09 февраля 2010 г.
Пĕлтĕр район территорийĕнче 37 пушар тухнине регистрациленĕ. Вут-кăварта пĕр миллион ытла тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ, 8 çын вилнĕ, çав шутра — пĕр ача. Вут-çулăмра 30 хуралтă ытла тата 2 автотехника пĕтнĕ.
Статистика кăтартнă тăрăх, кашни 7-мĕш пушар пирус-чĕлĕм туртнипе тата ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхнипе çыхăннă. Ытларах тĕслĕхсем вара питĕ синкерлĕ-çке!? Ÿсĕр çын, паллах, вут-кăвар тухас тĕлĕшпе çав тери хăрушă.
Иртнĕ çул, кăмакасемпе усă курнă чух асăрхануллă пулманнипе (33 процент), электрооборудовани юсавсăррипе (26), вут-кăвар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманнипе (26), чĕртнипе (6 процент) вут-кăвар алхаснă.
Асăрханулăха ан çухатăр: вырăн çинче ан туртăр, электрооборудовани юсавлă пултăр, хутмалли кăмакасене юсавлă тытăр, шăрпăксене ача-пăча тытмалли вырăна ан хурăр, чартаксемпе путвалсене, балконсене çÿп-çаппа ан тултарăр тата ытти те.