АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Гран-при çĕнсе илнĕ

22 октября 2019 г.

Гран-при çĕнсе илнĕ

 Шупашкарти трактор тăвакансен Культура керменĕнче республикăри аслă çынсемпе ветерансен “Çирĕп пирĕн çунатсем” III тата халăх пултарулăхĕн “Чун-чĕре юрланă чух” фестиваль-конкурссен çĕнтерỹçисен гала-концерчĕ пулса иртнĕ. Ăна Чăваш автономийĕн 100 тата Раççей пенсионерĕсен Союзĕн 25 çулхи юбилейĕсене халалланă. Гала-концерта республикăри мĕн пур кĕтесĕнчи чи лайăх творчество коллективĕсем хутшăннă. Унта Трак енри пултарулăх коллективĕсем те хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă. Районти Культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕн чи ăста участникĕсем Г. Дубровпа Г. Сергеев “Çирĕп пирĕн çунатсем” фестиваль-конкурсра палăрнăшăн ЧР Культура, национальность ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Тав çырăвне тивĕçнĕ. Республикăри аслă ăру çыннисемпе ветерансен “Çирĕп пирĕн çунатсем” III фестивалĕн Гран-прине районти Культура çурчĕ çумĕнчи “Трак ен” халăх фольклор ансамблĕ (ертỹçи А. Никонорова, концертмейстерĕ ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Никоноров) тивĕçнĕ. Г. Ефимов-Туслине “Чун-чĕре юрланă чух” республикăри фестиваль-конкурсăн “Илемлĕ вуласси” номинацире палăрнăшăн лауреатăн II степеньлĕ Дипломĕпе чысланă. Районти Культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорне (ертỹçи ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Алексеев, концертмейстерĕ ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Никоноров) аслă ăру çыннисемпе ветеранĕсен республикăри “Çирĕп пирĕн çунатсем” фестиваль-конкурсăн Дипломĕпе наградăланă, Н. Никоноров унăн Тав çырăвне тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика