хал хуштарать. Анчахрах, тĕрĕсрех, юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче, çичĕ теçетке тултарнă Станислав Алексеев та ялăн сăн-сăпачĕн улшăнăвĕпе кăмăллă. — Эпир ешкилтсем — пархатарлă çынсем. Пирĕн сăн-сăпат — ялăн сăн-сăпачĕ. Çавăнпа та пĕр шухăш-кăмăлпа пурăнмалла, — тет Станислав Николаевич. — Тус-тăванлă пулмалла. Вырăнлă сăмахсем. Паллах, тус-тăванлăх вăл ĕçре çирĕпленет тата пиçет... Ку паха енĕсем чылай ят-сумлă арçынра. Чăн малтанах çыпăçуллă ал ĕç ăсти, кăмăл-сипет хуçи, тимлĕхпе тирпейлĕхшĕн çине тăракан çын пулнипе мухтавлă Станислав Николаевич. Пĕр вăхăт Шупашкарти агрегат заводĕнче цех начальникĕнче, Красноармейскинчи суту-илỹ тытăмĕнче, ялти клуб заведующийĕнче тăрăшнă вăл. Районти Культура çуртĕнче те ĕçлеме тивнĕ ăна... — Пĕлетĕр-и, эпĕ мĕн ачаранах сăвăсем çыратăп. Манăн вĕсем философиллĕ шухăшлисем ытларах. Чун-чĕрере хускалса, вăранса, паллах, çутта тухнисем. Канăçсăр çын эпĕ. Тен, сăвăç пулма çуралман та. Тĕрĕссипе, йывăçран мĕн-мĕн ăсталамарăм пуль, — сăмахсен хутаççине пушатать кил хуçи. — Çавах та сăввăмсене райхаçатра кун çути кăтартасшăн-ха. Сăввисем, ал çырăвĕсем чăвашла та, вырăсла çырнисем йышлă С. Алексеевăн. Йывăç пĕренисенчен пураласа çавăрнă кил-çурчĕ типтерлĕ те таса, урайĕ çуталса çеç тăрать. Чăн-чăн арçын, типтерлĕ кил хуçи чăнах та... Çỹлерех асăннă кун Ешкилтри юбиляра районти Культура çуртĕнчи “Трак ен” халăх фольклорĕн музыка ертỹçи, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Никоноров, Николай Яковлев юрăç тата районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) канашĕн председателĕ Георгий Ефимов саламларĕç, вăрăм кун-çул сунчĕç.
Г. Тусли.