18 октября 2019 г.

Иртнĕ шăматкун Кĕçĕн Шетмĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулăн спорт залĕнче волейбол енĕпе “Туслăх кубокне” çĕнсе илессишĕн ăмăрту иртрĕ. Унта “Исаково”, “Итмар” (Чатукасси), “Уют-Монтаж”, “Факел” (Красноармейски) командăсем тупăшрĕç. Спортсменсене Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Ефимова, вырăнти шкул директорĕ А. Соловьева саламларĕç, ăмăртăва хутшăнакансене, физкультурăпа спорта кăмăллакансене ăнăçу, çирĕп сывлăх, ăш пиллĕх, ку ырă йăлана малашне те тытса пыма сунчĕç. Ăмăртусем çивĕч кĕрешỹре иртрĕç. “Туслăх кубокне” “Факел” команда тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта — “Уют-Монтаж”, виççĕмĕшĕнче — “Исаково”. Вĕсене Дипломсемпе, медальсемпе чысланă. Чи пултаруллă спортсменсем вара укçа сертификатне тивĕçнĕ.