18 октября 2019 г.

Иртнĕ юнкун, ытти çĕрти евĕрех, пирĕн районта та Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унта çак ыйтусене тишкернĕ: 1. ЧР Пуçлăхĕн 2019 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнчи 118 №-лĕ “Ĕç çыннисен пурнăç пахалăхне ỹстермелли хушма мерăсем çинчен” Указĕ çинчен. 2. Чăваш Енре кăçал “Хăрушлăхсăр тата паха çулсем” наци проектне еплерех ĕçе кĕртни çинчен. 3. ЧР 2020 çулăн пĕрремĕш çур çулне периодика кăларăмĕсене çырăнтарасси епле пыни çинчен. Пĕрлехи информаци кунне ирттерме Трак ене ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ С. Кудряшов ертсе пыракан ушкăн килнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов тата С. Кудряшов 32 №-лĕ пушар чаçĕн тата райпо коллективĕсен ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Яманак ялĕн çыннисем “Чувашрессов-проф” профсоюзсен организацийĕсен республикăри пĕрлешĕвĕн канашĕн председателĕн çумĕпе-социаллă ĕç хутшăнăвĕсен пайĕн заведующийĕпе В. Ильинпа, район администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕпе Е. Павловăпа, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Г. Ефимовăпа, алманчсем район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-вĕрентỹ пайĕн ертỹçи С. Григорьева ертсе пыракан ушкăнпа, уписем ЧР хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсен тата техникăн ытти енĕсен техника шайне тĕрĕслекен патшалăх инспекцийĕн начальникĕн çумĕпе Е. Еландаевпа, райадминистрацин экологи тата АПК организацийĕсемпе çыхăну тытакан сектор заведующийĕпе Н. Арсентьевăпа, ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Н. Дими-триевăпа курнăçнă. Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ ытти çĕрте те аван иртнĕ. Ял çыннисем хăйсене интереслентерекен ыйтусем çине тулли хурав илнĕ.