АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юсав ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ

22 октября 2019 г.

 Пикшикри кану центрне тĕпрен юсама 1276 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Ĕçсене пурнăçлама “Интерьер 21” фирма ( ертỹçи Н.В. Карпова) йышăннă. Паянхи куна палăртнă ĕçсене пурнăçланă. Кану çуртне кĕмелли картлашкасене плиткăсем сарнă. Фойере, курав залĕнче, пур пỹлĕмри стенасене сăрăпа сăрланă, чỹречесене çĕнĕ пластик чỹречесем лартнă, пỹлĕмсене çĕнĕрен ăшăтмалли ра- диаторсем çакнă. Кану çурчĕн ертỹçи Л. Иванова каланă тăрăх, ĕçсене хăвăртлатма субботник йĕркеленĕ. Пỹлĕмсенчи çỹп-çапа, хăма татăкĕсене пуçтарнă, урайсене шăлса çуса тасатнă. “Шанчăк” ушкăн артисчĕсем тата ял çыннисем Г. Васильева, Н. Спиридонова, А. Шемякина, Н. Васильева, А. Семенова, С. Романова хаваспах ĕçленĕ кунта. Л. Иванова ертỹçĕ палăртнă тăрăх, ĕçсене вĕçлесен ентешсене тĕпрен юсанă кану çуртĕнче пысăк концертпа савăнтарасшăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика