09 февраля 2010 г.
Кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕнче Чул хулара Раççей шайĕнчи "Российский олимп" ачасен пултарулăхĕн конкурс-фестивалĕ пулнă.
Вăл Мускаври "Атлант" фирма йĕркеленипе кăçал çиччĕмĕш хут иртнĕ. "Заволжский" клубра ăсталăха туптакан ачасем çичĕ конкурсĕнчен тăваттăшĕнче хутшăннă. Виçĕ хутĕнче пĕрремĕш вырăнпа таврăннă. "Кăçал вара чи çÿллĕ шайри парнене — гран-прине çĕнсе илме пултарнишĕн эпир савăнатпăр, хамăр ачасемпе мăнаçланатпăр", — пĕлтерчĕ "Заволжский" клуб ертÿçи П. З. Владимирова.
Ку конкурс-фестивале "Юность" халăх ташă ансамблĕн вăтам ушкăнĕ хутшăнма тивĕç пулнă. Çак ушкăна Т. Ефремова ертсе пырать. Конкурс хĕллехи каникул вăхăтĕнче иртнĕ. Ытти ачасем каннă вăхăтра конкурсантсене "тар юхтарсах" ĕçлеме тивнĕ. Тăватă куна тăсăлнă фестивальте тăрăшни хăйĕн "çимĕçне" панă — вĕсем гран-припе таврăннă. Чул хулана 40 ытла регионтан пуçтарăннă. Вĕсем хушшинче Архангельскпа Новофоминск хулисем, Мордва республики, Владимир, Кострома, Пермь облаçĕсем… Жюри Мускавран пулнă. Унăн председателĕ балейтместер, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, тĕрлĕ халăх конкурсĕсен лауреачĕ В. Г. Шершнев: "Сирĕн ачасем сцена çине тухсан лампочкăсем пекех çуталса каяççĕ, çак енпе вĕсем ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ", — тенĕ.
Фестивалĕн гала-концертĕнче "Яра пар" ташă чи юлашки номерпе тухнă, вĕсене уява вĕçлеме ирĕк панă. Ушкăна ертсе пыракан Татьяна Николаевна "Лауреатсене хатĕрленĕшĕн" диплома тивĕç пулнă. "Юность" халăх ташă ансамблĕн вăтам ушкăнĕн ку çĕнсе илнĕ иккĕмĕш гран-при. Пĕрремĕшĕ вăл — иртнĕ çул Чул хулари "Ласточка" кану çуртĕнче иртнĕ "Светлячок" конкурсри. Малашнехи конкурссенче те ăнăçу сунас килет Татьяна Николаевнапа унăн вĕренекенĕсене.