АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савнă тăрăх — Трак ен

05 февраля 2010 г.

Савнă тăрăх — Трак ен

 

Савнă ен! Манми кĕтес!

Кăтра йăмраллă эс!

Мĕн-ма ытла та хаклă эс?

Мĕн-ма-ши питĕ илĕртен?

Мĕн-ши вăл тăван ен? Тăван ен вăл — юратнă атте-анне, тăван ял, çуралнă кил, пĕлÿ пухнă шкул, уй-хир, вăрман, тăван чĕлхе… Ăçтан пуçланать-ши тăван ен кашни çыншăн? Атте-анне килĕнчен, пĕрремĕш утăмсем тунă, çарран чупнă вырăнсенчен.

Манăн савнă енĕм — Трак ен. Трак районне йĕркеленĕренпе кăрлач уйăхĕнче 75 çул тултарчĕ.

Юлашки çулсенче Красноармейски районĕ социаллă-экономикăлла аталану енĕпе уйрăм ÿсĕм турĕ. Красноармейски ялĕ те палăрмаллах илемленсе улшăнчĕ. Çакăнта, паллах, район пуçлăхĕн С. Николаевăн тÿпи те пурах. Паянхи çăмăл мар тапхăрта тилхепене çирĕппĕн тытса пырать вăл.

Пирĕн тăрăхра пултаруллă çынсем татах та чылай. Вĕсемпе трак енсем тивĕçлипех мухтанаççĕ. Ку йышра — республикăн чаплă ертÿçисем И. И. Илларионов, Л. С. Спасов, А. С. Сымокин, Л. П. Прокопьев, Социализмла Ĕç Геройĕ И. Н. Никифоров учитель, И. Е. Шашковпа А. Е. Михайлов професорсем, ыттисем. Çĕр-шывĕпех паллă Ф. М. Лукин композитор юрри-кĕввисене пĕлмен çын çук та пулĕ тăван тăрăхра. Чăваш Ен тулашĕнче те шăрантараççĕ унăн чĕрене çывăх юррисене. Тăван республикăн Гербĕпе Ялавĕн авторĕн Э. М. Юрьев ÿнерçĕн пултарулăхĕ те кашнине çывăх. Халĕ Кĕçĕн Шетмĕре ентешне сума суса музей-галерея тăваççĕ. Литературăпа искусствăра палăрнисем те йышлă пирĕн: Чăваш халăх поэчĕ Ю. Сементер, Ю. Вирьял, П. Яккусен, Г. Юмарт, Ордем Гали, РФ та ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ В. Петров, Чăваш халăх артистки Р. Федорова…

Спортра, ытти отрасльсенче мухтава тивĕç ентешсем чылайăн пирĕн.

Эпир те, Чатукассинчи тĕп шкулта вĕренекенсем, район юбилейĕпе çыхăннă мероприятисем палăртрăмăр, халĕ вĕсене пурнăçа кĕртсе пыратпăр. Чи пархатарлă ĕçсенчен пĕри — шкул çумĕнче “Шанчăк утравĕ” ятлă чăрăшсен паркне уçни. Республикăри çамрăксен экологи дружинипе пĕрле эпир 500 ытла яхăн çамрăк чăрăш лартса хăвартăмăр. Шкул тата ун тулашĕнче туса ирттерекен тĕрлĕ ĕçсене эпир шкулти “Шăнкăрав” хаçатра çутатса тăратпăр. Шкулти ятарлă уйрăм стенд та çĕнĕ хыпарсемпе тулать.

Тăван район 75 çул тултарнине халалласа В. Рудникова, Ордем Гали çыравçăсем уйрăм уроксем ирттерчĕç. Эпир районти “Ял пурнăçĕ” хаçат журналисчĕсемпе тĕл пулу йĕркелерĕмĕр.

Вĕрентекен яланах халăх хушшинче. Тирпей-илем кĕртмелле-и, концертпа халăх умне тухмалла-и, пуху-канашлу ирттермелле-и — учитель яланах кунта. Çавăнпа та вĕсен пархатарлă ĕçне хак парса нумаях пулмасть “Шкула парăннă чĕресем” ятлă кĕнеке кун çути курчĕ. Авторĕ — О. М. Степанова, шкул директорĕ. Ольга Михайловна унта паянхи Вĕрентекенсен, ветеран-педагогсен, шкул пĕтернĕ яш-кĕрĕм çинчен каласа панă.

О. Степанова пуçарнипех шкулта район юбилейне халалланă ĕç конференцийĕ иртрĕ. Унта саккăрмĕшсен ертÿçи З. Доментьева хăйсем хатĕрленĕ “Тăван ен илемлĕхĕ тата ăна илем кÿрекенсем” мультимедиллĕ презентаци кăтартрĕ. Директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Г. Игнатьева тунă “Пирĕн ÿсĕмсем” доклачĕ те конференцинче пысăк вырăн йышăнчĕ. Вĕренÿре, спортра, обществăлла ĕçсенче палăрнисем хисеп грамотисене тивĕçрĕç.

Конференцинче кăçалхи тĕллевсене палăртса хăварчĕç. Вĕсенчен чи чăтăмсăррăн кĕтекенсенчен пĕри — “Утар кĕнекепе пĕрле” акци. Çак уява 1—9 класс ачисемпе пĕрле вĕрентекенсем те хастаррăн хатĕрленеççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика