09 февраля 2010 г.

Нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче Трак енре Вĕрентекен çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Ирхине районти мĕн пур шкулти педагогсем хутшăннипе Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнче, Красноармейскинчи 2-мĕш тата Упири вăтам шкулсенче уçă уроксемпе класс сехечĕсем, класс тулашĕнчи мероприятисемпе мастер-классем, çавра сĕтелсемпе презентацисем иртрĕç. 14 сехет тĕлне вара учительсем район администрацийĕн ларусен залне пухăнчĕç.
Унта малтанах район пуçлăхне, “Единая Россия” партин Красноармейскинчи вырăнти уйрăмĕн политканашĕн секретарьне С. Николаева сăмах пачĕç. “2010 çул ыттисенчен уйрăларах тăрать. Вĕрентекен çулталăкĕ пулнипе пĕрлех кăçал хамăр тăван района йĕркеленĕренпе — 75, Тăван çĕр-шывăн 1941—1945 çулсенчи вăрçинче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине паллă тăватпăр. Кризиса пăхмасăрах вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕç-хĕлне малалла аталантарас тĕллевпе республикăра, çав шутра пирĕн районта та, сахал мар вăй хураççĕ. Çакна Чăваш Республикин Президенчĕ Н. В. Федоров республикăра Вĕрентекен çулталăкне уçнă чухне те палăртрĕ. Пĕлтĕр хамăр районти вĕрентÿ тытăмне хывакан укçа-тенкĕ калăпăшне те 2 хут ÿстерме майсем тупрăмăр. Çĕнĕ йышши технологисене пурнăçа кĕртмесĕр халĕ вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕç-хĕлне çĕнетсе пуянлатма май çуккине пурте аван пĕлеççĕ. Шкул ачисем те, ав, пĕчĕклех компьютера хăнăхаççĕ. Общество та педагогсен ĕçне ытларах хаклама тытăнчĕ. Вĕсен уйăхри вăтам ĕç укçи районта 10 пин тенкĕне çывхарчĕ. Шкулсене, вĕрентÿ ĕçченĕсене пулăшу кÿрес тесе кăçал та нумай ĕçсем ирттерме палăртатпăр. Педагогсем — пуçаруллă та пултаруллă çынсем. Вĕрентекен çулталăкĕ сире тата тăрăшуллăрах вăй хума хистетĕр. Çавна май ырлăх-сывлăх суннипе, пысăк салам йышăнма ыйтнипе пĕрлех районта Вĕрентекен çулталăкĕ уçăлнă тесе пĕлтеретĕп”, — палăртрĕ Станислав Андреевич.
Залра Раççей Федерацийĕн Гимнĕ янăранă хыççăн микрофон патне хисеплĕ хăна — вĕрентÿпе ăслăлăхра ĕçлекенсен профсоюз рескомĕн председателĕ З. Степанова пычĕ. “Уйрăм професси çыннисен ячĕпе çулталăк ирттерме йышăнни çĕр-шывра халиччен пулманччĕ-ха. 2010 çула Раççейре тата Чăваш Енре Вĕрентекен çулталăкĕ тесе пĕлтерни учительсене пысăка хурса хакланине яр-уççăн çирĕплетет. Сирĕн районти педагогсен пĕрлĕхĕ ыттисенчен лайăхпа çеç уйрăлса тăрать. Эсир паянхи уява çакăн евĕр пысăк йышпа хутшăннине те палăртма кăмăллă. Раççей, республика шайĕсенчи тĕрлĕ конкурссене хутшăнса çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçекенсем те сахалăн мар. Сирĕнпе мухтанатăп эпĕ, пысăк ÿсĕмсем туптама вăй-хăват сĕнетĕп”, — терĕ Зинаида Николаевна.
Вăл çавăн пекех профсоюзсем те пултаруллă вĕрентекенсене кирлĕ евĕр хаклама çине тăнине каларĕ, вĕсем валли республика шайĕнче конкурс-фестивальсем йĕркелесе ирттермешкĕн профсоюз взносĕсен 5 процентне яма хатĕррине те çирĕплетрĕ.
Хальхи вăхăтри çынна вĕрентсе воспитани парас ĕçре вĕрентекен витĕмĕ ÿссех пынине уявра çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Н. Антонов, профсоюзсен районти координаци канашĕн председателĕ Г. Николаева, районти вĕрентĕвĕн обществăлла, педагогика ĕçĕн ветеранĕсен тата хĕрарăмсен канашĕсен председателĕсем А. Шестаков, Л. Григорьев, З. Петрова палăртрĕç, учительсен ячĕпе тав сăмахĕсем каларĕç.
Çакна та палăртма кăмăллă: халĕ районти 14 шкулта 211 педагог вăй хурать, вĕсенчен 51-шĕн чи аслă квалификаци категорийĕ пур. 20 ытла вĕрентекен Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Президенчĕсен премийĕсене çĕнсе илнĕ.
Пултаруллă та пуçаруллă пулнăранах ку мероприятире Шывпуç шкулĕн директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Т. Н. Гаврилова, Пикшик шкулĕн акăлчан чĕлхи учителĕ С. К. Егорова, Еншик Чуллă шкулĕн математика учителĕ Е. А. Иванова — ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин, Алманч шкул директорĕ О. В. Димитриев, Чатукасси шкулĕн биологи учителĕ В. П. Иванова — район администрацийĕн, Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕн пуçламăш классен учителĕ тата библиотекарь И. Г. Афанасьева, Мăн Шетмĕ шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ А. В. Антонова тата Л. С. Проклова (Карай) вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Çак кун вырăнсенчи мероприятисене йĕркелеме тата мастер-классем ирттерме активлă хутшăннăшăн кунпа пĕрлех Трак чăваш-нимĕç гимназийĕн, Красноармейскинчи 2-мĕш тата Упири вăтам шкулсен директорĕсене Г. И. Юлмасована, И. В. Кускована, Ю. В. Федорова, вĕрентĕвĕн çак учрежденийĕсенчи педагогсен пысăк ушкăнĕсене вĕрентÿ пайĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕç. Наградăсене тивĕçнисене пурне те чечексем пачĕç.
Ку мероприятине йĕркеленĕшĕн район ертÿçисене шкул директорĕсен ячĕпе Трак чăваш-нимĕç гимназийĕн директорĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Г. И. Юлмасова тав сăмахĕ каларĕ. Шкулсен директорĕсем хăйсен ĕçтешĕсене юрă та парнелерĕç. Инноваци программисене пурнăçа кĕртессипе тĕрлĕ шайри премисене тивĕçнĕ учительсен сăмахĕсене итлеме те кăмăллă пулчĕ.
Педагогсене “Заволжский” клубри ачасен “Юность” халăх ташă ансамблĕн вăтам ушкăнĕ тата “Раштав” халăх ансамблĕ хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
Çапла, пирĕн районта та Вĕрентекен çулталăкне савăнăçлă, интереслĕ те асра юлмалла лару-тăрура уçрĕç. Трак енри педагогсен пысăк ушкăнне çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçре татах та сумлăрах ÿсĕмсем сунатпăр.