АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Интереслĕ урокра

18 октября 2019 г.

Интереслĕ урокра

 Чатукасси шкулĕнче 1-4-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче “Пуантилизм” темăпа урок иртрĕ. Мĕн-ха вăл пуантилизм? Пуантилизм сăмаха франци чĕлхинчен куçарсан — “пăнчăсемпе çырасси”. Ку питĕ интереслĕ тата яланхи пек мар живопись урокĕ. Ачасем, пĕчĕк “ỹнерçĕсем”, таса хутсем çине сăрăсемпе тĕрлĕ тĕслĕ пăнчăсем туса ỹкерчĕç. Ỹкерчĕксем ăнăçлă пулчĕç. Ачасен ĕçĕсенчи пĕчĕк пăнчăсем пĕрлĕхлĕ композици пулса тăчĕç. Çак живопись техникине франци ỹнерçи Жорж-Пьер Сера — туса хатĕрленĕ. Ачасене паллă ỹнерçĕн ĕçĕсемпе паллаштартăмăр. “Воскресный день на острове Гранд-Жатт”, “Сена в Гранд-Жатт, Весна”, “Сельская дорога” тата ыттисемпе. Вĕренекенсене вĕсем питĕ кăмăла кайрĕç. Вĕсем малалла та ку енĕпе ĕçлеме пулчĕç. Н. Лукина, Н. Филиппова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика