08 октября 2019 г.

Пултаруллă, ырă çынсем сахал мар пирĕн тăрăхра. Вĕсенчен тĕлĕнмесĕр май çуках, пур ĕçре те маттур. Чĕререн парăнса, чун ыйтнă пек малалла тинкерсе вăй хураççĕ вĕсем. Çынпа çынлăн, чыс-сумлăн пурăнаççĕ. Вутлан ялĕ салапа юнашар. Илемлĕ, капмар çуртсем куçа йăмăхтарса, илĕртсе лараççĕ. Паянхи кун урамра хытă сийлĕ çул сарнă. “Тавах тăрăшакансене, — тет кунти ял-йыш. — Ара, уйра та çак çул тăсăлать-çке, тухса çỹреме аван пулĕ текех”. Çулланнă çынсем, ĕçпе пиçнĕскерсем, сакăр теçетке урлă каçнă ватăсем хальхи пурнăçпа питех те кăмăллă. “Укçине параççĕ, лавккисенче тем те пур: тух — ил, стройка тума та хатĕр-хĕтĕрĕ çителĕклех, 2—3 хутлă çурт хăпартма та пулать, ĕçле кăна, — пĕлтерет ку ял çынни, Нина Петровна Федорова. — Кун пек пуласса шутлама та пултарайман эпир çамрăк чухне. Шел, çулсем иртсех пыраççĕ, пурăнас та пурăнас килет çак ырлăхра”. Нина Петровна кăвакпа сăрланă, самаях çирĕп çуртра пурăнать, ăна сарнă та, тăснă та халь. Çĕнĕ шурă мунча хăй патне туртать. Сарайĕ те вĕр-çĕнĕ. Шалта тĕрлĕ пахча çимĕç вырăн тупнă, кашни уйрăм ешчĕкĕсенче шăписене кĕтеççĕ. Веранда сарлака. Кунта пан улми турамĕсем уçă сывлăшпа, хĕвелпе типеççĕ. Кил-çуртра таса, çутă, пур япала та хăйĕн вырăнĕнче. Хăнасене çĕр каçма 6 койка-вырăн пур. Пурте чуна кăмăллă. Пахчари 40 çул ытла лартнă улмуççисем те ватлăхне парăнмаççĕ-ха, илемне çухатман, кăçал та çимĕçсемсĕр мар. — 1934 çулхи октябрĕн 8-мĕш кунĕнче тĕнчене килнĕ эпĕ, — каласа парать хăй çинчен Нина Петровна. — Виçикассинче (Çĕрпỹ) çуралнă, унтах вунă çул хушши вĕренсе ăс пухнă. Иккĕмĕш ача пулнă эпĕ. 3 хĕр ỹсрĕмĕр. Тăватă ывăл пурăнма, шел, вăй çитереймерĕç — пỹртре сивĕччĕ, шăнчĕç пулас. Чиртен çăлма çăмăл марччĕ ун чухне. Вунă класс хыççăн хĕр-упраç Шупашкара çул тытнă. “Укçа пулман ялта, мĕн те пулин сутас тесе поездпа çỹреттĕм. Ỹксе те юлнăччĕ пĕррехинче картлашкипе хăпарайманран, — асилет паян ватă. — Хулара тăванăн пепкине пăхса пулăшрăм, каярах унти хатĕрлев кантурин уйрăмне вырнаçрăм. Пур ĕçе те тунă кунта. 1959 çулта качча тухрăм та мăшăрăм ялне, Вутлана куçма тиврĕ. Çак таранчченех пурăнатăп, пĕчченех — упăшкам 54 çултах çĕре кĕчĕ, ав. Ачасем пулăшсах тăраççĕ, хăйсен вырăнне тупнă пулсан та. Тракри хатĕрлев кантурĕнче (качча килсенех вырнаçнăччĕ) 31 çул тăрăшрăм. 11 ертỹçĕпе ĕçлеме тỹр килчĕ. Мĕн пухмаллине (çĕтĕк, кивĕ пусма таврашĕ, çăм, хут, çĕр улми, сиплĕ курăксем т. ыт. те) йышăнаттăмăр, михĕсене йăтма тиветчĕ. Ĕç хучĕсене те çырса йĕркеленĕ. Ара, кĕретсĕр майпа 2,5 çул хушши коопераци техникумне вĕренсе пĕтер-нĕччĕ эпĕ. Каламалла, Трак станцийĕнче рабочи те, бухгалтер та пулмалла пулнă. 3 çын кăна тăрăшнă-çке çĕр улми ăсатма. Тулли михĕсем çăм миххи марах. — Таçта та çитсе куртăмăр çак ĕç-пуçа пула. Тăрăшни сая кайман, пур пек хулара та пулса куртăмăр — калаçма ỹркенмест хастарлă Нина Петровна. — Канма та путевкăсене тỹлевсĕрех тыттаратчĕç, туризм мĕнне те пĕлтĕмĕр. Шутлатăп та халĕ, паян пулсан та çаплах вăй хунă пулăттăмăр эпир. Чун çапла хушнă, хушать те — ялан малти ретре пулмалла, тăрăшмалла, йывăрлăхсене пăхмасăр. Халĕ те, ав, 85-ре пыратăп пулин те, кускалатăп-ха килте. Ĕç-пуçа йĕркелесех тăратăп, шĕкĕр Турра. Ачамсем килсех çỹрени, пулăшни мана хавхалантарать, шанăç парать. “Телейлĕ эпĕ” теес килет. Упăшкам çукки çеç хурлантарать. Паян пурте пур, пурнăç çеç кĕскелсех пырать. Упăшки Семен Федорович Федоров тракторист пулнă, “Победа” (кайран “Россия”) колхозра ĕçленĕ. Медальсене те, ордена та тивĕçнĕ вăл хăй вăхăтĕнче. — Пире ялта хисеплетчĕç, “ятлă çынсем” тетчĕç. Хунямапа кăмăллăн 30 çул пĕрле пурăнтăмăр. Сайра пулать кун пекки. Ачамсене ỹстерме пулăшнă вăл, килти ĕçсене те тунă, выльăх та пăхнă, 90 çула кăшт çитеймерĕ, — тет ватă. Хисеп хучĕсем, дипломсем сахал мар Нина Петровнăн. Райпоран хавхалантарсах тăнă ĕçчене. Пичетре пĕр хут мар пулнă вăл (хаçачĕсем сарăхнă пулин те, ăнтăлсах вулать хĕрарăм). Паллах, пĕр ывăлпа икĕ хĕрĕ, вĕсен ачисем мухтанаççĕ унпа, чыс-хисепре усраççĕ (ытла та йĕркеллĕ-çке ку килте — АВТ.). — Пĕр кун сиктермесĕр шăнкăравлаççĕ, ман сывлăхпа интересленеççĕ, — куçĕсем çиçсе илеççĕ ватăн. — Тав вĕсене. Виçĕ ачи, ывăлĕпе икĕ хĕрĕ, аслă шкул пĕтернĕ-мĕн. Тухтăр та, экономист та пур вĕсен хушшинче. Мăнукĕсем те е вĕренеççĕ, е ĕçлеççĕ те ĕнтĕ. Пурте малаллах пăхса утаççĕ. Владислав МУП ЖКХ ĕçченĕ, газооператор, Эльвира Элĕкре тухтăр-терапевт, Надежда — Шупашкар хулин экономисчĕ. — 4 мăнук, кĕçĕн пĕр мăнук манăн, — вĕçлет калаçăва Нина Петровна, мăнаçлăн çуталса. — Хушăран уйăхшар кашнин çемйине çитсе пурăнатăп. Ялан ăш пиллĕн йышăнаççĕ, ăсатаççĕ. Ялта чухне апат-çимĕç продукчĕсемпе тивĕçтерсе тăраççĕ. Мăнуксене хамах ỹстерни те кунта витĕм паратех. Чăнахах тава, чыс-сума тивĕçлĕ Нина Петровна Федорова. Хамăн та унăн вырăнĕнче пулас килчĕ пĕр самант. Пĕр пек шăпа çук çав, питĕ шел. Ырлăх-сывлăх сунар эппин ăна хунямăшĕ пек пурăнма, вăрăм кун-çул пултăр унăн та.
В. Рудникова.