18 октября 2019 г.

Вĕренекенсене профессисем çинчен каласа парас, рабочи профессийĕсем патне туртăмне ỹстерес тĕллевпе “Пуласлăха билет” проектпа килĕшỹллĕн Красноармейски вăтам шкулĕн 8 “а” тата 10-мĕш класĕсенче пĕлỹ илекенсем Çĕрпỹри аграрипе технологи техникумĕнче экскурсинче пулса курчĕç. Каччăсемпе хĕрсем çĕвĕç, ял хуçалăх тата строительство производствин уйрăмĕсен мастерскойĕсемпе лабораторийĕсенче пулса курнă. Пулас абитуриентсене кунти преподавательсем “Конструирование, моделирование и технология швейных изделий”, “Электромонтер по ремонту и обслуживанию электрооборудования”, “Мастер общестроительных и сельскохозяйственных работ” профессисем çинчен каласа кăтартнă. Юлашкинчен вĕренекенсене пулас профессин тĕп енĕсемпе, вĕренỹ кабинечĕсемпе, мастерскойсемпе туллин паллашма май туса панă.