08 октября 2019 г.
Кăçалхи 9 уйăхра райадминистрацин ЗАГС пайĕ 352 акта регистрациленĕ. Çак тапхăрта 76 пепке çуралнă, иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 24 ача сахалтарах. Арçын ачасене ытларах Иван, Максим, хĕр ачасене Анна, Виктория ят хунă. 9 уйăхра 192 çын (пĕлтĕр 171) вилнĕ. Çак хушăра 38 çамрăк çемье (пĕлтĕрхинчен 6 сахалтарах) мăшăрланнă, 25 çемье уйрăлнă (иртнĕ çулхинчен 3 çемье нумайрах). Сентябрь уйăхĕнче 7 ача (пурте арçын ача) çуралнă, 21 çын вилнĕ, 5 çемье мăшăрланнă, 3 çемье уйрăлнă. Е. Павлова.