22 октября 2019 г.
Халь "Мамçа" сăмах тĕлĕкри пек çеç пирĕншĕн. Анчах ачалăх çулĕсенче ял-йышра Анатри тата Тури Мамçа, Турхан тесе асăннă ял ячĕсем асран тухмаççĕ. Каярах вара, ỹссе çи-тĕнерехпе, "Пайсупин" сăмах вăй илчĕ, историе кĕрсе, çырăнса юлчĕ. Тĕрĕссипе виçĕ ял никĕсĕ çинче Пайсупин палăрчĕ, никĕсне çирĕп ячĕ. — Эпĕ Мамçа Упире çуралнă. Çамрăклăх, хĕр-упраç тапхăрĕ пĕр урамлă Мамçа Упи ялĕпе çыхăннă манăн. Аттене ялта Михаил Савельев ят-хушаматпа аван пĕлнĕ. Кĕскен те уçăмлăн Савилч тетчĕç хăшĕ-пĕри. Апая хамăр тăрăхра Акăни тесе чĕннĕ. Ачасенчен — Коля, Антон, Матви, Таня, эпĕ, Виталий пурнăç каçалăкĕ умне тăтăмăр, — ачалăхпа çамрăклăха çаврăнчĕ 1931 çулхи авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче çутта килнĕ Зоя Михайловна Илларионова. — Астăвăм çỹпçийĕ тăкăнсах тăрать манăн. Педагогика ĕçĕн ветеранĕн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕн (1979) чуна уçса калаçмалли, хумсем евĕр, каплансах, хушăнсах пычĕç. Сăмах хутаççине альбомсенчи ĕлĕкхи тата хальхи сăн ỹкерчĕксем те пуянлатрĕç. Ентешĕм ытларах ашшĕне — Михаил Савельева аса илчĕ. Вăл бригадирта, кладовщикра, ял Совет ĕçтăвкомĕн председателĕнче ĕçленĕ, çут çанталăк тусĕ пулнă, анкартинче вăтăра яхăн улмуççи лартса ỹстернĕ, вĕсене хăех сыпнă, панулмисене Канаш пасарне кайса сутнă, çапла май çемье бюджетне ỹстерме, йышлă çемьене май пур таран тивĕçтерме пултарнă. З. Илларионова Пайсупинти пуçламăш, Упири вăтам шкулсенче вĕреннĕ, И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче (халĕ университет — авт.) пĕлỹ пухнă. Ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ вăл. Хăйĕн ĕç биографине Янкасри сакăр çул вĕренмелли шкул коллективĕпе çыхăнтарнă. Уйрăмах уншăн Пайсупинти тăватă класлă шкулта пĕлỹ пухнă, хăйне вулама-çырма вĕрентнĕ Татьяна Степановна Фадеевăн сăнарĕ халĕ те çутă çăлтăр евĕрех çуталать. — Ырă çынтан ырă йĕр хывăнать. Вĕрентекенĕн чунри профессийĕ те Татьяна Степановнăранах вăй илнĕ манăн. Пирĕн вăхăтрисемшĕн пурнăçĕ пĕртте çăмăл килмерĕ, анчах эпир пурпĕрех вĕренме тăрăшнă. Тата хамăр ялти Шашковсен ачисен вĕренес кăмăл-туртăмĕ çăл куç шывĕ пек тапса тăни хавхалантарнă пире, пирĕн кил-йыша та, — тет ватă. Пиччĕшĕсем — Коля, Антон тата Матви пĕлỹ тĕнчине кармашса халăхра паллă çынсен йышне кĕнишĕн туллин хĕпĕртет З. Илларионова. Уйрăмах Николай Михайлов тавра пычĕ калаçу. Вăл Иван Шашков профессор сĕннипе тата йыхравланипе Ленинград университечĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ. Ентешĕм Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн Упи шкулĕнче математика предметне вĕрентнĕ. Антонпа Матви те — фронтовиксем. Антон 84 çул пурăннă. Шел, Матвей Ишкеевăн кун-çулĕ кĕске килнĕ. 1939 çулта çара илнĕ ăна. Нимĕçсем тапăнса килнĕ вăхăтра Польшăн Перемышль хули çывăхĕнче тăнă вĕсен подразделенийĕ. Çавăнтах хыпарсăр çухалнă вăл. — Мĕншĕн-ха чи асли Михайлов, ун хыççăнхисем Ишкеев хушаматпа çырăннă, — ыйтуллăн пăхрăм ватăна. — Вăрттăнлăхĕ мĕнре-ха? — Пиччен хушаматне аттеннипе пĕр пек — Михайлов тесе çыртарнă. Антонпа Матвин мĕншĕн Ишкеев-ха? Аттен ашшĕне Ишкей тенĕ иккен. Çав ята килĕштернĕрен хушамат туса хунă, — хуравларĕ З. Михайлова. — Хамăн çемье пирки те асăнам-ха. Тăруках çамрăклăха пытанчĕ вăл. Пулас мăшăрĕпе, Янкас каччипе — Михаил Илларионовпа тĕл пулнă самантсене куç умне кăларчĕ. — Ку вăл тыр-пул пухса кĕртнĕ тапхăрпа çыхăнать. Янкассем пирĕн ял çуммипе, ăна автобус çулĕ теттĕмĕр, тырă леçетчĕç. Канаша та, Вăрнара та çула тухнă. Янкассем ытларах чухне ăна автомашинăсемпе турттаратчĕç. Эпир вара лавсемпе çула тухаттăмăр... Çавăн чухне курнăçнă та эпĕ Мишăпа. Мана И. Яковлев ячĕллĕ аслă шкула вĕренсе пĕтерсен 1951 çулта напраленипе Янкас шкулне ĕçлеме ячĕç. Пирĕн Мамçа Упи çĕрĕ çинчи курнăçу таса юратăва куçрĕ. Виçĕ ачаллă пултăмăр. Иван, Тамара тата Сергей кун çути курчĕç. Пурте аслă пĕлỹ илчĕç. Шел, чи кĕçĕннине упраймарăмăр. Юратнă мăшăр Миша та пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. 1926 çулта çуралнскер 2002 çулта çĕре кĕчĕ. Михаил Илларионович "Звезда" колхоз председателĕнче, хăмла звеньевойĕнче, парти райкомĕнче тăрăшрĕ,_ хăй хаштах сывланине пытараймарĕ ватă. — Хĕрĕх çула яхăн ачасене вĕрентнĕ эпĕ. Халĕ Мамçа Упи хĕр-упраçĕ, Янкас ялĕн кинĕ Карайра пурăнать. Ывăлĕпе — Иван Михайловичпа, участокри терапи тухтăрĕпе, тарават кинĕпе Нина Федоровнăпа тата 12 мăнукĕпе чун-чĕре ăшшипе савăнать. 88 çулхи педагог-ветеранăн сăн-питĕнче йăл кулă палăрать. Г. Ефимов-Тусли.