АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Малтанхипе танлаштарсан лайăхрах пурăнатпăр...”

05 февраля 2010 г.

“Малтанхипе танлаштарсан лайăхрах пурăнатпăр...”

 

“Нумай пурăнтăм, нумай куртăм. Çак таранччен пурăнса çитетĕп тесе эпĕ нихăçан та шутламан”, — тесе пуçларĕ пирĕн калаçăва Васнар ялĕнче пурăнакан В. Е. Новоселова. Тем те курма, тем те чăтса ирттерме тивнĕ кăçалхи кăрлачăн 7-мĕшĕнче, раштав уявĕнче, 95 çул тултарнă ватăн. “Раштав уявĕнче çуралнăран нумай пурăнтăм пулĕ эпĕ”, — терĕ вăл, чылай çул пурăннин вăрттăнлăхне уçса пама ыйтсан.

Валентина Егоровна Тутар Республикинчи Хусан кĕпернин Теччĕ уесĕн Шонкул ялĕнче 1915-мĕш çулта кун çути курнă. Ашшĕ — Егор Васильевич Новоселов — чукун çул çинче машинист пулса ĕçленĕ пирки станцинчен станцине куçса çÿресе вăл хăйĕн çемйипе Тутар республикине лекнĕ. Унта вара çĕр илсе пÿртпе арман-нефтянка лартнă. Мăшăрĕ — Мария Александровна Ивлева — ăна 7 ача парнеленĕ. Шел, пĕр ачийĕ нумаях пурăнайман. В. Новоселова икĕ çулта чухне вĕсен ашшĕ пурнăçран уйрăлнă. Çавăн хыççăн вара вĕсен малаллахи пурнăçĕ Кайри Тракпа çыхăннă. Халĕ вăл Васнар ялĕ.

1928 çулта раскулачить тусан çĕр илсе пÿрт çĕкленĕ. Паянхи кунчченех Валентина Егоровна çак вырăнта пурăнать. Шетмĕ урамĕпе пынă май 27-мĕш çурт тĕлне эпĕ хăвăртах утса çитрĕм. Йывăç пурт. Урамра, кил картинче юрне хырса тасатнă. Пÿртĕнче те тирпейлĕх хуçаланать ватăн. Пÿлĕме кĕрсе тăрсан ман ума тухса тăнă хĕрарăма ним тусан та 95 çул тултарнă тесе калас килмерĕ. Хăйĕн пурнăçне тĕпĕ-йĕрĕпех пĕлекен, кашни цифрине пуçра тытакан, кил-çуртра пĕчченех пурăнакан ватăпа калаçнă çемĕн калаçас килчĕ.

Малти Тракри тăватă çул вĕренмелли шкула вăл пĕрремĕш хут 1923 çулта кайнă. Тăватă класс пĕтерсен Упине, ултă çул вĕренмелли шкула, тепĕр икĕ çул сукмак такăрланă. Ун хыççăн няня-сестра курсне вĕренсе пĕтерсе Коммунта яслинче ĕçлеме тÿр килнĕ ăна. Вĕренес туртăм пысăк пулнă çамрăкăн. Именкассинчи хресчен çамрăкĕсен шкулĕнче тепĕр икĕ çул вĕренет вăл. 8 çул вĕренсе пĕлÿ илнĕ хыççăн купăс калама юратакан хĕр Шупашкарти музыкăпа театр училищине вĕренме кĕрет. Анчах та пурăнмалли пÿлĕм çук пирки пĕр уйăх хулара вĕреннĕ хыççăн училищĕне пăрахма тивнĕ.

Колхоза кĕрсен виçĕ çул хĕр телефонисткăра вăй хунă. Ун хыççăн вара перекет банкĕнче кассир пулса ĕçленĕ.

1940-мĕш çулта нумай ачаллă çемьере ÿссе çитĕннĕ Васнар каччипе Василий Цветковпа кассир пулса ĕçлекен хĕр пĕр çемье çавăрма кăмăл тунă. Тепĕр çултан хаяр вăрçă пуçланнă. “Манăçа тухман çул пулчĕ вăл. Августăн 10-мĕшĕнче упăшкана вăрçăна ăсатрăм. Тепĕр икĕ эрнерен вара Лиля хĕрĕме кун çути парнелерĕм. Тырри, çăкри пулман, çĕр улмипе çеç пурăнма тивнĕ. Колхозра кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ пулин те çимелли пулман, каçхине çурçĕрччен тыррине çапнă. Шкул ачисем те ĕçре пулнă. Пур ĕçе те хĕрарăмсемпе ачасем тунă. Çĕр улмипе кăшманне кăларнă, кантăр татса çапнă. Юр айĕнчен тыр-пул кăларни те сахал мар пулнă. Килте вутти çукчĕ, ĕç хыççăн вăрмана чупса кайса килнĕ. Спаççипах аннене, хĕрĕме вăл пăхнă.

Салтаксем килсе тулчĕç тата яла. Кашни каçах кил таврашĕсенчен мĕн те пулин çухалатчĕ. Урамра утса çÿреме çук: йĕри-тавра окопсем чавнă, салтаксене пулеметпа пеме вĕрентеççĕ. Ытла йывăр çулсем пулчĕç вĕсем. Аса илес те килмест ун çинчен”, — тесе каласа пачĕ В. Новоселова вăрçă çулĕсем çинчен каласа пама ыйтсан.

Колхозра кладовщике уйăрса лартнă Валентина Егоровнана. Калас пулать, ун чухне хĕлĕпех авăн çапнă, çавна май тырă кĕлетсене питĕ таса мар, нÿрĕ кĕнĕ. Ăна пĕрмаях асăрхаса тăмалла, пăсăлма памалла мар. Кладовщик хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçласа пынă.

Вăрçă çулĕсенче В. Цветковăн 1942 çулта Çĕрпÿре госпитальте çур çул выртса сипленме тивнĕ. Ун хыççăн Аткарти выртса сипленмелли батальонта пулнă. 1943 çулта каллех фронта таврăннă. Берлина çити тăшмана хăваласа çитнĕ. Унта вĕçленнĕ те вăрçă. Киле вара Василий Иванович 1945 çулта ноябрь уйăхĕнче инвалид пулса таврăннă.

Вăрçă хыççăн çемьере тепĕр тăватă ача çуралнă. Авентина хĕрĕ Малти Карăка качча тухнă. Виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Районти заправкăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Володя Шупашкарта тĕпленнĕ. Тĕп хулари пĕр заводра слесарь пулса ĕçленĕ, тивĕçлĕ канура. Таня мăшăрĕпе икĕ ачана кун çути парнеленĕ. Районти газ уçлакансен станцийĕнче ĕçленĕ Витя ывăлĕ. Галя мăшăрĕпе Красноармейскинче хваттерте пурăнаççĕ, виçĕ ачи килтен тухса кайнă та ĕнтĕ. Таня хĕрĕ вĕрентÿ тытăмĕнче психолог пулса ĕçлет. Слава мăшăрĕпе виçĕ ача пăхса ÿстернĕ мăшăр. Шел, В. Новоселован аслă хĕрĕ Лиля çулталăк каялла çĕре кĕнĕ. Вăл тĕп хулара пурăнса пурнăçне бухгалтер ĕçĕпе çыхăнтарнă. “Ачасемпе кăмăллă эпĕ. Хăйсем тăрăшнипе тĕрлĕ профессине алла илсе вăй хунă, вăй хураççĕ те. Ĕçе вĕрентсе ÿстерме тăрăшрăмăр вĕсене. Халĕ манăн 11 мăнук тата мăнукĕсен 8 ачи”, — савăнăçлăн пуплерĕ В. Новоселова.

Вăрçă хыççăн Василий Ивановичпа Валентина Егоровна колхозра тимленĕ. Упăшки конюх, ферма ертÿçи, каярах хуралçă пулнă. В. Новоселова вара чылай çул пахча çимĕç бригадине ертсе пынă. Кăшман, хăяр, купăста вăррисене туса хатĕрленĕ вĕсем. Конюх ĕçĕсене тума та тÿр килнĕ ăна. Сысна ферминче ĕçленĕ. Колхоз лашипе пичкепе шыв турттарнă, сĕт-çу заводĕнчен обрат илсе килнĕ.

“Мăшăрпа аван пурăннă эпир. Пурнăçра тем те пулнă, кашăк-чашăк шăкăртатмасăр пулмасть-çке. Пĕр-пĕрне хисеплесе, каçарса пурăннине нимĕн те çитмест. 1994 çулта 84 çул тултарсан пирĕнтен уйрăлса кайрĕ мăшăрăм. 54 çул пĕрле пурăннă эпир”, — иртнине аса илсе калаçрĕ кăмăллă ватă.

Пушă вăхăтра халĕ те ахаль лармасть В. Новоселова. Хаçат вулать, кроссворд шутлать, алăсем хытса ларасран чăлха, крючокпа салфетка çыхать. Мана та пĕр салфеткине асăнмалăх парнелесе ячĕ. Пахчара ĕçлеме питĕ юратать иккен кинеми. Чечексем лартса çитĕнтерме кăмăллать. Пÿртре те кашни япали хăйĕн вырăнĕнче. Пÿлĕм тăрăх мăрлатса çÿрекен “Зайчик” кушакĕ те хуçине итлет.

“Малтанхипе танлаштарсан халĕ лайăхах пурăнатпăр. Шывĕ пÿрте кĕрет, çурт газпа ăшăнать, пенси укçине вăхăтра параççĕ. Лавккара та тем те пур. Ачасене ÿстернĕ чухне нимĕн те пулман вĕт. Сывлăх енчен аптрамастăп-ха. Анчах та юлашки вăхăтра вăй чакнине туйма пуçларăм. Хама хам асăрхакаласа пурăнатăп çапла. Ачасем килсех çÿреççĕ, хăйсем патне те хăнана илсе каяççĕ”, — пĕлтерет Валентина Егоровна.

“Вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн”, “Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 30, 40, 50, 60 çул çитнĕ ятпа”, пилĕк ача çуратса ÿстернĕшĕн панă "Ача амăшĕн" медальсем, ытти наградăсем пур унăн. Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине кĕтсе илсе малалла та лайăх пурăнма сывлăх сунас килет Валентина Егоровна Новоселована.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика