АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿсĕмсем хушăнсах пыраççĕ

09 февраля 2010 г.

 

Çĕнĕ 2010 çулăн пĕрремĕш уйăхĕ хыçа юлчĕ те ĕнтĕ. Çак кĕске вăхăтра пирĕн районти ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса ÿсĕмсем тума пултарчĕç.

Шупашкар хулинче январĕн 9-мĕшĕнче Раççей Геройĕн, авиаци генерал-лейтенанчĕн В. Гавриловăн парнисене çĕнсе илессишĕн турнир иртнĕ. Унта пирĕн республикăри хуласемпе ялсен тата юнашар регион каччисемпе хĕрĕсем хутшăннă. Çак тупăшура пирĕн кĕрешекенсем хăйсен виçев категорийĕсенче япăх мар кăтартусемпе палăрнă. Никита Дубов çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илнĕ. Именкасси вăтам шкулĕнче вĕренекен Василий Никитин — иккĕмĕш, Шупашкар хулинче пĕлÿ илекен Аня Матвеевапа Галя Дуйсембаева виççĕмĕш вырăнсене тухма пултарнă.

Кăрлачăн 23-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Апаш ялĕнче ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн В. И. Смородиновăн парнисене çĕнсе илессишĕн арçын ачасемпе хĕр ачасем хушшинче республика турнирĕ иртнĕ. Тупăшăва хутшăнакансем хăйсен вăйĕсене тĕрĕсленипе пĕрлех ытти кĕрешÿçĕсен ăсталăхне тишкерсе хăйсен виçинче çакăн пек кăтартусемпе асра юлчĕç: Руслан Терентьев — 1-мĕш, Вика Елюкова 2-мĕш вырăнсене тухрĕç (вĕсем иккĕшĕ те Именкасси шкулĕнчен). Красноармейскинчи Григорий Григорьев — иккĕмĕш, Нелли Буранбаевапа Леня Герасимов — виççĕмĕш вырăнсенче.

Кăрлач уйăхĕнче ирттерме палăртнă ăмăртусене Йĕпреç поселокĕнче вĕçлерĕç. Унта январĕн 30-мĕшĕнче 1993—1994 çулсенче çуралнă хĕрсемпе яшсем хушшинче республикăра мала тухассишĕн, Йĕпреç районĕнчи Климово ялĕнче çуралнă, Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕн, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе СССР спорчĕн пĕрремĕш мастерĕн О. А. Маркияновăн парнисене çĕнсе илессишĕн ăмăрту иртнĕ. Тупăшу пысăк та çутă “Патвар” спорт комплексĕнче пулнă. Турнирта республикăри вăйлă кĕрешÿçĕсем вăй виçнĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешесси аталаннă пур районсемпе хуласенчен те (Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш) килсе çитнĕ тупăшăва. Çĕнтерÿçĕсен февралĕн 5—7-мĕшĕсенче Оренбург облаçĕнчи Бугуруслан хулинче иртекен Атăл çи федераллă округăн ăмăртăвне хутшăнма май пулать. Кĕрешÿ икĕ кавир çинче, 11-тен пуçласа 19 сехетчен, иртнĕ. Надя Данилова 38 килограмлă виçере — виççĕмĕш, Зинаида Петрова 40 килограмлинче —пĕрремĕш, Алена Игнатьева (43 кг) — иккĕмĕш, Аня Егорова (65 кг) — пĕрремĕш, Таня Васильева (70 кг) виççĕмĕш вырăнсене тухнă. Вĕсем пурте Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче вĕренеççĕ. Райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулта пĕлÿ илекен Айгуль Дуйсембаевапа (43 кг) Аня Андреева (70 кг) — пĕрремĕш, Галя Дуйсембаева (60 кг) — иккĕмĕш, Фарух Махмадалиев (46 кг) виççĕмĕш кăтартусемпе палăрнă. Никита Дубов (46 кг, УОР), çавăн пекех Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнчен вĕренсе тухнă Ренат Хайбуллин (50 кг) — виççĕмĕш вырăнта. Ăмăртăва хутшăнса хăйсене япăх мар кăтартнисем татах та пур: Настя Михайлова (Именкасси шкулĕ), Гриша Васильев (Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕ), Саша Тимофеев (райцентрти иккĕмĕш вăтам шкул), Вова Журавлевпа Коля Петров (иккĕшĕ те Трак гимназийĕнчен), Костя Камышов, Саша Корниловпа Саша Бороздин (пурте Упири ятарлă шкултан). Асăнма кăмăллă: пирĕн хĕрсем республикăра мала тухассишĕн пыракан ăмăртура тахçанах çакăн пек ăнăçлă тупăшманччĕ. Çĕнтерÿçĕсем Атăл çи федераллă округăн ăмăртăвне хутшăнĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика