АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Талăкра — 14-шар литр ытла

09 февраля 2010 г.

Талăкра — 14-шар литр ытла

 

Тулли мар яваплă “Волит” пĕрлешÿн Йĕпремри сĕт-çу фермин коллективĕ хĕл кунĕсенче те выльăх-чĕрлĕхрен илекен продукци калăпăшне пĕчĕклетесшĕн мар. Халĕ кунта талăкра кашни ĕнерен вăтамран 14-шар литр ытла сĕт сăваççĕ.

Фермăна тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, ют çĕр-шывра туса кăларнă оборудовани вырнаçтарнă хыççăн ĕç условийĕсем те çăмăлланнă. Выльăх пăхнă çĕрти ĕçсене 6—7 çын пурнăçласа ĕлкĕрет. Витере 110 ĕне усраççĕ, вĕсенчен 91-шне сăваççĕ, çак ĕçе 2-ĕн пурнăçлаççĕ. Сĕте холодильникре сивĕтнĕ хыççăн завода ăсатаççĕ, вăл I сортпа каять.

Йĕпремсем кăçал выльăх йышне татах та ÿстерме палăртаççĕ. Пĕлтĕр, ав, кашнин пуçне 4142-шер е унчченхи çулхинчен 371-шер килограмм нумайрах сĕт суса илнĕ. Ĕнесен умĕнчен апат татăлмасть: рационта сенаж, фураж пур. Пĕрлешÿ ертÿçи, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ В. И. Петров çирĕплетнĕ тăрăх, ку коллектив ÿсĕмĕнче М. Л. Григорьева заведующипе Н. В. Никитина ветеринари ĕçченĕн тÿпи те пысăк. Иккĕшĕ те Вăрнарти совхоз-техникумран вĕренсе тухнă, унччен “Мичуринец” хуçалăхра вăй хунă, халĕ — “Волитра”. Маргарита Леонидовна та, Нина Владимировна та хăйсен тивĕçĕсене чун-чĕре хушнă пек пурнăçлаççĕ, хăйсен ырă тĕслĕхĕпе ыттисене хавхалантарса пыраççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика