АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Сасăпа вуламалли кун”

11 октября 2019 г.

 Чăваш республикинчи ача-пăчапа çамрăксен библиотекин сĕнĕвĕпе юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Трак енри вулавăшсенче те “Сасăпа вуламалли кун” акци иртрĕ. Çак кун Упири ялти вулавăш ĕçченĕ Л. Егорова тата вырăнти вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен С. Петрова 5-мĕш классемпе К. Ивановăн “Тимĕр тылă” произведенине сасăпа вуларĕç. Л. Егорова вĕренекенсене кирек епле произведенине те сасăпа вулама сĕнчĕ. Çакă — калаçăва аталантармалли чи лайăх мел. Ачасем вулавăша килсе хăйсем юратнă кĕнекесене сасăпа вулама пултарчĕç. Çавна май вĕсем хăйсен кăмăлне çĕклерĕç. ; ; ; Алманчри ялти вулавăшра та асăннă акци çỹллĕ шайра иртрĕ. Вулавăш ĕçченĕ О. Долгова витĕм кỹнипе пĕрремĕшсем Р. Киплингăн “Почему у слоненка длинный хобот?” юмаха чăвашла вуларĕç. Иккĕмĕшсем вара Г. Волковăн “Кил илемĕ” калавĕпе паллашрĕç. 7-мĕш классем М. Лермонтовăн 205 çулхи юбилейне халалласа “Вырăссен аслă поэчĕ” литература сехетне пухăнчĕç, поэтăн сăввисене сасăпа вуларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика