АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăх енчен кăтартнă

09 февраля 2010 г.

Лайăх енчен кăтартнă

 

Февралĕн 4-мĕшĕнче райпо уполномоченнăйĕсен пухăвĕ иртрĕ. Унта райпо канашĕн председателĕ А. Дмитриева çулталăкри ĕç-хĕл пирки отчет турĕ.

Хăйĕн докладĕнче Альбина Ильинична çакна палăртрĕ.

Пĕлтĕр райпон тавар çаврăнăшĕ 202,3 миллион тенкĕпе танлашнă, ку 2008 çулхинчен 3 миллион тенкĕ нумайрах. Районти кашни çын пуçне 19149 тенкĕ, е виçĕмçулхинчен 368 тенкĕ ытларах, тавар сутнă. Кĕçĕн Шетмĕ, Алманч, Сурăмхĕрри, Нимĕчкасси, Мăн Шетмĕ, Васнар, Кушкă, Пикшик, Чатукасси, Янмурçин, райцентр магазинĕсен коллективĕсем хăйсен тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлаççĕ. Пĕлтĕр халăха кредитпа 2778 пин тенкĕлĕх, е 2008 çулхинчен 10,6 процент нумайрах, тавар сутнă. Çынсем хăйсене таварпа тивĕçтерекен (самообслуживани) йĕркепе çĕнĕрен икĕ магазин ĕçлеме тытăннă. Халĕ ку меслетпе 9 магазин тата пай ĕçлет. Кăçал тата 3 магазин çав йĕркепе ĕçлеме тытăнмалла.

Обществăлла апатлану çаврăнăшĕ те малтанхи çулхинчен ÿснĕ. Ку отраслĕн хăйĕн продукцийĕ 72,2 процент йышăнать. Ку республикăра чи пысăк кăтарту. Ашпа çăнăхран хатĕрленĕ çурма фабрикатсене пур магазинсенче те сутаççĕ. Пĕлтĕр пулă 19 тонна, е малтанхи çулхинчен 80 процент ытларах, хатĕрленĕ.

Çăкăр 609 тонна пĕçернĕ, шушкă 33, сухари 11, макарон 58, кондитер таварĕсене 85 тонна хатĕрленĕ.

Хатĕрлев тавар çаврăнăшĕ 19 миллион тенкĕпе танлашнă. Сĕт 11325 центнер (республикăра 7-мĕш вырăн) туяннă, ку тĕлĕшпе Алманч, Крентейкасси, Шупуç, Нимĕчкасси, Пайсупин, Пшонкă, Çырмапуç магазинĕсем аван ĕçлеççĕ.

Çулталăк хушшинче чылай магазинпа столовăйра, çăкăр комбинатĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Тĕрлĕ налуксене 11 миллион тенкĕ тÿленĕ.

Докладра умри тĕллевсене те (тавар çаврăнăша, çурма фабрикатсем кăларассине заданипе пăхнă чухлĕ ÿстересси, вĕсене пулăран та хатĕрлесси) уçăмлăн кăтартнă.Тавар çаврăнăша 11,4, обществăлла апатланупа хатĕрлевĕнне 10-шар, производство калăпăшне 3,5 процент ÿстермелле.

Виççĕмĕш çул райпора вун виççĕмĕш ĕç укçи тÿлеççĕ. Пĕлтĕр ăна 1697,5 пин тенкĕ панă. Вăтам ĕç укçи 8628 тенкĕпе танлашнă (Чăвашпотресоюз тытăмĕнче 8200 тенкĕ).

Прение тухса калаçнисем доклада сарчĕç, пуянлатрĕç. З.Григорьева, акă, теплица тăвас ыйтăва çĕклерĕ. Чăвашпотребсоюз председателĕн çумĕ Н.Наумова райпо тĕнчере экономика кризисĕн условийĕсенче те хăйне лайăх енчен кăтартнине, çынсем эмел курăкĕсем пухса та чылай хушма укçа ĕçлесе илме пултарнине палăртрĕ.

Пуху ревкомисси отчетне çирĕплетрĕ, сÿтсе явнă ыйтусемпе тивĕçлĕ решени йышăнчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика