08 октября 2019 г.
Крентейкассинчи кану çуртĕнче, Аслă ăру çыннисене хисеплесе уяв иртнĕ, унта “Красноармейский “ совхоза кĕнĕ Хусакасси, Крентейкасси тата Йỹçкасси ялĕсенчи ватăсем пухăнчĕç. Ватă çынсен праçникне кану çучĕн ертỹçи Г. Яковлева тĕплĕн хатĕрленни куç кĕретех. Йывăç çурта хутса ăшăтнă, апат-çимĕç тата чечек ăстисен куравĕ йышлă та пуян. Йỹçкассинчи Станислав Владимиров баянне тăсса ячĕ те С. Спиридонова, М. Гордеева, З. Федорова, Л. Петрова, Р. Иванова “Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать” юрра шăрантарчĕç. Тепĕр ушкăн вара “Линкка-линкка” кĕвĕпе ташă ушкăнне пĕрлешрĕ. Тутлă апат-çимĕç ăстисен тупăшăвĕнче Елена Владимирова, Любовь Афанасьева парнеллĕ пулчĕç. Уявра Е. Владимирова, Л. Петрова хастарсене районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен президиумĕн Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Крентейкассинче тивĕçлĕ канăва тухнă çынсене Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Геннадий Сверчков саламларĕ, ырлăх-сывлăх, кил ăшши сунчĕ.
Г. Ефимов.