11 октября 2019 г.
Район центрĕ — иккĕмĕш тăван кил
Пытарма кирлĕ мар, кашниннех тăван савнă ялĕ пур. Маншăн, калăпăр, вăл — Еншик Чуллă. Эпĕ унта çуралнă, шкула çỹренĕ, çитĕннĕ, çирĕм виçĕ çула çитиччен пурăннă. Каярахпа пурнăç сукмакне улăштарма тиврĕ. Çакă юратнă журналист ĕçĕпе çыхăнчĕ. Район хаçатĕнче тăрăшма тытăнсан, Красноармейски ялне пурăнма куçрăм. Хваттерпе тивĕçтерчĕç. Халĕ район центрне иккĕмĕш тăван ял вырăнне хурса хаклатăп, мĕншĕн тесен кунта манăн пурнăçăн ытларах пайĕ иртет. “Ял пурнăçĕнче” кăшт маларахах та ĕçлеме пуçларăм. Ун чухне редакторта Васнарти Л.Н. Николаев вăй хуратчĕ, вăл йыхравларĕ. Çакăнтанах Совет çарне кайрăм. Тăван тăрăха килес умĕн пĕрле тăрăшнă тус-юлташăмран — Кайри Карăкри В.П. Егоровран çыру илтĕм. Владимир Петрович мана валли Леонид Николаевич ĕç вырăнĕ хатĕрлени çинчен пĕлтерчĕ. Çапла районти радиовещани редакцийĕнче тимлеме тытăнтăм, диктор тивĕçне те хамах пурнăçлаттăм. Ĕçĕм килĕшетчĕ, çавăнпах микрофон умĕнче 27 çул ытла иртрĕ. Красноармейскинчех çемье çавăртăм, ачамсем çитĕнсе аслă пĕлỹ илсе тĕрлĕ çĕре саланчĕç. Хам та тивĕçлĕ канăва тухрăм. Историрен çакă паллă: “Трак — Малти Трак — Янмурзино — Убеево тож — Красноармейское. Яла пуçарса яраканĕ Тракка ятлă тĕне кĕмен чăваш пулнă имĕш. Халĕ çак ятпа Тракка çырми хисепленет. Вулăссене йĕркелеме пуçласан, ял 1589—1781 çулсенче Çĕрпỹ уесĕнчи Упи вулăсне кĕнĕ. 1782—1922 çулсенче вăл Етĕрне уесĕнче шутланнă. Вăл вăхăтра ăна Малти Трак — Янмурзино Убеево тож” — тесе çырнă. 1935 çулта Трак, 1940-1945 çулсенче Красноармейски район центрĕ пулнă, 1962—1965 çулсенче Çĕрпĕве пăхăннă. 1859 çулта ялта 56 çемье шутланнă. Вĕсенче 274 çын пурăннă. Хĕрарăмсем арçынсенчен виçĕ çын ытларах пулнă. 1979 çулта — 1041 арçынпа 1294 хĕрарăм. Тепĕр теçетке çултан — 2059 тата 2286. Газ уçлакан Заволжски станци туса лартнă хыççăн райцентр нумай ỹснĕ. 1994 çул пуçламăшĕнче район центрĕнче 1397 хуçалăх шутланнă. Вĕсенче 4810 çын пурăннă (В. Константинов. “Трак тăрăхĕнчи ялсем”. Красноармейски, кăрлач, 1995 ç.). Район туса хунă хыççăн Красноармейски чăннипех ỹсме тытăнать. Малтанхи çулсенче чылай çуртсене киввисене пухса тунă. Çапла майпа парти райкомĕн, патшалăх банкĕн, перекет кассин, çар комиссариачĕн, районти ĕç тăвакан комитетăн пайĕсен, район хаçачĕн издательствин çурчĕсене, ыттисене туса лартаççĕ. Район центрĕнче библиотека ĕçлени паллă. 1967 çулта Красноармейскинчи Ленин урамĕнче 12 хваттерлĕ çурт хута кайнă. Урама асфальт сар-нă. Гурий Степанов ячĕллĕ урам аталанма пуçланă. Хам та 32 çул çак урамра пурăннишĕн хĕпĕртемеллипех хĕпĕртетĕп. Красноармейски куç умĕнчех ỹссе пынине те астăватăп — кун пирки район хаçатĕнче эпĕ те çырсах тăнă. 1986—1987 çулсенче, калăпăр, “Чебурашка”, “Çеçпĕл” ача сачĕсем çĕкленчĕç, пурăнмалли çуртсем хăпарчĕç. Газ уçлакан станци хута кайсан пушшех те. Пилĕк хутлă пурăнмалли çуртсем те турĕç. Эпĕ астăвассах, 1985 çулта автостанци, 1993 çулта райбольницăн 5 хутлă сиплев çуртне, 1986 çулта çыхăну çуртне, 1995 çулта район центрĕнчи 48 хваттерлĕ çурта хута ячĕç. Красноармейски ялĕнчен Шупашкаралла каякан автоçул çинче (Мăн Шетмĕ юхан шывĕ çинче) тимĕр-бетон кĕпер ĕçе кĕчĕ. Красноармейскине те çут çанталăк газĕ çит-рĕ. Красноармейскисем тыр-пул, çĕр улми, пахча çимĕç, сĕт, аш-какай туса илес çĕре те тивĕçлĕ тỹпе хывнă. Çак ĕçсенче вун-вун çын палăрнă, чыс-мухтава — орден-медальсемпе хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. 1976 çулхи çуллапа кĕркунне кунĕсем те асрах-ха. Утă уйăхĕн пуçламăшĕнче редакцине ĕçлеме пуçласа килтĕм. Пирĕн коллектива ун чухне сурăхсем валли йывăç милкесем хатĕрлеме çине-çинех Кĕçĕн Шетмĕ хуçалăхне яратчĕç. Субботниксене кашни шăматкунах каяттăмăр. Хăш-пĕр чухне самаях лỹшкекен çумăр айне лекеттĕмĕр. Йĕп-йĕпе таврăнаттăмăр пулсан та, хавхалану пысăкчĕ, нимĕн чухлĕ те ỹпкелешмен. Субботниксем вăхăтĕнче “Герой” колхоз садĕнче пан улми пуçтарнине, тăван “Прогресс” колхоза хăмла татса, çĕр улми кăларса пулăшнине паянчченех асра тытатăп. Субботниксем каярахпа та сахалах мар пулнă-ха. Хуçалăхсен ертỹçисем вĕсене хутшăнакансене хавхалантарсах тăратчĕç. Район хаçатĕнче ĕçленĕрен хама ура çине тăратнă çак коллектив çинчен кĕскен те пулин каласа памасăр чăтаймастăп. Унăн биографийĕ районпа пĕр çултах çырăнма тытăннă, пĕрремĕш номерĕ 1935 çулхи мартăн 6-мĕшĕнче тухнă. Çĕрпỹ хулинчи типографире 1200 экземпляр тиражпа пичетленнĕ. Пĕрремĕш номере А. Иванов яваплă редактор алă пуснă. Мĕн чухлĕ журналист, ытти професси çынни вăй хуман-ши каярахпа хаçат вулакансемшĕн интереслĕ те кăмăла каймалла тухтăр тесе? Района çĕнĕрен йĕркелесен, район хаçачĕ 1966 çулхи майăн 1-мĕшĕнчен “Ял пурнăçĕ” ятпа тухма пуçланă. Чи пысăк тираж — 5217 экземпляр — 1989 çулта пулнă. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Л.Н. Николаевпа И.А. Прокопьев редакци коллективне нумай çул хушши ертсе пычĕç. Пĕрле вăй хунисем — Р.В. Васильев, В.А. Ершов, А.И. Иванов, В.П. Николаева, В.П. Петров (вĕсем пирĕн хушăра тек çук ĕнтĕ, йывăр тăприсем çăмăл пулччăр — АВТ.), ыттисем ялан асра. Редакцин хальхи пысăках мар йышне вара çитĕнỹ çулĕпе хастаррăн утăмлама пысăк хавхалану сунатăп. Район хаçачĕ тухма тытăннăранпа 85 çул çитнине пурте пĕрле кĕтсе илесчĕ-ха. Красноармейски тăрăхĕ илемлĕ вырăнсенчен те пуян. Вĕсем пирки хăй вăхăтĕнче редакторта тимленĕ Л.Н. Николаев (Леонид Савран) çыравçă уйрăм брошюрăра та туллин çырса кăтартнăччĕ. Кунти вăрмансемпе çарансене эпир кăмпа-мăйăр пуçтарма çỹренĕ, пĕви-кỹллисенче пулă тытнă. Çакăнти сывлăша кăкăра туллин сывласа илнĕ, ырлăх пурришĕн савăннă-хĕпĕртенĕ. Маларах палăртрăм ĕнтĕ, Красноармейски ялĕ ỹссе, аталанса, илемленсе пырать. Район администрацийĕн пуçлăхĕнче А.Н. Кузнецов вăй хума тытăнсан татах та. Александр Николаевич — ĕçлĕ, пуçаруллă çын. Илемлĕхе, çĕннине аван курать, çакна пурнăçа кĕртме тăрăшать. А.Н. Кузнецов, Алманч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.В. Долгов тата эпĕ 2009 çулта патшалăх службин Атăл-Вятка академийĕнчен пĕрле вĕренсе тухрăмăр. Александр Николаевича ун чухне хамăр район ертỹçинче курасса тĕлленмен те! Халĕ, авă, вăл Трак тăрăхне килнишĕн савăнатпăр та, хĕпĕр-тетпĕр те. Александр Николаевич тăрăшнипе, çине тăнипе район центрĕ куç умĕнчех илемленсе-капăрланса пырать. Темиçе çул каялла кунта икĕ фонтан пуласса тĕлленнĕ-и-ха эпир? Çук, паллах. Çĕнтерỹ паркне те çĕнĕ сăн кĕчĕ. Тротуарсем хурăнчĕç. Ытти паха ĕçсем сахал-им тата?! Александр Николаевич куншăн районта тата райцентрта пурăнакансен тав сăмахне тивĕçех. Малашлăхра вăл йĕркелесе пынипе çĕнĕ ырă улшăнусем нумай пулса иртессе шансах тăратпăр. Халĕ район центрĕнчи 2 пин ытла уйрăм хуçалăхра 5 пин ытларах çын пурăнать. Статьяна вĕçленĕ май, эпĕ вĕсене пурне те пуласлăхра çĕнĕ çитĕнỹсем туптама ырă сывлăхпа вăй-хал тата пархатар сунатăп, тăван ен илемлĕхĕпе капăрлăхĕшĕн кашнине кар тăма вăй-хăватпа ăнтăлу пултăр.
Красноармейски ялĕнчи ят-сумлă çынсем
Иван Артемьевич Артемьев, РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ ветврачĕ.
Ольга Андреевна Александрова, “Хисеп палли” орден.
Анатолий Алексеевич Горшков, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ.
Роза Наумовна Григорьева, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Леонид Алексеевич Журавлев, ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ.
Александр Ефимович Ефимов, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ. Елизавета Алексеевна Лемм, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ.
Василий Михайлович Михайлов, “Хисеп палли” орден. Николай Николаевич Николаев, ЧР культурăн тата ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, “Хисеп палли” орден.
Николай Петрович Петров, ЧР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ.
Ирина Ивановна Пашкеева, РФ тава тивĕçлĕ врачĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ.
Николай Федорович Федоров, СССР Шалти ĕçсен министерствин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Галина Леонидовна Шестакова, РФ социаллă хỹтлĕхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Михаил Ермолаевич Гугушкин, “Хисеп палли” орден.
Лев Васильевич Иванов, III степень Ĕç Мухтавĕн орденĕ.
Юрий Никитич Иванов, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ.
Анатолий Максимович Трофимов, ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ.
Степан Николаевич Николаев, “Ĕçре палăрнăшăн” медаль.
В. Данилов-Тавкил