09 февраля 2010 г.

Кĕçĕн Шетмĕри тĕслĕх библиотекăра “Красноармейски районне — 75 çул” тата “Аслă Çĕнтерĕве халаллатпăр” кĕнеке выставкисем йĕркеленĕ. Ку енĕпе ятарлă ĕç планĕсем те пур. Вĕсене курăнмалли вырăна çакнă.
Библиотекăра, юбилейсене халалласа, тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттереççĕ, тĕл пулусем, викторинăсем пулаççĕ. Кунта халĕ 6500е яхăн кĕнеке шутланать, 46 видеокассета, 98 диск пур. Кунсăр пуçне ял тăрăхĕ 27 журналпа 8 хаçат, çав шутра “Ял пурнăçне” те, çырăнса панă. Библиотека çулне 500 ытла вулакан такăрлать, çав шутра ватăсем те, вăй питтисем те, шкул ачисем те йышлă.