АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сакăр теçетке урлă каçнисем те хутшăнчĕç

08 октября 2019 г.

Пайсупин ялĕнче тивĕçлĕ канăва тухнисем хĕрĕхе яхăн. Хăйсен уявне, Аслă ăру çыннисен кунне, çулленех пысăках мар йышпа пухăнса палăртаççĕ. Кăçал та ялти кану çуртне пухăнчĕç вĕ-сем. Асăннă мероприятине чăннипех те лайăхрах йĕркелес тĕлĕшпе ялти ĕçпе вăрçă ветерансен канашĕ (председателĕ Т. Теретьева, чле-нĕсем П. Яковлев, А. Прокопьев) чылай тăрăшать. Палăртнă вăхăтра çынсем вырăнсене вырнаçрĕç, кашни килĕренех тĕрлĕрен апат-çимĕç, улма-çырла илсе килнĕ. Сăмахран, Виталий Степанов пухăннисене сиплĕ иçĕм çырлипе хăналарĕ. Программа тăрăх, чăн малтанах пĕчĕк концерт кăтартрĕç. Юрă-ташă пултарулăхĕнче С. Прокопьева, П. Яковлев, В. Прокопьев, Е. Сергеева, Ю. Федоров, Ю. Арсентьев палăрчĕç. Пухăннисем кану çурчĕн хуçине ăшă туса панăшăн тав турĕç, сăмах май, Андрей Великов çак вырăнта çĕнĕ çын-ха. Пайсупинти ватăсене уяв ячĕпе Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Димитриева тата специалисчĕ А. Алексеева ятарласа саламлама килнĕ. Вĕсем тухса калаçрĕç, хăш-пĕр ыйтусене хуравларĕç. Уяв хут купăс кĕввипе пуянланчĕ, сакăр теçетке урлă каçнисем те ташша тухрĕç.

Г. Ефимов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика