АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тусай ачи, учитель-фронтовик Владимир Александров

08 октября 2019 г.

 (Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 73-мĕш номерте).

Хĕсметре — Европа тăрăх

Çĕнтерỹ кунĕ! Мĕнле савăнăç! Мĕнле телей! Вăрçă пĕтрĕ! Ашшĕ-амăшĕшĕн, тăванĕсемшĕн, Тăван çĕршывшăн тунсăхланă салтак кĕçех киле таврăнас ĕмĕтпе пурăнать. Анчах ăна çар эшелонĕ каллех хура тĕтĕмпе йăсăрланакан ишĕлчĕксен айĕнчи Берлина илсе çитерет. 1945 çулхи утă уйăхĕнче Потсдам хулинче пулса иртнĕ конференцие хутшăннă виçĕ патшалăх хăрушсăрлăхне сыхланă вăл. Ку конференцие Совет Союзĕнчен — Иосиф Сталин, Америкăри Пĕрлешỹллĕ Штатсенчен — Гарри Трумен, Великобританинчен Уинстон Черчилль хутшăннă. Чăваш салтакĕ виçĕ çĕршыв пуçлăхĕ Европа карттине "касса çыпăçтарнă" вăхăтра конференци иртнĕ Кермен умĕнчи постра тăнă. Унта шанчăклă салтаксене кăна янă. Тĕнчери хăрушă вăрçă лăпланса пынă вăхăт. Владимира, Çĕрпỹри фельдшерсен шкулĕнче икĕ çул вĕреннĕскере, Германири тата Польшăри госпитальсене хĕсмет вăхăтне тăсма яраççĕ. Лазаретсенче санинструктор пулса ĕçлет. Ку вăхăтра Европăра ỹт-тир тата инфекци чирĕсем хытă алхаснă. Чирлĕ çынсене тăтăшах тĕрлĕ хуласене — Дрезден, Галле, Потсдам, Торгау, Варшава — кайса çỹресе сиплемелле пулнă. Ăс-тăнлă каччă нимĕçсен, поляксен тата ытти халăхăн культурипе, историйĕпе кăсăкланнă, йăли-йĕркипе тĕплĕн паллашнă. Çавăн чухне ун чунĕнче географипе истори вĕрентекенĕ пулас туртăм вăранать. Хăй тĕллĕн малалла ăс пухма шутлать. Эпĕ хĕсмете ун патне вăтам шкулта вĕренмелли учебниксене посылкăпа тăтăшах ярса парса тăраттăм. "Янравлă, шавлă вăхăтрах вулаттăм, вĕренеттĕм. Вĕсен шавĕ мана хăлхана кĕмест. Пĕрле службăра тăракан салтаксем эпĕ шавра вуласа ăнланнинчен тĕлĕнетчĕç", — тесе каласа паратчĕ пичей. Вăл та ман пата Польшăран тăтăшах парнесем ярса паратчĕ, паха материалсем, кĕпесем, костюмсем… Çар службине вĕçлесен 1950 çулхи чỹк уйăхĕн 5-мĕшĕнче тăван киле сержант званипе таврăнчĕ. Аттепе аннен тата пирĕн савăнăçа каласа пама сăмах та çитмест. Тăван çĕршывăмăра хỹтĕлесе вут-çулăм витĕр тухнă паттăрăн кăкăрĕ çинче орден-медаль ялкăшать.

Вĕренмелле, вĕренмелле, вĕренмелле…

Вăрçă çамрăкăн малалла вĕренес ĕмĕтне татрĕ пулсан та вăл тарăн пĕлỹ илме чун хавалĕпе туртăнатчĕ. Владимир Шупашкарти иккĕмĕш вăтам шкул çумĕнчи каçхи шкулта тăрăшса вĕренчĕ. Эпĕ ун чух пединститутра ăс пухатăп. Студентка тата вăрçăран анчахрах таврăннă "шкул ачи" çынсем патĕнче хваттерте пурăнтăмăр. Пичей вăтам шкулăн саккăрмĕш, тăххăрмĕш, вуннăмĕш классен программисене ултă уйăх хушшинче экстернă майпа экзаменсене парса алла аттестат илчĕ. Хыççăнах Хусанти В.И. Ульянов ячĕллĕ университетăн географи уйрăмĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухрĕ. Тăрăшса вĕреннĕ, педагогсен ăслă сăмахĕсене ăса хывнă. Географи тата истори предмечĕсен вĕрентекенĕ пулса тăчĕ. Юрра-кĕвве питĕ юрататчĕ — баянпа та, купăспа та, аккордеонпа та ăста вылятчĕ. Ăсталăхне малалла аталантарас тĕллевпе Канашри педагогика училищин музыка уйрăмĕнче куçăн мар майпа вĕренсе пĕлỹ илчĕ.

Хисеплĕ вĕрентекен

Алла дипломсем илсен республикăри тĕрлĕ пĕлỹ учрежденийĕсенче — Çĕмĕрле районĕнчи Юманайри вăтам шкулта, нумай вăхăт Канаш районĕнчи Шăхасанти вăтам шкулта вĕрентекен пулса ĕçлерĕ. Ỹссе пыракан ăрăва нумай çул пĕлỹ тата тĕрĕс воспитани парас ĕçре вăй хучĕ. Ĕмĕр тăршшĕпе ачасене географи, истори, музыка, нимĕç чĕлхи вĕрентрĕ. Ĕмĕрне Шăхасан салинче Лиза мăшăрĕпе пурăнса ирттерчĕ. Лиза ача садĕнче ĕçленĕ. Ватлăхра тăван яла атте килне таврăнчĕ. Тивĕçлĕ канăва кайсан та вун икĕ çул хушши шкулта педагог, ача садĕнче музыка ертỹçи пулса шăпăрлансене кĕвве-çемме юратма вĕрентрĕ. Педагогикăна 42 çул халалланă хисеплĕ вĕрентекен. Вăл хăйĕн анлă пĕлĕвĕпе, ăслăлăхĕпе çĕршер шкул ачине пурнăçăн аслă çулĕ çине тăратрĕ.

Анлă тавра курамлă учитель

Библиотека уншăн иккĕмĕш килччĕ. Володя хăй ĕç-пĕлĕвне аталантарассине кĕнеке витĕр курнă. Кĕнекене питĕ хисеплетчĕ, мĕн ачаран каçăхса кайса вуланă. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чух аслă классенчи истори, географи кĕнекисене пĕтĕмпе шĕкĕлчесе тухрĕ. Анне кăмака умĕнче ĕçленĕ вăхăтра ун умĕнче тапăртатса ташласа кăна тăратчĕ, хăй мĕн вуланине, мĕн пĕлнине каласа пама хыпаланатчĕ. Вăрçă хыççăн Шупашкарти иккĕмĕш вăтам шкул çумĕнчи каçхи шкулта вĕренчĕ. Эпĕ — студентка. Пире институтра ятарлă программăпа вулама панă тĕнче литературин палăкĕсене — "Илиада", "Одиссея", "Гаргантюапа Пантагрюэль", "Дон Кихот", "Улисс" манран малтан вуласа тухрĕ. Хусанти аслă шкулта вĕреннĕ вăхăтра истори, политика, общество, археологи, философи, литература ыйтăвĕсемпе кăсăкланнă. Ытларах ăна Раççей, Чăваш халăхĕн тата Атăл тăрăхĕнчи ытти халăхăн историйĕ, этнографийĕ интереслентернĕ. Ку тĕлĕшпе вăл Н.М. Карамзинăн "История государства Российского" нумай томлă изданине, энциклопедипе словарьсене, справочниксене тĕплĕн тишкернĕ. Анлă тавракурамлă каччă философине питĕ кăмăллаччĕ. Манăн ытла та "пуç çавăрттаракан" предмет патне ун пекех вăйлă туртăм нихăçан та пулман. Вăл университетра вĕреннĕ вăхăтра иксĕмĕр тĕл пулсан "философи каçĕсем" ирттереттĕмĕр. Пичей мана çĕрĕ-çĕрĕпе çут çанталăк, общество, шухăшлав аталанăвĕн пĕтĕмĕшле саккунĕсене тĕпчекен ăслăлăх предмечĕпе паллаштаратчĕ. Эпĕ каçхи лектора çăвар карса итлеттĕм. Уйрамах, классикăллă нимĕç философине пуçарса яраканĕн Иммануил Кантăн, нимĕç шухăшлавçин Фридрих Ницшĕн ĕçĕ-хĕлĕ шухăша яратчĕ. Авалхи Греци философĕсен Сократăн, Аристотелĕн, Платонăн, сăвăç Гомерăн ĕçĕсем çирĕммĕш ĕмĕрте те хăйсен сĕмне çухатманни тĕлĕнтеретчĕ. Ĕмĕр тăршшĕпе Владимир Александрович Шупашкарти тата Хусанти тĕп библиотекăсемпе, Кĕнеке палатипе тата республикăри патшалăх истори архивĕпе тачă çыхăну тытса тăчĕ. Мĕн виличчен районти, ялти библиотекăран тухма пĕлмерĕ. Юлашки çулсенче алла туя тытсан та кăштăртатса утса вулавăшран кирлĕ кĕнекене тупса килетчĕ, ача чухнехи пекех çĕр çывăрмасăр вулатчĕ. Çĕнĕ кăларăмсем библиотекăсенче чăн малтан ун алли витĕр тухнă тени те ỹстерсе калани пулмасть. Ăс-тăнĕ ватлăхра та питĕ çивĕччĕ. Ун пирки çынсем шỹтлесе, "Ходячая энциклопедия", — тетчĕç. 80 çултан иртсен те тĕнчери, пурнăçри, историнчи, политикăри пулăмсене, тĕрлĕ паллă датăсене лайăх астăватчĕ. Ыйтсан, нумай шутласа тăмасчĕ, шарт! кăна каласа паратчĕ.

Янра, хут купăс!

Кун-çул тени пурăнма пĕлсен çеç илемлĕ. Çĕршыв тата тĕнче ирĕклĕхĕшĕн вут-çулăм витĕр тухнă салтак пурнăç илемне туллин туятчĕ. Музыка туртăмĕ ашшĕнчен ывăлне чунпа-юнпа куçнă. Атте те мĕн çĕре кĕричченех балалайка каласа ял халăхне юрласа ташлаттаратчĕ. Владимир Александрович ĕмĕр тăршшĕпе алăран хут купăс та, баян та, аккардеон та яман — юрă-ташă кĕввине ăнăçлă усă курса, янравлă кĕвĕсем шăрантарса ентешĕсене савăнтарнă. Тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ çĕре хутшăннă — концертсене, спектакльсене чĕрĕ музыкăпа тивĕçтернĕ. Шкул ачисене те çак ăсталăха туптама пулăшнă. Пенсие тухсан та килте алă усса ларман ветеран. Республикăри тата районти обществăлла пурнăçа активлă хутшăннă. Районти вăрçăпа ĕç ветеранĕсен Совечĕн пайташĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа ỹнер тата литература обществин хастарĕ пулнă май тăван ен культурипе историне аталантарас, çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийĕ парассишĕн нумай вăй хунă. Районти тата ялти ветерансен хорĕн музыка ертỹ-çинче ĕçленĕ май ял пурнăçне çĕнĕ варкăш кĕртнĕ, илем кỹнĕ. Халăх уявĕсемпе тĕрлĕ культурăллă мероприятисем сахал мар ирттернĕ. Ветерансен хорĕ пултарулăхĕпе районта кăна мар, республикăра та тĕрлĕ смотр-конкурс, фестиваль лауреачĕ пулса тăнă. Хор репертуарне те пуянлатма тăрашнă вăл, Раççей, Чăваш Ен, хамăрăн Трак тăрăхĕ, ĕç тата çар паттăрĕсем çинчен хывнă юрăсем мăнаçлăн шăранаççĕ, ĕлĕкхи ырă йăла-йĕркене малалла аталантараççĕ. Эпĕ унăн вăй-хăватĕнчен, чун çирĕплĕхĕнчен тĕлĕнеттĕм. Вăрçă вăхăтĕнчи сурансене пула пỹрнисем хутланса пĕр çĕрелле çыпăçăнсах ларнăччĕ. Баянпа, хут купăспа выляма пăрахас мар тесе Шупашкарта больницăра операци тутарса, пỹрнисене, аллине ятарлă хăнăхтарусем туса музыка инструменчĕсемпе чиперех выляма пуçларĕ. "Юрă-кĕвĕ çынсен чун-чĕринче шанăç, хавхалану, ырă тĕллевсем çуратать. Ветерансем хора юрлама кăна мар, чунпа канма та çỹреççĕ", — тесе хавхаланса каласа паратчĕ вăл. Кăштăртатса ешчĕкрен пĕртен-пĕр нимĕç трофейне — баянне — туртса кăларатчĕ те "В лесу прифронтовом" вальса тăсса яратчĕ…

Ырă йĕр хăварнă

Чăваш халăхĕ хăйĕн ывăлĕпе Александров Владимир Александровичпа чăннипех те мухтанма пултарать. Тăван çĕршыв вăрçин I степеньлĕ орденĕн, Мухтав II тата III степеньлĕ орденĕн, "Паттăрлăхшăн", "Берлина илнĕшĕн", "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн", "Беларусь Республикине ирĕке кăларнăранпа 65 çул" тата ытти нумай медаль кавалерĕ. Унăн — вун-вун Хисеп грамоти. Великобритани, АПШ, СССР Правительствисен пуçлăхĕсен Потсдамри конференцине тивĕçлĕ хуралланăшăн СССР шалти ĕçсен халăх комиссариачĕн тав хутне илнĕ (1945). Вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăхне çырса кăтартса "Астăвăм" кĕнекен тăваттăмĕш томне, кĕске биографине — Красноармейски районĕн тулли энциклопедине тата "Çынсем тата шăпасем" энциклопеди-справочника кĕртнĕ. Пирĕн çемье архивĕнче дневниксем упранаççĕ. Ку вăл — Владимир Александровичăн аса илỹсен кун кĕнекийĕ. "Вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă салтакăн ал çыравĕ" — тесе ят панă ăна пичей. Тăватă çул хушши пынă ылханлă вăрçă çулĕсем, ĕмĕрлĕхе ăша кĕрсе вырнаçнă самантсем çинчен хăйĕн ал çырăвĕсенче çырса кăтартнă вăл. Чăннипе те, историлле документ. Унта чи кăсăклă вăрçăри пулăмсене кĕртнĕ. Фронтовикăн кун кĕнекийĕ ỹссе çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани панă çĕрте калама çук пысăк вырăн йышăнать. Чăваш Республикин хальхи историнчи Патшалăх архивĕн фондĕнче ун çинчен документаллă материалсем упранаççĕ. Унăн пархатарлă ĕçĕпе, пурнăçĕпе сăн ỹкерчĕксем, документсем, патшалăх наградисем туллин паллаштараççĕ. Чăваш Ен телерадиокомпанийĕ теле-радиопередачăсем кăларнă. Вăрçăри çулĕ-йĕрĕ, мирлĕ пурнăçри ĕçĕ-хĕлĕ çинчен хаçат-журналта, тĕрлĕ кĕнекепе пухусенче çырнă. Вĕсем вĕрентекен-фронтовик пурнăçĕпе тата ĕçĕсемпе паллаштараççĕ кăна мар, Чăваш Енĕн вĕренỹпе культура аталанăвĕн историне тĕпчекенсене статьясем, диссертаци тата нумай енлĕ тĕпчев ĕçĕ çырнă чухне пулăшма пултараççĕ. Владимир Александрович 2012 çулхи юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче 86 çулта пурнăçран уйрăлчĕ. Ватă учитель-ветеран ватлăхра хуллен, аран утса çỹрерĕ. Вăрçă вучĕн тискерлĕхне аса илтерсе тăракан суранĕ мĕн çĕре кĕричченех асаплантарчĕ. Фронтовикăн портретне тăванĕсем, вĕренекенĕсем çулсерен Аслă Çĕнтерỹ кунĕнче "Вилĕмсĕр полк" йышĕнче мăнаçлăн йăтса утаççĕ, унăн иксĕлми паттăрлăхĕ нихăçан та асран тухас çуккине çирĕплетеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика