АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Валентин Никитина халалласа — шахмат турнирĕ

18 октября 2019 г.

Валентин Никитина халалласа — шахмат турнирĕ

Иртнĕ шăматкун Чатукасси шкулĕнче нумай çул хушши ачасене математика предметне вĕрентнĕ, директорăн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕнче вăй хунă, шкул директорĕнче ĕçленĕ Валентин Никитич Никитина халалласа шкул ачисемпе пенсионерсем хушшинче шахмат турнирĕ иртрĕ. Ăмăрту йĕркелỹçи Ю. Никандров пулчĕ. Вăл та Валентин Никитич пекех Енĕшкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ. Турнира район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов ырă сăмахсемпе уçрĕ, ачасемпе пенсионерсене ăнăçу сунчĕ. Ăмăртăва 2016 çултан йĕркелесе ирттереççĕ. Каласа хăвармалла, В. Никитин питех те ăста шахматист пулнă. Турнира пурĕ 26 шахматист хутшăнчĕ: Красноармейски, Трак тата Чатукасси шкулĕсен ачисем тата пенсионерсем. Шкул директорĕ С. Гаврилова хăйĕн тимлĕхĕпе ачасемпе пĕрле пулчĕ. Красноармейски, Чатукасси шкулĕнче шахмат предметне вĕрентекен Г. Прохоров, Трак шкулĕн учителĕ А. Васильев, район администрацийĕн çамрăксемпе ĕçлекен специалисчĕ А. Андрейцева ачасен ăмăртăвне, вăййисене сăнаса хакларĕç. Арçын ачасем хушшинче 1-мĕш вырăна Е. Сидоров, 2-мĕшне С. Прокопьев, 3-мĕшне С. Петров тухрĕç. Çĕнтерỹçĕсем Красноармейски тата Трак шкулĕсенче пĕлỹ пухаççĕ. Хĕр ачасем хушшинче 1-мĕш вырăна Ю. Козлова, 2-мĕш вырăна М. Александрова (иккĕ-шĕ те Трак шкулĕ), 3-мĕш вырăна А. Матвеева (Чатукасси) тивĕçрĕç. Арçынсем хушшинче малти виçĕ вырăна С. Иванов (Мăн Шетмĕ), В. Иванов, Л. Краснов (Муркаш районĕ) пайларĕç. Хĕрарăмсем хушшинче 1-мĕш вырăна Т. Иванова çĕнсе илчĕ, 2-мĕш вырăнта — М. Семенова, 3-мĕшĕнче В. Федорова (Красноармейски шкулĕ). Командăсем хушшинче 1—3-мĕш вырăнсене Кĕ-çĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн, Трак шкулĕн, Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн спортсменĕсем çĕнсе илчĕç. Çамрăк ăрăва малашне те сывлăх, ăнăçу, аслă ăрусене вара вăрăм кун-çул, канлĕ ватлăх сунатпăр.

Р. Яковлева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика