АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манăн аса илÿсем

05 февраля 2010 г.

Манăн аса илÿсем

 

Сергей Иванович Железин Трак ен тăрăхĕнче 1965—1973 çулсенче районти ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕнче, 1973—1975 çулсенче район Совечĕн ĕç тăвакан комитечĕн председателĕнче, 1980—1990 çулсенче парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче тăрăшнă. Паянхи номертен пуçласа вăл вулакана районăн 75 çулхи юбилейĕпе çыхăннă хăйĕн аса илĕвĕсемпе паллаштарать.

Чăваш АССР Ĕç Тăвакан Тĕп Комитечĕн Президиумĕ 1935 çулхи январĕн 9-мĕшĕнче Çĕмĕрле, Тăвай тата Трак районĕсене туса хурасси çинчен йышăну кăларнă. Ăна Раççейĕн Ĕç тăвакан Тĕп Комитечĕн Президиумĕ çав çулхи январĕн 25-мĕшĕнче çирĕплетнĕ.

Трак районне Çĕрпÿ, Элĕк тата Вăрнар районĕсенчи ялсене кĕртнĕ. Район центрĕ пулма Малти Трак ялне çирĕплетнĕ. Район центрĕ республикăн тĕп хулинчен — Шупашкартан 58 çухрăмра вырнаçнă.

Вăл çулхине районта 26 ял Совечĕ, 108 ял пулнă, çын шучĕ 32 пинтен иртнĕ.

1935 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче районти парти организацийĕн пĕрремĕш пухăвĕ пулса иртнĕ. Унта парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулма Е. Я. Майрина суйланă.

Каярахпа тĕрлĕ çулсенче парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕн тивĕçĕсене Н. М. Семенов, В. М. Свешников, М. Т. Тихонов, В. М. Шиверов, Г. В. Сахалкин, Н. Г. Григорьев, Ф. С. Дмитриев, А. Е. Мустакова, В. В. Самаркин, А. Д. Попов, А. П. Петров, Г. П. Касихина, С. И. Железин, Л. А. Журавлев тата Н. С. Семенов пурнăçланă.

1935 çулхи мартăн 7-мĕшĕнче советсен районти пĕрремĕш сьезчĕ пулса иртнĕ. Унта районăн ĕç тăвакан комитечĕн председателĕ пулма П. И. Липатова суйланă. Ун хыççăн çак должноçра В. И. Игнатьев, Н. Ф. Виноградов, А. М. Краснов, И. А. Александров, В. О. Осипов, М. Г. Гринев, Г. Ф. Федоров, А. Д. Попов, Т. С. Тимофеева, В. М. Михайлов, С. И. Железин, Г. П. Касихина, Л. К. Константинов, А. П. Никитин тăрăшнă. 1996 çултанпа районти хăй тытăмлăх пуçлăхĕн должноçне С. А. Николаев пурнăçлать.

Паллах, районăн 75 çулхи историйĕ питех те пуян. Çак тапхăрта Трак енре чăннипех те ырă улшăнусем пулса иртрĕç. Ун çинчен 2000 çулта пичетрен тухнă “Трак ен” кĕнекере витĕмлĕн çутатса панă . Районти “Ял пурнăçĕ” хаçат та асăннă тапхăра тĕплĕн çутатса пычĕ.

1940 çулхи августăн 16-мĕшĕнче РСФСР Аслă Канаш Президиумĕ Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Малти Трак ялне Красноармейски, Трак районне Красноармейски ят парасси çинчен калакан йышăнăвне çирĕплетнĕ. Çавăнпа та манăн малашнехи сăмахăм Красноармейски районĕпе çыхăнать.

Манăн мăшăрăм — Екатерина Федоровна — хамăр районти Çырмапуç Карай ялĕнче çуралса ÿснĕ. Хаклă çыннăмăрпа 1961 çулхи январь уйăхĕнче пĕрлешрĕмĕр. Эпĕ Чăваш ял хуçалăх, вăл И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн юлашки курсĕнче вĕренеттĕмĕр. Алла диплом илсен пире Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкасси ялне ячĕç. Эпĕ “Красный фронтовик” хуçалăхра агрономра, мăшăрăм Кĕлĕмкассинчи шкулта учительте ĕçлеме пуçларăмăр. Вырăнти халăх часах мана колхоз председателĕ пулма суйласа лартрĕ.

1962 çулхи апрель уйăхĕнче Шупашкарта республикăри мĕн пур хуçалăх ертÿçисемпе пысăк канашлу ирттерчĕç. Ун чухне эпĕ Красноармейски районĕнчи “Россия” колхоз председателĕпе Е. Л. Лукинпа паллашрăм. Вăл мана унтанпа “кĕрÿ” тесе чĕнетчĕ. Çав çулах эпир унпа Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче Совет Союзĕн Геройĕ А. Г. Николаев летчик-космонавт космосран вĕçсе ансан, тăван ялне килнĕ çĕрте тепĕр хут тĕл пултăмăр. Егор Лукич унта шăрттан илсе пынă пулнă. Халăх питех те нумайччĕ. Шăрттана эпир хамăрах çисе ятăмăр. Çапла, Красноармейски тăрăхĕнчи паллă çынсенчен пĕрремĕшĕ маншăн Е. Л. Лукин пулчĕ.

Эпĕ Красноармейски районне 1961 çулхи апрель уйăхĕнче пирвайхи хут килсе куртăм. Пире аслă шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн алла диплом илсен тăван района кайма направлени пачĕç. Йĕпреçе кайиччен мăшăрăн тăван ялне килсе кайма шут тытрăмăр. Красноармейскине çитсен мăшăрăн аппăшĕ — Мария Федоровна — патне кĕтĕмĕр. Вăл 1960 çулта М. И. Ильин учительпе пĕрлешсе çемье çавăрнă. Вĕсем ун чухне район центрĕнчи Первомайски урамĕнчи Сăпани ятлă хĕрарăм патĕнче хваттерте пурăнатчĕç. М. Ильин район хорне ертсе пынă. Михаил Ильич мана питех те килĕшрĕ. Вăл хăй çырнă юрăсене фисгармонипе выляса юрласа пачĕ. Халĕ те астăватăп-ха: “Çеçкери çĕмĕртсем” юрă питĕ килĕшнĕччĕ. Унтан эпир Екатерина Федоровнапа Красноармейскинчен вăрман урлă Çырмапуç Карай ялне кайрăмăр. Ун чухне шăпах Мăн кун эрни пыратчĕ. Яла çитсессĕнех мăшăрăн амăшĕ — Марфа Егоровна — тăванĕсене пуçтарчĕ. Дина Захаровна, Валерий Григорьевич, Венера Андреевнан ашшĕ-амăшĕ тата ытти çывăх тăвансем килчĕç, тем самантра пÿрт тулсах ларчĕ. Çапла, эпĕ пĕрремĕш хут Карай таврашĕнчи ырă кăмăллă çынсемпе паллашрăм.

Красноармейскисемпе калаçнă чухне, эпĕ Йĕпреç районĕнчен пулнине пĕлсен, пурте тенĕ пекех Трак ен районĕн ертÿçи А. Е. Мустакова та санăн ентешÿ тесе каларĕç.

Чăннипех, Александра Егоровна Мустакова Йĕпреç районĕнчи Туçа ялĕнче çуралнă. Вăл 1946—1948 çулсенче ВЛКСМ Йĕпреç райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ çулсенче мана комсомол ретне илнĕ. Пирĕн ял Йĕпреç поселокĕнчен 20 çухрăмра вырнаçнă. Ун чухне эпир Йĕпреçе çурран кайса А. Е. Мустакова аллинчен комсомол билечĕсем илтĕмĕр.

А. Е. Мустакован пурнăç шăпи питĕ йывăр килнĕ. Вăл 1943—1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăн-нă. Фронтран таврăнсан учительте, шкул директорĕнче ĕçленĕ. 1950 çулта Чул хулари партин аслă шкулне вĕренсе пĕтерсен хамăр республикăри Первомайски парти райкомĕн икккĕмĕш секретарĕнче, 1952—1962 çулсенче Красноармейски парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче тăрăшнă.

А. Е. Мустаковапа эпир 1965 çулхи ноябрь уйăхĕнче, Красноармейски районĕ çĕнĕрен йĕркеленнĕ чухне, тĕл пултă-мăр. Вăл ун чухне Красноармейскине ятарласа килнĕччĕ. Александра Егоровнапа нумайччен калаçса лартăмăр. Эпĕ хăй вăхăтĕнче унăн тăван хуçалăхне — “Красный фронтовике” — ертсе пынă-çке.

(Малалли пулать).

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика