18 октября 2019 г.
Виктор Данилов-Тавкилĕн райхаçатăн кăçалхи 60-мĕш номерĕнче пичетленнĕ “Трак ен Александр Иванов капитана асрах тытать” материалĕ тарăн шухăшлă, пĕлтерĕшлĕ, çавăнпах пулĕ асра юлать. Тĕрĕссипе, пурнăç уттинче хăйĕн историйĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ тата кун-çул таппинче аслисемшĕн те, кĕçĕнреххисемшĕн те чунра тăван киле, юратнă Тăван çĕршыва чун-чĕре ăшшипе тата патриотла кăмăл-туйăмпа юратса пурăнас, хастартарах ĕçлес шухăша вăйлатать, пуянлатать вăл. Паян çакнашкал “Астăвăм” рубрикăпа кун çути куракан статьясене, тĕрленчĕксене тата очерксене ытларах та ытларах хаçатра кăтартмалла пирĕн, обществăлла корреспондентсен тата сумлă çыравçăсен. Манăн Виктор Данилов-Тавкил журналистăн, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕн ырă тĕслĕхĕ, сумлă ĕçĕ-хĕлĕ кашни киле, хваттере кĕтĕр, кашни çыннăн чун-чĕринче вырăн туптăр теессĕм килет. Чăнах та, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан Пикшикри вăтам шкулăн виççĕмĕш хутĕнче Александр Иванов гварди капитанĕн Çар мухтавĕн пỹлĕмне уçни (2013 ç.), пирĕншĕн, ветерансемшĕн, çитĕнекен ăрушăн çав тери пысăк чыс... Эпĕ те В. Данилов-Тавкил пекех Чечен Республикин çĕрĕ çинче пуçне хунă, 45 çул тултарайман паттăра сума суса пуçăма таятăп. Сăмах май, А. Иванов капитанăн ашшĕпе, Вячеслав Семеновичпа, 1966-1969 çулсенче совет çарĕсен Германири пĕрлештернĕ ушкăнĕн (ГСВГ) йышĕнче пултăмăр, пĕр полкра, пĕр казармăра хĕсметре тăтăмăр. Çитес çул Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче нимĕç эшкерне çапса аркатнăранпа 75 çул çитет. Питех те пысăк уяв. Апла пулсан, тĕнче шайĕнчи пысăк праçнике тивĕçлипе кĕтсе илессипе яланах кар пулар, хамăр юратнă, хамăр çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн сывлăхне, çамрăклăхне шеллемен çыннăмăрсене манар мар, хисеплер тата пуçсене таяр.
Г. Ефимов.